Электричествӑллӑ гирлянда
Электричествӑллӑ (ҫутӑ) гирлянда — электричество пралукӗсемпе ҫыхӑнтарнӑ лампӑсен е ҫутӑ диочӗсен вӑчӑринчен тӑракан декоративлӑ эреш. Ячӗ ӳсентӑран тӗрринчен пулса кайнӑ.
Электрогирляндӑсемпе ытларах енӗпе раштав уявӗ тата Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен вӑхӑтӗнче уяв ёлкисене, интерьер япалисене, тӗрлӗ архитектура элеменчӗсемпе ҫуртсене пӗтӗмӗшле илемлетме усӑ кураҫҫӗ.
Историйӗ
Пӗр версипе, раштав чӑрӑшӗ валли пӗрремӗш электричество гирляндине АПШ-ра 1882 ҫулта ӑсталанӑ. Томас Эдисон пулӑшуҫи Эдвард Джонсон унпа хӑйӗн килӗнчи раштав чӑрӑшне илемлетнӗ. Унӑн гирлянди сакӑрвунӑ хулӑм кӗленчерен тунӑ ҫаврака кӗлентерен тӑнӑ, вӗсен ӑшӗнче хӗрекен ҫип пулнӑ, ыттисемпе пӗрле пӑхӑр пралукпа ҫыхӑнтарнӑ. Гирляндӑпа усӑ курма тытӑниччен малтан пралуксене хӑй сыпӑнтарса тухмалла пулнӑ, кайран вилнӑпа ҫыхӑнтарнӑ пралука розетка чикмелле пулнӑ.
Тепӗр версипе килӗшӳллӗн, пӗрремӗш электричество гирляндине Ральф Моррис телефонист 1895 ҫулта шутласа кӑларнӑ. Телефон ҫыхӑнӑвӗнчи валеҫӳ щичӗсенчи лампочкӑсен вӑчӑрисене тӑтӑшах сӑнаса тӑнӑ май Моррис чӑрӑша йӑлана кӗнӗ май ҫуртасемпе илемлетессин вырӑнне ҫакнашкал лампочкӑсен вӑчӑрипе улӑштарма шут тытнӑ[1].
1895 ҫулта президентра Гровер Гливленд ларнӑ чухне, Шурӑ Ҫуртри раштав ёлкине те электричество гирляндипе илемлетнӗ. Ҫак самантран пуҫласа электричество ҫутисем чӑрӑш ҫинчен пушар кӑларма пултаракан йӑлана кӗнӗ ҫуртасенчен хӑтарма пуҫланӑ[2][3].
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче электричество гирляндисем АПШра хаклӑ пулнӑ, ҫавна май ҫемьесем ытларах енӗпе вӗсене проката илнӗ, туянман[1].
Электричество гирляндисем иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн кӑна анлӑ сарӑлнӑ.
СССРта пӗрремӗш гирляндӑсене 1938 ҫулта ҫеҫ тума тытӑннӑ, совет саманин пӗрремӗш чӑрӑш электричествӑллӑ гирляндин ячӗ вӑхӑта кура хӑйне евӗр пулнӑ — вӑл ЁГ-1 ятлӑ пулнӑ. Вӑл икӗ параллеллӗ пралукпа ҫыхӑнтарса тухнӑ 13 вольтлӑ вунӑ лампочкӑран тӑнӑ (кун пек схемотехникӑпа вӑл вӑхӑтра электричество ҫыхӑнӑвӗнчи напряжени 127 вольтпа танлашнӑран усӑ курнӑ), колбисем конус евӗрлӗ пулнӑ, вӗсене цапонлакпа усӑ курса хӗрлӗ, сарӑ, симӗс тата кӑвак-фиолетлӑ тӗсӗсемпе сӑрланӑ пулнӑ. Патронӗсене карболитран ӑсталанӑ пулнӑ, вӗсем ахаль ҫуртасене аса илтернӗ, туратсем ҫумне ҫирӗплетме ятарлӑ хӗскӗчсем пулнӑ. ЁГ-1 гирлянда комплектӗнче виҫӗ саппас лампа тата ҫунса кайнӑ лампочкӑна шыраса тупма, ӑна улӑштарма пулӑшакан инструкци пулнӑ.
Совет саманинче кӑларнӑ гирляндӑсен лампочкисене улӑштарма май пулнӑ, вӗсене пурне те пӗрлдехи пралукпа ҫыхӑнтарса тухнӑ пулнӑ. Мускаври электролампа савутӗнче туса кӑларакан гирляндӑсен пӗчӗк лапмӑсем пулнӑ, вӗсене хунар, космос ракети тата ытти япаласем евӗр хатӗрленӗ пулнӑ. Ытти савутсем кӑларакан гирляндӑсенче ахаль лампӑсемпе усӑ курнӑ, вӗсен плафонӗсене пластмасран «Пушкин хунарӗ» евӗр е тӗрлӗ кӳлепесем пек тунӑ пулнӑ[4].
Хальхи технологисем
Хальхи электрогирляндӑсене, тӗпрен илсен, кабельпе ҫыхӑнтарса пӗчӗк калӑпӑшлӑ лампӑсене пресласа вырнаҫтарса сӳтме май ҫук электротехника изделийӗсем евӗр кӑлараҫҫӗ. Электронлӑ управлени блокӗпе темиҫе провода пӗрлештерни тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑ эффекчӗсене, сӑмахран, «чупакан вут-хӗм» йышшисене, йӗркелеме май парать. Енчен те шалта микросхемӑллӑ музыка синтезаторӗ пур пулсан ун пек гирляндӑсем малтанах программӑласа хунӑ пӗр е темиҫе кӗвве шӑрантарма пултараҫҫӗ. Тӗпрен илсен вӗсемпе суту-илӳ предприятийӗсене капӑрлатма усӑ кураҫҫӗ.
Ҫутӑ диочӗллӗ техника сарӑлма пуҫласан вӗсемпе уса курса хатӗрленӗ гирляндӑсене хатӗрлеме тытӑннӑ, ҫавӑн пекех — ҫутӑ куҫаракан «пысӑк технологиллӗ» чӗлкӗмлӗ оптикӑллисене. Гирлянда аналогӗ пек дюралайт шутланма пултарать.
Ҫутатас ӗҫе смартфонпа усӑ курса улӑштарма май паракан хальхи смарт-гирляндӑсем самаях анлӑ сарӑлнӑ. Телефон ҫине вырнаҫтарнӑ приложенипе усӑ курса режимсене тата мӗлтлетнин тӑтӑшлӑхне улӑштарма, тӗссен улшӑнӑвӗн черетне урӑхлатма, лампочкӑсен мӗлтлетӗвне пӗр-пӗр музыкӑпа синхронизацилеме, таймер урлӑ ӗҫлеттерме пулать[5].
Сӑнсен пуххи
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Ясинская, О. Раз. два, три - ёлочка, гори! // Всегда в движении : журнал. — 2013. — № 12. — .
- ^ Who invented electric Christmas lights?
- ^ A Brief History of Electric Christmas Lighting in America
- ^ Музейная азбука от " А до Я". Цветные гирлянды. | Музей Отрадного. museum-otradny.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ Лучшие умные гирлянды с управлением со смартфона 2024 года: рейтинг топ-11 по версии КП. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
Вуламалли
- Бокова Ольга Романовна, Гизингер Оксана Анатольевна. Стратегии исследований в области безопасности освещения // Вестник Южно-Уральского государственного университета. Серия: Энергетика. — 2012. — № 37 (296).
- Т В. Удилов. Исследование зажигательной способности электрических световых гирлянд // Вестник Восточно-Сибирского института МВД России. — 2011. — № 3.