Гирлянда
Ӳкерчĕк:Новогодние гирлянды в магазине.jpg
Электрические гирлянды используются для украшения загородных домов
Гирлянда (фр. guirlande, итал. ghirlanda, вӑл лат. gerrae «ҫыхӑ» сӑмахран пулнӑ) — кӑшӑлланӑ чечек, турат, ҫулҫӑллӑ туна, ҫимӗҫ евӗр декоративлӑ мотив, хӑш чухне лентӑсемпе усӑ кураҫҫӗ — бандельверкпа, бантпа, маскаронпа, букранипе. Пуҫ кӑшӑлӗпе е мӑй ҫыххипе танлаштарсан гирлянда орнаментсен элеменчӗ пулать, ҫавӑнпа та унпа усӑ курса час-часах хашаксене, бордёрсене, кантсене илемлетеҫҫӗ[1].
Истори
Гирляндӑсене авалтанпах ӑсталанӑ. 2006 ҫулта Египетри Патшасен айлӑмӗнче тупнӑ тупӑк саркофагӗсенче ылтӑн ҫипсемпе ҫыхнӑ чечек гирляндисене асӑрханӑ[2][3][4]. Гирляндӑсемпе усӑ курни антика рельефӗсенче, уйрӑмах эллина тата рим тапхӑрӗсенче, тӗл пулать. Классикӑлла архитектурӑра ҫавнашкал япалана фестон теҫҫӗ.
Италин Чӗрӗлӳ тапхӑрӗнче гирляндӑсемпе гротеск композицийӗсене хатӗрленӗ май усӑ курнӑ. Классицизмпа барокко стилӗсенче архитектура ордерӗнче усӑ курнӑ: гирляндӑсене вертикальлӗ вырнаҫтарнӑ элементсемпе уйӑрнӑ, вӗсем антика факелӗсем евӗр пулнӑ е ҫаврака розетка пек.
Гирляндӑсемпе усӑ курасси уйрӑмах Францири Регентлӑх вӑхӑтӗнче тата рококо стилӗ тапхӑрӗнче сарӑлнӑ. Гирляндӑсене шпалерсенче вырнаҫтарнӑ, вӗсемпе арҫын тата хӗрарӑм тумне илемлетнӗ, ӳкерчӗксемпе гравюрӑсен кӑшӑлӗсенче рокайльпа тата картушсемпе ҫыхӑнтарнӑ.
Раҫҫей архитектуринче гирляндӑсемпе барокко тапхӑрӗнчен пуҫласа усӑ курнӑ. Сӑмахран, гирляндӑсемпе Меньшиков башнин фасадне илемлетнӗ чухне усӑ курнӑ: пӗрремӗш ярусӑн чӳречисем, порталсем ҫийӗнче, волютӑпа капительсене эрешленинче.
Гирлянда мотивӗпе вырӑс классицизмӗн тата ампирӑн архитектуринче анлӑн усӑ курнӑ. Санкт-Петербургри Александрински театрӗн фасадӗнчи анлӑ рельеф фризӗнче гирлянда мотивне театр маскисем анлӑлатаҫҫӗ. Ҫавнашкал мотива, анчах унта маскӑсем вырӑнне пирӗштисен кӗлеткисене вырнаҫтарнӑ, Тройӑпа Измайловск соборӗн фасачӗсем ҫинче курма пулать. Рельефлӑ гирляндӑсем ҫурҫӗр модерн тапхӑрӗнчи неоклассицизм стилӗнче те тӗл пулаҫҫӗ, тӗслӗхрен, Азовпа Дон банкӗн ҫурчӗсен тата Санкт-Петербургри Мертенс ҫурчӗн фасачӗсенче.
Гирлянда мотивне ар нуво стилӗн декораципе прикладной ӳнерӗн тата модерн ӳнерӗнчи неоклассика юхӑмӗн япалисенче ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ.
Электричествӑллӑ гирлянда
Гирлянда тесе ҫавӑн пекех электричество пралукӗсемпе усӑ курса ҫутатакан лампӑсенчен е светодиодсенчен тунӑ эреше калаҫҫӗ. Раштав уявӗпе Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен тапхӑрӗнче гирляндӑпа чӑрӑшсене, интерьер япалисене, пӗтӗмӗшле тӗрлӗ архитектура элеменчӗсемпе ҫуртсене илемлетме усӑ кураҫҫӗ.
1895 ҫулта Ҫӗнӗ ҫул уявӗ валли АПШра пӗрремӗш электричествӑллӑ гирлянда ӑсталанӑ, унпа усӑ курса Шурӑ ҫурт умӗнчи чӑрӑша илемлетнӗ. Ҫак самантран пуҫласа электричество ҫутисем чӑрӑша илемлетме усӑ куракан ҫуртасене (пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк) хӗссе кӑларма пуҫланӑ.
Совет саманин Раҫҫейӗнче пӗрремӗш гирляндӑсене 1938 ҫулта кӑна тума тытӑннӑ, чӑрӑша илемлетмелли пӗрремӗш совет электричествӑллӑ гирлянда хӑй вӑхӑтне кура ят илнӗ — ЁГ-1, вӑл икӗ паралеллӗ пралукпа ҫыхӑнтарнӑ 13 вольтлӑ лампочкӑсенчен тӑнӑ, кашни цепьре 10 штук пулнӑ. Ҫапла тума вӑл вӑхӑтра ҫурт-йӗрте усӑ курнӑ 127 вольт напряжени хистенӗ. Ломпочкӑсен форми конуслӑ пулнӑ, цапонлакпа усӑ курса вӗсене хӗрлӗ, сарӑ, симӗс тата кӑвас-фиолетлӑ тӗспе сӑрланӑ пулнӑ. Патронӗсене карболитран хатӗрленӗ пулнӑ, вӗсем формипе ҫуртана аса илтернӗ, туратсем ҫине тытӑнтарма хӗстермелли пай пулнӑ. ЁГ-1 гирляндӑпа пӗрле комплектра виҫӗ саппас лампочка тата ҫунса кайнӑ лампочкӑна шыраса тупма тата ӑна ылмаштарма пулӑшакан инструкци пулнӑ[5].
XX ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсемчен ӑсталанӑ гирляндӑсен ытларах чухне лампочкисене ылмаштарма пулать, вӗсене умлӑ-хыҫлӑ пӗр проводпа ҫыхӑнтарнӑ. Мускаври электролампа савутӗнче туса кӑларакан гирляндӑсен формисем СССР-та хунар, ракета, тӗрлӗ кӗлетке евӗр хатӗрленӗ пысӑках мар лампӑран тӑракан патронпа пулнӑ[6]. Ахаль лампӑсемпе ӑсталанӑ совет саманинчи ытти гирляндӑсен формисем «Пушкин хунарӗ», космос ракети, ытти тӗрлӗ кӳлепесем евӗрлӗ пластмасс плафон пек пулнӑ. Румынире кӑкшӑм курӑкӗ евӗр плафонлӑ гирляндӑсем туса кӑларнӑ.
Хальхи вӑхӑтра электрогирляндӑсене, тӗпрен илсен, кабель ҫине пресласа лартнӑ пысӑках мар лампӑсемлӗ сӳтме ҫук электротехника япалисем евӗр кӑлараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, темиҫе проводпа электронлӑ управлени блокне пула гирляндӑра тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑ эффекчӗсене йӗркелеме май пур (вӗсенчен чи анлӑ сарӑлни — «чупакан ҫутӑсем»[7]). Тӗпрен илсен суту-илӳ предприятийӗсене капӑрлатмашкӑн кӑларнӑ хӑш-пӗр гирляндӑсенче ҫавӑн пекех маларах программӑласа хунӑ пӗр е темиҫе кӗвӗллӗ синтезаторсем пур. Ҫакӑн евӗр япаласене хальхи вӑхӑтра ытларах енӗпе Китайри предприятисенче туса кӑлараҫҫӗ.
Паянхи куна илес пулсан, ҫутӑ диодлӑ техника анлӑ сарӑлнине пула ҫутӑ диодлӑ гирляндӑсем сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пыраҫҫӗ, ҫавӑн пекех — пысӑк технологиллӗ шутланакан чӗлкӗмлӗ-оптикӑллисем (ҫутӑ куҫаракансем пек).
МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта халӑх смартгирландӑсене кӑмӑллама пуҫланӑ, вӗсен ҫутипе смартфон урлӑ вылятма пулать. Телефон пулӑшнипе мӗлтлетнин режимӗсене улӑштарма, мӗлтлетӗве кӗвӗпе пӗр вӑхӑтра пурнӑҫлама, таймерсем лартма пулать. Смарт-гирляндӑпа усӑ курас тесен ятарлӑ приложени вырнаҫтармалла — вӑл стандартлӑ е фирмӑлли пулать[8].
Сӑнсен пуххи
Ӑнлантарусем
- ^ Власов В. Г. Гирлянда // Власов В. Г. Новый энциклопедический словарь изобразительного искусства. В 10 т. — СПб.: Азбука-Классика. — Т. III, 2005. — С. 174—175
- ^ Lenta.ru: Культура: В древнеегипетском погребении нашли цветочные гирлянды. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Tomb found in Valley of the Kings reveals flowers, but no mummies — The Boston Globe. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
- ^ В египетской гробнице обнаружены цветочные гирлянды. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2006 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ.
- ^ Музейная азбука от " А до Я". Цветные гирлянды. | Музей Отрадного. museum-otradny.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
- ^ Ясинская, О. Раз. два, три - ёлочка, гори! // Всегда в движении : журнал. — 2013. — № 12. — .
- ^ Троичный контроллер с полностью троичными шинами Version 2BT3BTCA02( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Лучшие умные гирлянды с управлением со смартфона 2024 года: рейтинг топ-11 по версии КП. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
Вуламалли
- Голубков Андрей Васильевич. «Гирлянда Юлии» и галантная антропология во французской салонной культуре XVII-XVIII вв // Филологические науки. Вопросы теории и практики. — 2017. — № 6—2 (72).
- Звездина Юлия Николаевна. Образ гирлянды в мозаиках Неаполя и Равенны IV-VI веков // Труды Санкт-Петербургского государственного института культуры. — 2009.
- Звездина, Ю. Н. Гирлянда в порталах соборов Московского Кремля // Московский Кремль в XVI столетии: Сб. статей. — М.: БуксМАрт, 2014. — Кн. 1: Древние святыни и исторические памятники. — С. 237–247.
- Ху Элис Джоан. Происхождение цветочных гирлянд во фламандской живописи XVII в // Манускрипт. — 2020. — № 7.