Шкаплеров Антон Николаевич
Шка́плеров Анто́н Никола́евич (ҫур. 1972 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Севастополь) — «Ю. А. Гагарин ячӗллӗ НИИ ЦПК» ушкӑнра тӑнӑ Раҫҫей испытатель-космонавчӗ, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, РФ ВВС полковникӗ (30.12.2009), РФ Паттăрĕ.
2023 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа — Ю. А. Гагарин ячӗллӗ Космонавтсене хатӗрлекен центрӑн космонавтсене суйласа илесси тата вӗсене вӗҫевпе ҫӗр ҫинчи тӗрӗслевсене, ҫавӑн пекех ҫын илсе ҫӳрекен космос аппарачӗсене эксплуатацилеме хатӗрлесси енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗ[2].
Тӗнчери космос станцине (МКС) тӑватӑ хут вӗҫсе кайнӑ, вӗҫев вӑхӑтӗнче уҫӑ космоса виҫӗ хут тухнӑ — пӗтӗмпе 21 сехет те 39 минут.
2024 ҫулхи суйлавра Раҫҫей Федерацийӗн Президентне кандидатура тӑратнӑ Владимир Путинӑн шанчӑклӑ ҫынни пулнӑ[3].
Биографи
Антон Шкаплеров 1972 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Севастополь хулинче ҫуралнӑ.
Пӗлӳ илни
- 1989—1992 ҫулсенче Черниговри лётчиксен аслӑ ҫар авиаци училищинчи (ЧВВАУЛ) вӗреннӗ.
- 1994 ҫулта Качӑри ВВАУЛтан хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ.
- 1997 ҫулта Шкаплеров Н. Е. Жуковский ячӗллӗ Ҫар-сывлӑш инженер академинчен «лётчик-инженер-тӗпчевҫӗ» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ.
- 2010 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей патшалӑх служби академине «Юриспруденци» специальноҫпе вӗренсе пӗтернӗ.
Ӗҫ опытӗ
1997—1998 ҫулсенче Калуга облаҫӗнчи ВВС строевой пайӗнче службӑра тӑнӑ.
1998 ҫултанпа — ВВС авиаци техникине кӑтартакан центрӑн «Небесные Гусары» пилотаж группин аслӑ лётчик-инструкторӗ, каярахпа — Мускав облаҫӗнчи Кубинка хулинчи ВВС авиаполкӗн эскадрилья командирӗ. Л-39 тата МиГ-29 самолётсемпе вӗҫнӗ. 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Космонавтсене суйласа илекен ведомствӑсем хушшинчи комисси йышӑннипе ӑна пӗтӗм космос хатӗрленӗвне иртмешкӗн космонавтсен отрядне кӗртнӗ. Вӑл тӗнчери 521-мӗш космонавт тата Раҫҫейри 111-мӗш космонавт шутланать.
2003 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 2005 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗччен Шкаплеров пӗтӗм космос хатӗрленӗвӗн курсне (ОКП) иртнӗ, 2005 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ведомствӑсем хушшинчи квалификаци комиссийӗн йышӑнӑвӗпе ӑна «космонавт-тӗпчевҫӗ» квалификацине панӑ.
2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна МКС ҫине вӗҫекен 22-мӗш экспедицин дубляж экипажне кӗртни пирки пӗлтернӗ. 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫак ӗҫ вырӑнне лартнине Роскосмос пресс-служби пичетленӗ МКС вӗҫевӗсен планӗнче ҫирӗплетнӗ.
2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна 27-мӗш экспедицин дубляж экипажне лартни ҫинчен тата МКС ҫине вӗҫекен 29-мӗш экспедицин тӗп экипажне лартма май пурри ҫинчен информаци тухнӑ. 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ку назначения НАСА (пресс-релиз № 09-233) ҫирӗплетнӗ.
2009 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче клиникӑпа физиологи тӗрӗслевӗ урлӑ тухнӑ, 2009 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Тӗп медицина комиссийӗн (ГМК) ларӑвӗнче ӑна космоса вӗҫме юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. 2009 ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ведомствӑсем хушшинчи комисси ӑна «Союз ТМА-17» карапӑн дубляж экипажӗн командирӗ тата ТКС 22/23-мӗш тӗп экипажӗсен пайташӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
«Союз ТМА-17» ТК 2009 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче старт панӑ чухне карап командирӗн дублёрӗ пулнӑ. 2010 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Космонавтсене суйласа илесси тата вӗсене ҫын илсе ҫӳрекен карапсемпе станцисен йышне лартасси енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комисси ларӑвӗнче ӑна «Ю. А. Гагарин ячӗллӗ НИИ ЦПК» ФГБУ отрядӗнчи космонавт пек аттестациленӗ.
МКС-29 тата МКС-30 вӑрах вӑхӑтлӑ экипажсен йышне кӗртнӗ.
2021 ҫулта Шкаплерова МКС-66/МКС-67 экипажсен йышне кӗртнӗ. «Союз МС-19» ТПК стартне МКС-66 йышӗнчи «Вызов» кинопроекта хутшӑнакансемпе пӗрле 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑнӑҫлӑн ирттернӗ.
2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче космонавтсен отрядӗнчен тухнӑ[4]. Ю. А. Гагарин ячӗллӗ Космонавтсене хатӗрлекен центрта космонавтсене суйласа илесси тата вӗсене вӗҫевпе ҫӗр ҫинчи тӗрӗслевсене, ҫавӑн пекех ҫын илсе ҫӳрекен космос аппарачӗсене эксплуатацилеме хатӗрлесси енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫлет[5].
Вĕçевсем
Пĕрремĕш хут 2011 çулхи чӳкĕн 14-мĕшĕнче «Союз ТМА-22» космос карапĕн командирĕ, космослăхри тĕп экспедицин 29-мĕш тата 30-мĕш программипе ĕçлекен МКС экипажĕнче бортинженер пулнă. Вĕçеве 2012 çулхи акан 28-мĕшĕнче вĕçленĕ — «Союз-ТМА» ТПК аннă[6] [7].
Иккĕмĕш хут космослăха 2014 çулхи чӳкĕн 24-мĕшĕнче «Союз ТМА-15М» космос карапĕн командирĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 2015 çулхи çĕртмен 11-мĕшĕнче ТПК «Союз-ТМА» çинче аннă[8]
Виççĕмĕш хут 2017 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче «Союз МС-07» космос карапĕн командирĕ пулса тӗнче уҫлӑхне хăпарнă. 2018 çулхи çĕртмен 3-мĕшĕнче «Союз МС-07» КК çинче Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине таврăннă[9]
Тăваттăмĕш вĕçеве 2021 çулхи юпан 5-мĕшĕнче «Союз МС-19» космос карапĕн командирĕ вырăнĕнче тухнă.
- Статистика[10]
| # | Вӗҫекен карап |
Хăпарни, UTC | Экспедици | Анакан карап |
Анни, UTC | Космосра пулнă вăхăт |
Уçă космоса тухнисем |
Уçă космосри вăхăт |
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| 1 | Союз ТМА-22 | 14.11.2011, 04:14 | Союз ТМА-22, МКС-29/30 | Союз ТМА-22 | 27.04.2012, 11:45 | 165 талăк та 7 сехет те 31 минут | 1 | 06 сехет те 15 минут |
| 2 | Союз ТМА-15М | 23.11.2014, 21:01 | Союз ТМА-15М, МКС-42/43 | Союз ТМА-15М | 11.06.2015, 13:44 | 199 талăк та 16 сехет те 43 минут | 0 | 0 |
| 3 | Союз МС-07 | 17.12.2017, 07:21 | Союз МС-07, МКС-54/55 | Союз МС-07 | 03.06.2018, 12:39 | 168 талăк та 5 сехет те 18 минут | 1 | 08 сехет те 13 минут |
| 4 | Союз МС-19 | 05.10.2021, 11:55 | Союз МС-19, МКС-65/66 | |||||
| 533 талӑк та 05 сехет те 31 минут | 2 | 14 сехет те 28 минут | ||||||
Килйыш
Авланнă, 2 хĕрача: Кира тата Кристина.
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (Раҫҫей Президенчӗн 2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе[11]);
- III степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2019 ҫулхи ҫу, 29) — Тӗнчери космос станцине вӑрах вӑхӑтлӑ вӗҫеве пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа ҫӳллӗ профессионализмшӑн[12];
- IV степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2017 ҫулхи кӑрлач, 26) — Тӗнчери космос станцине вӑрах вӑхӑтлӑ вӗҫеве пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа ҫӳллӗ профессионализмшӑн[13];
- Гагарин орденӗ (2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗ)[14];
- Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин медалӗсем: II степеньлӗ «Ҫарти хастарлӑхшӑн»; «Ҫар туслӑхне ҫирӗплетнӗшӗн»; I, II, III степеньлӗ «Ҫар службинче палӑрнӑшӑн»; «Ҫар-сывлӑш вӑйӗсенчи службӑшӑн»; «Ҫар-сывлӑш вӑйӗсем 100 ҫул тултарни»;
- Алексей Леонов медалӗ (Кемӗр облаҫӗ, 2015) — 2011 ҫулта уҫӑ космоса тухнӑшӑн[15];
- Преподобнӑй Сергий Радонежский палли (Мускав облаҫӗ, 2021 ҫулхи кӑрлач, 15) — Мускав облаҫӗн ырлӑхӗшӗн патшалӑх, ыр кӑмӑллӑх тата общество ӗҫӗнче уйрӑмах тухӑҫлӑ тӑрӑшнӑшӑн;
- Раҫҫей Федерацийӗн лётчик-космонавчӗ[11];
- 1-мӗш класри космонавт (14.08.2018, «МКС программипе ҫын илсе ҫӳрекен космос вӗҫевӗсене тӗслӗхлӗн пурнӑҫланӑшӑн, ҫавӑн пекех РФ космонавчӗсем ҫинчен калакан Положенипе килӗшӳллӗн»);
- «Обществӑшӑн тунӑ чаплӑ ӗҫшӗн» медаль (НАСА);
- «Космос вӗҫевӗшӗн» медаль (НАСА);
- «Севастополь хула-геройӑн хисеплӗ гражданинӗ» (11.09.2012);
- 2013 ҫулхи пуш, 9 пуҫласа Гагарин хулин хисеплӗ гражданинӗ — космос уҫлӑхне тӗпчес, алла илес тата унпа усӑ курас ӗҫри пысӑк тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, пӗрлӗх ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн, Юрий Алексеевич Гагаринӑн ҫӑлтӑрлӑ паттӑрлӑхне малалла тӑснӑшӑн[16].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 http://www.jsc.nasa.gov/Bios/htmlbios/shkaplerov.html
- ^ ТАСС, 12 апреля 2023. Космонавт Антон Шкаплеров: себя играть легко
- ^ Доверенные лица. Putin2024.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Космонавт Шкаплеров покинул отряд
- ^ Антон Шкаплеров покинул отряд космонавтов
- ^ Состоялся запуск транспортного пилотируемого корабля «Союз ТМА-22», Роскосмос (14.11.2011).
- ^ Видео запуска транспортного пилотируемого корабля «Союз ТМА-22»
- ^ Station crew safely lands in Kazakhstan (11 ҫӗртмен 2015).
- ^ РИА «Новости»: В ЦУП рассказали о самочувствии вернувшихся с МКС космонавтов
- ^ Statistics - Shkaplerov Anton Nikolayevich (англ.). spacefacts.de. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Награждённые государственными наградами Российской Федерации. Администрация Президента России (25 раштавӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
- ^ ;Указ Президента Российской Федерации от 29 мая 2019 года № 240 «О награждении государственными наградами Российской Федерации»
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 26 января 2017 года № 30 «О награждении государственными наградами Российской Федерации»
- ^ Награждённые государственными наградами Российской Федерации. Официальный сайт Президента РФ (2 ҫурлан 2023).
- ^ Первые космонавты получили медали имени Алексея Леонова в Звездном городке
- ^ Два космонавта стали почётными гражданами Гагарина, Новости Космонавтики (16.03.2013).
Каçăсем
Шкаплеров Антон Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Биография // на Spacefacts
- Примерка корабля. Сюжет телестудии Роскосмоса
- Обращение Антона Шкаплерова к абитуриентам Института математики и информатики
- Космонавт Антон Шкаплеров. Видеоэнциклопедия «Космонавты». Телестудия Роскосмоса.