Чӑваш эрешлӗ пир-авӑр
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Чӑваш эрешлӗ пир-авӑр — чӑвашсен халӑх промысли(выр.)чăв., пӗрремӗш хут XVIII ӗмӗрти этнографи тӗпчевӗсенче асӑннӑ. Пайӑн-пайӑн вырӑс тата тутар эрешлӗ пир-авӑрне аса илтерет, анчах та хӑйӗн ҫутӑ характерлӑ уйрӑмлӑхӗсем пур, вӗсем чи малтан эреш йӗркеленӗвӗнче палӑраҫҫӗ[1]. XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне промысла Халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗсемпе И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн специалисчӗсем тӑрӑшнипе сыхланса юлнӑ.
Истори
Чӑваш эрешӗллӗ пир-авӑр ҫинчен пӗрремӗш документлӑ ҫырнисем XVIII ӗмӗрти тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсенче тӗл пулаҫҫӗ. Чи малтанах шурӑ тата кӑвак ҫипсемпе усӑ курнӑ, вӗсене вӗтӗ тӗрӗсем туса тӗртнӗ. XIX ӗмӗр вӗҫнелле ытларах шурӑ тата хӗрлӗ тӗссем пула пуҫланӑ. Чӑвашсен пир-авӑр лаптак пиҫиххисем, тум-тире илемлетме усӑ курнӑ хӑю питӗ анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Алшӑллисен, виткӗчсен, урай сармисен вӗҫӗсене эрешлесе тӗртнӗ[2].
Эрешлесе тӗртмелли чӑваш культуринче уйрӑм вырӑн сурпан — хӗрарӑмсен пуҫа сырмалли ал шӑлли евӗр тумӗ — йышӑнать. Килте тӗртнӗ пир, талккӑшпех шап-шурӑ, хӗррисемпе — хӗрлӗ йӑрӑмсем. Унӑн вӗҫӗсем ҫумне хӗрлӗ тӗслӗ тӗрӗллӗ пир ҫӗлесе хунӑ, ҫавӑн пекех тӗрӗ е чӗнтӗр хушма та пултарнӑ[3].
Чӑвашсен пир-авӑр тӗртесси XIX ӗмӗр варринелле анлӑ сарӑлнӑ; ҫак тапхӑрта пир тӗртмелли станоксене кӑткӑслатнӑ — вӗсен 6-8 педаль, темиҫе ремиз тата ӑса пулнӑ[4]. Хальхи ӑстасем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫре чи кӑткӑсси — темиҫе тӗртмелли схемӑсем тӑвасси[5].
XX ӗмӗр варринче тӗрлӗ тӗслӗ тӗрӗллӗ пир-авӑр сарӑлнӑ, анчах та ӗмӗр вӗҫнелле промысла фабрика пир-авӑрӗ анлӑ сарӑлнипе сӳнме пуҫланӑ. Чӑваш эрешлӗ пир-авӑрне тӗпчеме самай кая юлса пуҫланӑ — тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе, ку пир-авӑра ӳнер тӗсӗ пек мар, пурнӑҫ кирлӗлӗхӗ пек йышӑннипе ҫыхӑннӑ[6].
XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче пир-авӑр хатӗрӗсем энтузиастсем тӑрӑшнипе упранаҫҫӗ; промыслапа Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче усӑ кураҫҫӗ[7].
Ӑсталӑх уйрӑмлӑхсем
Чӑваш тӗррисене тумалли чӗртавар йӗтӗнпе кантӑр шутланнӑ. Ытларах хӗрлӗ тата шурӑ тӗссемпе усӑ курнӑ. Тӗртнӗ чух тӗрлӗ тӗслӗ мелсемпе усӑ курнӑ: элементсен капашне, тӗрӗ ритмне улӑштарнӑ, шултра тата вак элементсене черетленӗ[8].
Чӑваш пир-авӑр тӗртекенӗсен нумай тӗслӗ япаласем тума май паракан кӑткӑсрах ӑсталӑх пулнӑ. Эрешлӗ пир-авӑрта ромбсем, виҫкӗтеслӗхсем, тӑваткалсем черетленсе пынӑ, ярӑмсем симметриллӗ композицие пӗрлешнӗ. Яланхи пекех чӑваш эрешӗсем формӑсемпе тӗссем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ хутшӑнса илӗртнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ, ӑстасем 15 тӗрлӗ тӗспе сӗм усӑ курма пултарнӑ пулин те. Енчен те тӗп тӗсӗ хӗрлӗ пулсан эреше хура е шурӑ ҫипсемпе уҫӑмлатнӑ[9].
Чӑваш эрешӗн йӑлана кӗнӗ элеменчӗсем — пурнӑҫ йывӑҫӗ(выр.)чăв., геометри фигурисем(выр.)чăв..
Ӑстасем
- Ильбекова Александра Ивановна;
- Иванова Зоя Ивановна;
- Варганешева Нина Федотовна;
- Ермолаева Нина Михайловна;
- Гайнутдинова Светлана Ивановна;
- Сыров Владимир Сергеевич;
- Сырова Мария Филипповна;
- Иванова Тамара Никитична;
- Белова Римма Евстафьевна.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
- Эрешлӗ пир-авӑр тӗсӗсем(выр.)чăв.
- Вырӑс эрешлӗ пир-авӑр(выр.)чăв.
- Тутар эрешлӗ пир-авӑр(выр.)чăв.
Ӑнлантарусем
- ^ Чувашское узорное ткачество : техника, виды тканей - Минеева В.А.. — 2015. — ISBN 978-5-7670-2370-7.
- ^ Чувашские узоры. Sonsay. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Сурпан. Министерство культуры Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Узорное ткачество. Ассамблея народов Республики Башкортостан. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Анна Иванова. Будущее чувашской вышивки и ткачества в наших руках. Национальный акцент. Медиапроект гильдии межэтнической журналистики (8 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Гарипова Г.И., Ефимова А.А. Аутентичность и стилизация традиционного чувашского ткачества с использованием натуральных материалов // Вестник Казанского технологического университета. — 2014. — № 6.
- ^ Чувашское узорное ткачество. Живая карта. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Гарипова Г.И., Ефимова А.А. Традиции чувашского узорного тканья с использованием природных полимеров // Вестник Казанского технологического университета. — 2014. — № 15.
- ^ Сурпан. Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.