Чалус
Чалу́с (перс. چالوس) — Иранăн çурçĕрĕнчи Мазендеран провинцинчи хула-порчĕ, курорт, Каспи тинĕсĕн кăнтăр çыранĕнче вырнаçнă. Чалус шахрестанăн адинистративлă тĕпĕ шутланать. Халăх йышĕ — 75 пин çын. Каспи тинĕс çыранĕнче нумай пĕчĕк хăна çурчĕ тата пысăк санаторисем туса лартнă .