Шампа йышшисем
| Шампа | ||||||||||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Ӑслӑлӑх классификацийĕ | ||||||||||||||||
|
||||||||||||||||
| Латинла çырни | ||||||||||||||||
| Lota lota (Linnaeus, 1758) | ||||||||||||||||
|
Шампа (е шампа пулă) - треска ушкăнĕнчи шампа йышне кĕрет.
Классификаци
Шампа пулă шампа йышне кĕрекен пĕртен-пĕр пулă шутланать.
Пĕтĕмĕшле çырса кăтартни
Кĕлеткин тăршшĕ 1 метра çитет, йывăрăшĕ – 5 килограма. Шампа пуçĕ пысăках мар. Кĕлеткин пуçламăшĕ сарлака, хӳри патнелле ансăрланса пырать. Çурăм çинчи иккĕмĕш тата хырăм айĕнчи çунатти вăрăм. Кĕлетки тĕксĕм хăмăр тĕслĕ, симĕсрех сĕмлĕ. Ик аяккипех шурă пăнчăсем пур. Пырĕ тата хырăмĕ шурă. Ку пулла ыттисенчен (калăпăр, çуйăнтан) янах айĕнче ӳсекен пĕртен пĕр тĕкĕпе уйăрса илме пулать.
Пурнăçĕ
Аталанăвĕ
Вăлчине хĕлле раштавран пуçласа пуш уйăхĕ таранах сапать. Вăлчара ытларах чухне 300-400 пин тĕвĕ пулать. Пысăк пулăсен вăлчинче тĕвĕ хисепĕ миллиона та çитме пултарать
Тытмалли мелсем
Шампа вăлта йĕппи çине пĕчĕк йăпăлтан е урăх вак пулă тирсен аван туртать. Ытларах чухне каçхине апата тухать. Анчах та кĕркунне е çуркунне ăна кăнтăр кунĕнче те тытма пулать. Пулăçсем çавăн пекех шампа кăвайт çути патне куçнине те асăрханă.
Каçăсем
- «Раççейри çурăм шăммиллĕ чĕрчунсем»: шампа пулă (налим) 2020 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ.