Чемондаевка (ял)

Чемондаевка Томск облаçĕн Чаински районĕнчи ял, Подгорное ял тăрăхне кĕрет. Чăваш ялĕсен шутне кĕртмешкĕн сăлтавсем пур.

Кунçул

Интернетран[1]

<Куçару: Чемондаевка ялĕ — никĕсленĕ вăхăт 1909-мĕш çул. Чăн малтан Романовсем, Сергеевсем, Елманкинсем, Павловсем килсе вырнаçнă. Романовсен килйышĕ — Лебатертен, Елманкинсем — Короткинăран. Лере вара вĕсене Столыпин реформи, çĕр çитменни илсе çитернĕ. Юнашарах тап-таса Чемондаевка шывĕ юхать. Чăн та, акмалли çĕре çĕнсе илмелле. Пушар пулăшнă. Уй валли çĕр пысăкланнă. Тайга пуянлăхĕ иксĕлми. Ку — тап-таса чăваш ялĕ пулнă. 1930-мĕш çулта Октябрь ячĕллĕ колхоз тунă. Унăн пĕрремĕш ертÿçи — Андрей Вишнев. Ялта 9 кил, 50 çын. Вăрçă умĕн малтанхи вырăссем килсе вырнаçнă.>

Уйрăм харкамлăхсем

  • Николай Александрович Шухайкин[2]

Асăрхавсем

  1. ^ История — Администрация Подгорнского сельского поселения
  2. ^ Костина, Елена.Командир «Чувашской Республики» 2020 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

Шаблон:Чаински районĕ