Чернов Александр Иванович
Чернов Александр Иванович (1914 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ, Ырашпулӑх, Мӑнал вулӑсӗ, Чикме уесӗ — 2003) — колхоз председателӗ, парторганизаци председателӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1930 ҫулта пуҫламӑш шкулта пӗлӳ илнӗ[2].
«Автобус» колхоза йӗркелес ӗҫе хутшӑннӑ. Ҫакна пурнӑҫлас тесе ВКП(б) пайташӗсемпе — Якимов пиччӗшсемпе, Виктор Алаевпа, Костинпа — тӗл пулса калаҫнӑ, колхоза йӗркелес ӗҫе сӳтсе явнӑ. Вӗсемпе тӗлпулусем ирттернӗ май ялти хресченсене колхоза кӗртес ӗҫе мӗнле хӑвӑртлатма май пуррине пӑхса тухнӑ[1].
1932 ҫулта ӑна «Автобус» колхозӑн иккӗмӗш бригадӑн бригадирне лартнӑ. 1936 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете кайнӑ, 1938 ҫулта унтан таврӑннӑ. Колхозра ӗҫленӗ, Шупашкар хулинчи милици управленийӗнче тӑрмашнӑ[2].
1942 ҫул пуҫламӑшӗнче вӑл фронта кайнӑ. Сальский, Дон ҫинчи Ростов, Новошахтинск, Запорожье тата Николаев хулисене тӑшмантан ирӗке кӑларма хутшӑннӑ[2].
1944 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче аллине амантнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн ӑна саппасри 96-мӗш полка янӑ, кунта ӑна 233-мӗш конвой полкӗн шутне кӗртеҫҫӗ. Ҫапла май вӑл парӑннӑ нимӗҫсене Анӑҫри Украина тата Польша тӑрӑх конвоирленӗ[2].
Вӑрҫӑран таврӑнсан «Урожай» колхозра колхозник, колхоз бригадирӗ, колхозӑн парти организацийӗн секретарӗ, ял лавккинче сутӑҫ пулса тӑрӑшнӑ. Пенсие тухсан учхозра кочегар пулса ӗҫленӗ[1].
Хисепӗсем
Александр Иванович ҫак медальсемпе орденсене илме тивӗҫ пулнӑ[1]:
- Тӑван Ҫӗршывӑн II степеньлӗ орденӗ;
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–45 ҫҫ. Аслӑ Вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- ытти юбилейлӑ медальсем
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 440. — 505 с.
- Миронов А.Н. Седой Ишакский край. Ч.2. — Цивильск, 2005.