Цыпленков Олег Михайлович

Цыпленков Олег Михайлович (ҫур. 1959 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ, Кивĕ Катек, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — кинематографист, вӗрентекен, политик, усламçă, общество ĕçченӗ, чунçÿревçĕ.

Биографи

1959 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче ҫуралнӑ[1].

И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне «Вырӑс чӗлхи тата литератури» специальноҫпа, Мускав социаллӑ университетне «Юриспруденци» специальноҫпа (1997) вӗренсе пӗтернӗ, 2018 ҫ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗнче патшалӑх тата патшалӑх управленийӗн сферинче хатӗрленсе тухнӑ.

1982—1984 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ[1].

1984 ҫултанпа Чӑваш Енӗн ВЛКСМ органӗсенче ертсе пыракан должноҫсене йышӑннӑ: комсомолӑн Патӑрьел райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ (1984—1989), Чӑваш комсомол обкомӗнче идеологи енӗпе ӗҫлекен секретарӗ (1989—1991) тата пӗрремӗш секретарӗ (1990—1991) пулнӑ. ВЛКСМ ӗҫ-хӗлне пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн 1991 ҫ. чӳк уйӑхӗнче Чӑваш Ен Ҫамрӑксен союзне туса хунӑ. 1991—1994 ҫулсенче ӑна ертсе пынӑ, Раҫҫей Ҫамрӑксен союзӗн Тӗп комитечӗн бюровӗн членӗ шутланнӑ. 1994 ҫ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлӗхне йӗркелесе ертсе пынӑ, унӑн хисеплӗ председателӗ шутланать[1].

Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствин ҫамрӑксен ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ (1994—1995). 1991—1994 ҫҫ. — Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗн Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ (1994 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнчен — Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Тӗп суйлав комиссийӗ). 1995—1998 ҫулсенче — Чӑваш наци конгресӗн секретариачӗн ертӳҫи[2].

1990 ҫ. авалхи чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсем тӑрӑх чӑваш халӑх историне юратакансем ҫулсерен кайса ҫӳренине йӗркелет, пӗрмаях чӑвашсен тата Чӑваш Ен историйӗпе ҫыхӑннӑ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ мероприятисене видео ӳкерсе пырать.

1990-мӗш ҫулсенче видеосъёмкӑпа аппаланма тытӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсен ытларах пайӗ Чӑваш Республикин культура министерствин «Чӑваш Республикин хальхи историйӗн патшалӑх осархивӗ» бюджет учрежденийӗнче электронлӑ аудиовизуаллӑ докуменчӗсен коллекцийӗнче упранать. 1992—1997 ҫулсенчи электронлӑ видеодокументсене О. М. Цыпленков архива 2008 ҫулта панӑ. Видеороликсен сюжечӗсем: историлле тата асра юлмалли вырӑнсем тӑрӑх чунҫӳрев саманчӗсем; Чӑваш Енри обществӑлла организацисенчен чӑвашсем пурӑнакан вырӑнсене делегацисем кайса килни; чӑваш культурин, ӳнерӗн тата наукӑн паллӑ деятелӗсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗсене кӑтартса пани; Чӑваш наци конгресӗн ӗҫ саманчӗсем тата ытти те.

1998—2007 ҫҫ. «Сӑвар-Фильм» ТВК президенчӗ, 2007 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен — «Сувар-фильм» видеостуди тата Шупашкар хулинчи «СуварТВ» каналӑн уйрӑм интернет ТВ ертӳҫи пулнӑ[2].

О. М. Цыпленков — чӑваш киновӗн хастар ӗҫченӗсенчен, «Чӑваш Республикисенчи кинематографистсен союзне» йӗркелеме пуҫаракансенчен пӗри. Чӑваш Республикинчи «Чӑваш Республикинчи кинематографистсен союзӗ» общество организацийӗ официаллӑ 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче регистрациленнӗ. Союз йӗркеленнӗренпе ун председателӗ Олег Цыпленков шутланать. Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне — кӗске метражлӑ тата тулли метражлӑ илемлӗ, документлӑ тата анимациллӗ фильмсен 2015-мӗш ҫулта пӗрремӗш хут иртнӗ конкурс-форумне — пуҫарса яраканӗ тата йӗркелекенӗ[2].

2016—2022 ҫҫ. Чӑваш Республикин Культура министерствин «„Чӑвашкиностуди“ тата электронлӑ документаци архивӗ» патшалӑх учрежденийӗн директор ҫумӗ -киностуди заведующийӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл ертсе пынипе Молдавире, Пушкӑртстанра, Тутарстанра, Пенза тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче чӑваш киновӗн эрнисене ирттернӗ. Студи ҫӗр ытла илемлӗ, документлӑ тата документлӑ-илемлӗ фильмсем калӑпланӑ, республикӑри 1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тата тыл ӗҫченӗсемпе темиҫе теҫетке видеоинтервью ҫырса илнӗ, ҫаплах интервьюсене «Видеотека в лицах» тата «Люди-легенды» проектсен шайӗнче ӳкернӗ. Ҫак аудиовизуаллӑ документсем Чӑваш Енӗн архив фондне пуянлатнӑ.

2017 ҫултан — Пӗтӗм тӗнчери культурӑпа ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗ[2].

Хисепӗсем

  • ВЛКСМ Тӗп комитечӗн Хисеп хучӗ;
  • «Лавр турачӗ» хисеп палли;
  • Чăваш этнокультурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2001);
  • Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ (2016)[3][1].

Кӑсӑк фактсем

  • Шкул ҫулӗсенченех фотоӗҫпе кӑсӑкланнӑ[4].
  • Патӑрьел спорт шкулӗнче ирӗклӗ кӗрешӳ тата велосипед спорчӗпе тӑрмашнӑ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Цыпленков, Олег Михайлович (общественный деятель; 03.10.1959) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Олег Цыпленков: комсомольское сердце в груди (65 лет (1959) со дня рождения Олега Михайловича Цыпленкова, кинематографиста, архивиста, общественного деятеля, председателя Союза кинематографистов Чувашии) (выр.). Госархив современной истории Чувашской Республики (3 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Ольга Тургай и Олег Цыпленков – новые лауреаты Международной премии имени Михаила Сеспеля (выр.). Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (11 юпан 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ Фотовернисаж Олега Цыпленкова (выр.). Союз чувашских краеведов (3 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Моисеев Ю. Ф., Николаев В. Д. Край батыров. — Чебоксары: ИПК «Чувашия», 2026. — 424. — С. 157—159. — 1000 экз.

Вуламалли

  • Смирнов, Н. Шупашкартан — Фанагори хулине / Н. Смирнов; автор сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2018. — 14 ҫурла/август. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Турхан, Е. Аваллӑх йӗрӗпе / Е. Турхан ; О. Цыпленков сӑнӳкерчӗкӗсем // Сувар (Тутарстан). — 2010. — 23 утӑ (№ 30). — С. 4.
  • Турхан, Е. «Чун ҫӳрев» каллех ҫула тухрӗ / Е. Турхан ; Л. Филиппова сӑнӳкерчӗкӗсем // Сувар (Тутарстан). — 2011. — 22 утӑ уйӑхӗ (№ 29). — С. 4, 12.
  • Цыпленков, О. Авалхи Аслӑ Пӑлхар тӗп хулинче / О. Цыпленков; [В. Николаев ҫырса илнӗ] // Республика. — 2018. — 22 авг. (№ 32). — С. 5.
  • Цыпленков, О. «Аслӑ Пӑлхар ҫӗрӗпе ҫӳресчӗ!» / О. М. Цыпленков ; Т. Никитина ҫырса илнӗ // Урал сасси (Пушкӑртстан). — 2010. — 22 утӑ (№ 30). — С. 4 : фот.
  • Цыпленков, О. Иккӗн тӑвакан «Сувар-ТВ» телеканал тӗнчене тӗлӗнтерет / О. Цыпленков; [В. Николаев ҫырса илнӗ] // Салам. — 2014. — 15 ҫурла (№ 8). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Цыпленков, О. Мӗне вӗрентет, мӗн пирки шутлаттарать чӑваш киновӗ? / О. Цыпленков ; О. Прокопьев ҫырса илнӗ] // Халӑх шкулӗ = Народная школа. — 2017. — № 2. — С. 85-87 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Цыпленков, О. Олег Цыпленков: «Пирӗн пархатарлӑ ӑру пулмалла» / О. Цыпленков ; В. Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2016. — 5 нарӑс/февраль. — С. 8-9 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Цыпленков, О. Олег Цыпленков: Чӑваш ятне ярас марччӗ / О. М. Цыпленков ; И. Клементьева ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2015. — 20 февраль/нарӑс. — С. 8-9 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Цыпленков, О. Паянхи кунпа кӑна пурӑнмалла мар / О. Цыпленков; [З. Яковлева ҫырса илнӗ] // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. — 2022. — 26 чӳк/ноябрь (№ 10/11). — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Чербай, С. Истори вӗсене пӑрахӑҫа кӑлармӗ : [Ултияр Цыпленков ертсе пынипе чӑваш хастарӗсем Крым тӑрӑхне ҫитсе курни ҫинчен] / С. Чербай; вырӑсларан Х. Агивер куҫарнӑ // Тӑван Атӑл. — 2019. — № 10. — С. 119—121 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Шумер, Н. Какай шӳрпи пӗҫертӗмӗр… : [О. Цыпленков ертсе пынӑ ушкӑн Фанагорие ҫулҫӳреве кайни ҫинчен] / Н. Шумер // Хыпар. — 2016. — 26 утӑ/июль. — С. 4.
  • Цыпленков, О. Есть история, должно быть и будущее / О. Цыпленков; [записала А. Михайлова] // Республика. — 2020. — 3 нояб. (№ 44). — С. 7 : фот.
  • Цыпленков, О. Тайна второго имени / О. М. Цыпленков; записала Ю. Кудряшова] // Аргументы и факты — Чувашия. — 2016. — 8-14 авг. (№ 31). — С. 3 : фот.
  • Цыпленков, О. Черпают вдохновение на родине предков / О. М. Цыпленков [беседовала] В. Эверкки // Республика. — 2012. — 15 августа (№ 37). — С. 11 : фот.
  • Цыпленков Олег Михайлович // Батыревская энциклопедия. — Чебоксары, 2005. — С. 260.