Чинкин Минулла Низаметдинович

 

Чинкин Минулла Низаметдинович (1931 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ, Хирти Пикшик, Шӑнкӑртам районӗ, Чӑваш АССР, РСФСР — 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ, Чуллӑ Ҫыр, Раҫҫей) — ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӗҫлекен совет тата Раҫҫей тренерӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ.

Кун-ҫулӗ

Альметьевск тата Чуллӑ Ҫыр хулисенче ҫӑмӑл атлетика шкулӗсене никӗслекенӗ пулнӑ.

1973 ҫултанпа Чуллӑ Ҫыр хулинче «КАМАЗ» спорт клубӗн аслӑ тренерӗ.

1994-1995 ҫулсенче — Тутарстан Республикин Госкомспорт тӗп клубӗн тренер-преподавателӗ.

1995-мӗш ҫултан — «Набережночелнинский» спорткомплексӑн аслӑ тренерӗ, кайран «Яр Чаллы» олимп резервӗн ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн аслӑ тренерӗ. Ҫав вӑхӑтрах 1983–1989 ҫулсенче — марафон чупӑвӗпе СССР сборнӑй командин тренерӗ.

Чылай паллӑ ҫӑмӑл атлетсене вӗрентсе кӑларнӑ, вӗсен шутӗнче Гульнара Галкина-Самитова олимп чемпионки.

Хисепӗсем

  • Тутар АССРӗн тава тивӗҫлӗ физкультура ӗҫченӗ (1988),
  • РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ (1989),
  • Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ (2004).
  • Чуллӑ Ҫыр хулин хисеплӗ гражданинӗ.