Шемаров Валентин Семёнович

 

Шемаров Валентин Семёнович (1940 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш АССР2004 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики) — фоткорреспондент, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (1966).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1940 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. В. И. Ульянов-Ленин ячӗллӗ Хусанти патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗнчен куҫӑн мар мелпе вӗренсе тухнӑ (1969). 1956 ҫулта «Молодой коммунист» хаҫатра фотоӳкерчӗксем пичетлеме пуҫланӑ[1].

1958—1963 ҫулсенче Шупашкарта проектпа конструктор бюровӗнче фотограф-лаборант, 1963—1965 ҫулсенче пир-авӑр комбинатӗнче фотограф пулса вӑй хунӑ.

Республикӑри хаҫатсемпе маларах та ҫыхӑну тытнӑскер 1965 ҫулта «Советская Чувашия» хаҫата фотокорреспондент пулса ӗҫе вырнаҫнӑ, 1981 ҫулччен ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех «Молодой коммунист», «Чебоксарские новости», «Хыпар» хаҫатсен редакцийӗсенче фотокорреспондентра ӗҫленӗ.

Унӑн сӑнӳкерчӗкӗсем час-часах тӗп периодика кӑларӑмӗсенче, республика, хула тата район хаҫачӗсенче пичетленнӗ.

Кӗнекесен[2], фотоальбомсен авторӗ, ҫав шутра РСФСР Министрсен Совечӗ, Венгри Халӑх Республикин Совет Союзӗнчи элчӗлӗхӗ, Венгри Халӑх Республикин Хевеш облаҫӗ (1970) валли «Чӑваш АССРне – 50 ҫул» хатӗрленӗ альбом.

Ӗҫӗсене фотокуравсенче кӑтартнӑ[3], харпӑр икӗ курав йӗркеленӗ:

  • Вӑтаҫӗр тинӗсӗ тӑрӑх ҫулҫӳресе таврӑннӑ хыҫҫӑн,
  • тивӗҫлӗ канӑва кайсан 150 ӗҫрен тӑракан пысӑк курав.

Шемаров В. ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн Журавлёв Сергей Витальевич фотокорреспондент ӗҫтешӗн тепӗр куравне ирттернӗ.

Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра Пӗтӗм Союзри Фотоуниверсиадӑн I степеньлӗ дипломне (Свердловск, 1967) ҫӗнсе.

2004 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ.

Кӑсӑк самантсем

  • Фотоӗҫпе кӑсӑкланасси шкулта чухнех пуҫланнӑ, юлташне парнеленӗ «Комсомолец» фотоаппарата аллине тытнинчен. Юлташӗ вара ку фотоаппарата Валентина парнеленӗ.
  • Шкулта вӗреннӗ чухне Валентин ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ, Пионерсен керменне кимӗ-карап ӑсталама тата фото ӳкерме вӗрентекен кружоксене ҫӳренӗ[4].
  • Ӳсерехпе Атӑл хӗрринчи яхт-клуба иленнӗ. Парӑс айӗнче ҫӳреме хӑнӑхнӑ, ӑмӑртусене хутшӑннӑ.
  • Пӗрре фотокорреспондент ӗҫне пӑрахасшӑн пулса темиҫе уйӑх вӑрманҫӑ пулса та ӗҫленӗ, анчах кайран ҫавах Пичет ҫуртне таврӑннӑ.
  • Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗн тӗп фотопанорамине 2003 ҫулта В. Шемаров пичетленӗ[5].

Хисепӗсем

Вуламалли

  • Автор и руководитель проекта В. П. Комиссаров. Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Региональная общественная организация «Союз журналистов Чувашской Республики», 2014. — Т. 1. — С. 519. — 559 с. — ISBN 978-5-7670-2156-7.
  • Автор и руководитель проекта С. В. Журавлёв. Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии - Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ. — Чувашское книжное издательство, 2021. — Т. 1. — С. 245—256, 262. — 264 с. — ISBN 978-5-7670-3058-3.