Епле хатĕрлемелле
Шăрттана сурăх-така какайĕнчен хатĕрлеççĕ. Хырăмлăха лайăх çуса тасатмалла, унтан ăна вĕри шывра вĕрилемелле, ăшне çĕçĕпе хырмалла, çавăн хыççăн каллех сивĕ шывра çумалла. Хырăмлăхран, шăтăк хăварса, пĕчĕкрех çаврашка михĕ çелемелле, унта сурăх-така какайне тултармалла. Ăна çапла хатĕрлемелле: какая 30-40 грамшар касмалла, унта вĕттĕн туранă ыхра, лавр çулçи, пăрăç тата тăвар хумалла, лайăх хутăштармалла та хырăмлăха тултармалла шăтăкне çыхмалла е çĕлемелле. Аш-какай тултарнă шăрттан тулашне кăштах тăварпа сăтăрмалла, тарăн тăм чашăка хумалла, çине витмелле те вĕри кăмакана хупса (вутă çунтарса кăларнă хыççăн) пĕçерме лартмалла. Икĕ каç лартмалла. Пиçсе çитнĕ шăрттана вĕрилле çиме пама юрать.
Шăрттана нумайлăха усрама тăваççĕ. Ун пек чух какая ытларах тăварламалла, ыхра хума кирлĕ мар. Пиçнĕ шăрттана тата темиçе кун хушши кăмакана ларта-ларта мĕн аш-какай сĕткенĕ тухма пăрахичченех типĕтмелле. Хутран-ситрен вĕри кăмакана лартса типĕтнĕ шăрттана чылайччен усрама пулать. Вăхăтлă пиçнĕ шăрттана хăй халлĕн вĕрилле те, сивĕлле те, сив çупа ăшаласа та параççĕ, хытă типĕтнĕ шăрттанран яшкасем пĕçереççĕ. Шăрттана сулхăн, çил вĕрнĕ çĕрте усраççĕ.
Пайсем
Шăрттан пирки илемлĕ литературăра
Çавăн пекех
Вуламалли
- "Канаш" хаçатăн рецепчĕпе хатĕрлев мелĕ 2016 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче архивланӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Чăваш энциклопединчен
- ^ Хусанкай, Петĕр. Эпир пулнă, пур, пулатпăр. Шупашкар, — Были мы, и есть, и будем. 1982. — С.212-14.