Штурмин Геннадий Владимирович

Штурмин Геннадий Владимирович (1950 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ, Çăрттанлă, Çăрттанлă районĕ, Пенза облаçĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2023 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ, Кузнецк[d], Пенза облаçĕ, Раҫҫей Федерацийӗ)) — чăвашран тухнă вырăс çыравçи (прозаик тата поэт), журналист.

СССР Çыравçăсен пĕрлĕхен пайташĕ (1988 çултанпа). СССР Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1975 çултанпа).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1950 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Ҫӑрттанлӑ районӗнчи Ҫӑрттанлӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш.

М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ (1979). Ҫамрӑк чухне шкулта тӗрлӗ ӗҫ тӑвакан, машиноведени лаборанчӗ, юрлама-ӳкерме вӗрентекен, баянист тата художник-оформитель пулнӑ. 1973—1976- ҫулсенче — Кузнецкри атӑ-пушмак фабрикин нумай тиражлӑ хаҫачӗн корреспонденчӗ, 1976—1984 ҫулсенче — КПСС Кузнецк хула комитечӗн инструкторӗ, 1984—1999-мӗш ҫулта Кузнецкри «Роспечать» уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ. 1999 ҫултан пуҫласа 2010 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухиччен — «Кузнецкий рабочий» хула хаҫачӗн тишкерӳҫи пулнӑ[1].

Пултарулӑхӗ

СССР Писательсен союзне кӗме Атӑл тӑрӑхӗнчи икӗ кӗнеке издательствинче икӗ проза кӗнеки – «Каждый день – понедельник» повесть (1984) тата повеҫсемпе калавсен пуххи «На деревне к дедушке» (1987) кӑларнӑ. 1991 ҫулта ҫӗнӗ кӗнеки «Високосный час» тухнӑ, унта пӗр ятлӑ роман тата «Пороша» фантастика повеҫӗ кӗнӗ. Кузнецкӑн малтанхи историйӗ ҫинчен ҫырнӑ «Дикое поле» роман-эпопейӑпа чылай ӗҫленӗ. Вӑл пилӗк кӗнекерен тӑнӑ. Вӑл ку романшӑн 1997 ҫулта Пенза облаҫӗн Администрацийӗн премине, 2001 ҫулта – М. Ю. Лермонтов ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри литература премине тивӗҫнӗ. Роман темиҫе ҫул хушши «Сура» литература журналӗнче пичетленсе пынӑ. 1999 ҫулта романӑн пӗрремӗш томӗ Кузнецк хулинче уйрӑм кӗнекен кун ҫути курнӑ; 2010 ҫулта пысӑках мар тиражпа уйрӑм кӗнекен пӗтӗм роман пичетленсе тухнӑ.

2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен Г. Штурмин поэзи пуххисене пичетлеме тытӑннӑ – «Моя до смерти Русь», «В коловратных омутах», «Вот такой мой «РОМАН», «Черемуховые покрова», «Соло от Пегаса» и др. 1970-мӗш ҫулсенчи ял ҫамрӑкӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен калакан «Соль-диез минор» повеҫ 2016-мӗш ҫулта тухни пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑнӑ. Унпа автор аллӑ ҫула яхӑн ӗҫленӗ. «Соль-диез минор» повеҫшӗн, юлашки ҫулсенчи поэзи пуххисемшӗн Штурмин 2017 ҫулта Лермонтов премине тепӗр хут тивӗҫнӗ.

2023 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Пенза хулинче йывӑр чире пула вилсе кайнӑ[1].

Хисепӗсем

  • М. Ю. Лермонтов ячӗллӗ Пӗтӗм Раҫҫейри литература премийӗн икӗ хут лауреачӗ (2001, 2017);
  • литература аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн Пенза облаҫӗн Администрацийӗн премийӗн лауреачӗ;
  • «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медаль (1970);
  • «Кузнецк хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллӑ (2007)[2];
  • Раҫҫей Писательсен союзӗн Правленийӗн Хисеп хучӗ.

Кӗнекисем

  • Каждый день — понедельник. Повесть. Саратов, 1984;
  • На деревню к дедушке. Повести и рассказы. Саратов, Приволжское изд-во, 1987;
  • Високосный час. Романы, повесть. Саратов, Приволжское изд-во, 1991;
  • Дикое поле. Роман. Кн. 1. Кузнецк, 1999.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Светлана Зубкова. Ушел из жизни Геннадий Штурмин (выр.). Министерство культуры и туризма Пензенской области (3 нарӑсӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
  2. ^ Кузнечане, награжденные Знаком отличия «За заслуги перед городом Кузнецком»

Вуламалли