Шакров Яков Дмитриевич
Шакров Яков Дмитриевич (1912.10.14, Хусан кӗпӗрнийӗн Ҫӗрпӳ уесӗнчи Тӑвай сали – 1994.10.28, Чӑваш Ен, Тӑвай районӗ, Тӑвай[1]) – ачасене вӗрентекен, чӑваш ҫыравҫи, публицисчӗ, 1941–45 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын.
Кун-ҫулӗ
Канашри педагогика техникумӗнче (1932), Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (1940) пӗлӳ илнӗ. 1934–1936 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. 1932–34 ҫулсенче Чӳкҫырми шкулӗн заведующийӗ пулнӑ, 1937–1940 ҫулсенче Енӗш Нӑрваш шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, шкул военрукӗ пулса ӗҫленӗ. 1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна комсостава лайӑхлатмалли курса (КУКС) вӗренме янӑ.
Балтиҫум патшалӑхӗсене тата Бессарабие ирӗке кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫӑва 1941 ҫӗртме уйӑхӗнче кӗнӗ. 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тыткӑна лекнӗ[2]. Тӑшмана хирӗҫ тӑракан юхӑма хастар хутшӑннӑ.
1946–1972 ҫулсенче, вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн, Йӑнтӑрччӑ, Чутей, Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ.
Хисепӗсемпе чысланисем
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин II степеньлӗ орденне, медальсене тивӗҫнӗ.
Ӗҫӗ-хӗлӗ
Нумай вӑхӑт хушши тӑнӑҫлӑха хӳтӗлекен область комитетӑн, Совет союзӗн тӑтӑҫлӑх фончӗн область уйрӑмӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑ, «Тӑнӑҫлӑх кӗнеки» (хальхи вӑхӑтра вӑл районти музейре упранать) валли материалсене пухас ӗҫе йӗркеленӗ.
Унӑн публицистика, педагогика статйисем, ҫавӑн пекех тӗрлӗ ыйтусем ҫӗклекен статйисем, интервьюсем тата кулӑшла калавӗсем «Советская Чувашия», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Капкӑн» журналта пичетленнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Тӑвай районӗн энциклопедийӗ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2020. — 634 с. — 555 с.
- ^ https://pomni.is74.ru/person/9066/%D0%A8%D0%B0%D0%BA%D1%80%D0%BE%D0%B2+%D0%AF%D0%BA%D0%BE%D0%B2+%D0%94%D0%BC%D0%B8%D1%82%D1%80%D0%B8%D0%B5%D0%B2%D0%B8%D1%87
Вуламалли
- Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ / Чувашская Республика ; главный редактор-составитель В. Я. Шакров; [автор предисловия В. А. Ванерке]. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 634, [2] с.
- Шакровы: предки и их потомки / В. Я. Шакров. - Чебоксары : Новое Время, 2022. - 122, [1] с., [30] л. ил. : ил., портр., фот. цв. ; 21 см. - На русском, чувашском. - Библиография: с. 122. - Словарь генеалогических терминов: с. 13-21.
- Шакрова В. Аслӑ асаннесемпе кукамайсем - тыл ӗҫченӗсем : [Тӑвайри вӑтам шкулта вӗренекенсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӳтӗлев чикки чавнӑ ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ материалсем пухни ҫинчен] / В. Шакрова // Ял ӗҫченӗ : Тӑвай районӗн хаҫачӗ / Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерстви. - 2021. - 16 апрель (№ 15). - С. 4 .
Каҫӑсем
- Яков Шакров ҫырнӑ хайлавсем
- Шакров Яков Дмитриевич (Бессмертный полк)