Эриванов Николай Лазаревич

Эриванов Николай Лазаревич (ҫур. 1938 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ, Вăрманхĕрри Шăхаль, Патăрьел районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш композиторĕ, чăваш мусăк фольклорисчĕ, чăваш халăх мусăк инструменчĕсене тĕпчекенĕ, тăваканĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ[1] [2].

Кун-ҫулӗ

1938 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнчи Патӑрьел районӗн Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çуралнă.

Николай Эриванов Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче пӗлӳ илнĕ. Мускаври Чӑваш халӑх хорӗн концертмейстер-баянисчĕ пулса тăрăшнă. Комсомольскинчи ача-пӑча мусăк шкулӗн директорӗ вырăнĕнче, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче фольклор енӗпе методист пулса ӗҫленӗ.

1970 çултанпа вӑл Çĕнĕ Шупашкарти химиксен Культура керменӗ çумĕнчи «Сăрнай» халăх пултарулăхĕн ансамбльне ертсе пырать.

undefined

Пултарулăх ĕçĕсем

Унăн чунĕнче 110 ытла юрă çуралнă, вĕсене «Юрламасăр чун чăтмасть», «Çĕмĕрт çеçкере», автор пухмачĕсене кĕртнĕ. Композиторăн 40 ытла юррине, хор, инструментсен тата урăх мусăк хайлавĕсене Чăваш радиовĕн фондĕнче упранаççĕ, «Мелодия» фирмăра çырнисем те чылай.

Кĕнекисем

  • Эриванов, Н. Плясовые наигрыши / Н. Эриванов. – Шупашкар, Новое время, 2008. – 68 с.
  • Эриванов, Н. Л. Каҫхи илем [Ноты] : тӗрлӗ вӑхӑтра ҫырнӑ юрӑсен пуххи / Николай Эриванов ; [Ю. П. Григорьев хыҫсӑмахне ҫырнӑ]. — [Клавир]. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2016. — 103 с. : ил.
  • Эриванов, Н. Л. Путене [Ноты] : ача-пӑча юррисем / Николай Эриванов. — [Клавир]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1999. — 47 с.
  • Эриванов, Н. Л. Ҫӗмӗрт ҫеҫкере [Ноты] / Николай Эриванов ; [предисл. А. Васильева ; М. Д. Давлятшин ӳнерҫӗ]. — [Парт. хора]. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 67, [1] с.
  • Эриванов, Н. Л. Ҫимӗк каҫӗ [Ноты] : юрӑсем, такмаксем / Николай Эриванов ; [Р. Сарпи умсӑмахӗ]. — [Клавир]. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2008. — 118 с.
  • Эриванов, Н. Л. Ҫул йыхӑрать [Ноты] : ҫӗнӗ юрӑсен пуххи / Н. Л. Эриванов. — Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2008. — 159 с.
  • Эриванов, Н. Л. Новочебоксарская симфония [Ноты] / Николай Эриванов ; [послесл. М. Н. Яклашкина]. — Клавир. — Чебоксары : Новое Время, 2013. — 74 с.
  • Эриванов, Н. Л. Плясовые наигрыши [Ноты] / Николай Эриванов ; [предисл. Р. Сарби]. — Чебоксары : Новое Время, 2008. — 67 с. : ил., ноты, портр.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ;
  • Чӑваш республикин Хисеп хучӗ (2023);
  • Ҫӗнӗ шупашкар хулин Хисепле гражданинӗ[3].

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Зимин, Н. Тĕрлĕ енлĕ талант / Н. Зимин // Тăван Атăл. – 1996. – № 1. – С. 71–72.
  • Ильин, С. Пăла çинчи çăлтăрсем / С. Ильин // Тăван Атăл. – 2000. – № 10. – С. 55–57.
  • Сарпи, Р. Ҫунатлӑ юрӑсен ӑсти / Р. Сарпи // Авангард (Патӑрьел р-нӗ). – 2008. – 20 ҫурла.
  • Фролова, С. Çынни – пĕрре, ăсталăхĕ – вуннăшăн / С. Фролова // Хыпар. – 2007. – 18 ака.
  • Кудаков, Ю. Чародей музыки / Ю. Кудаков // Чăваш ен. – 1998. – 22–29 авг. (№ 33). – С. 9.
  • Сашина, З. «Сăрнай» плюс Эриванов / З. Сашина // Грани. – 2000. – 25 апр.
  • Снегина, В. «Батыревская земля всегда была богата талантами» / В. Снегина // СЧ – Столица. – 1998. – 26 авг. – 2 сент. (№ 68). – С. 2.
  • Эриванов Николай Лазаревич // Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 274.
  • Эриванов, Н. Николай Эриванов: «Если так дальше пойдет, умрет чувашская музыка» / Н. Эриванов ; записала С. Матвеева // Столица Ч. – 2002. – 15–21 мая (№ 20). – С. 4.