Эшпай Андрей Андреевич

Эшпа́й Андре́й Андре́евич (ҫур. 1956 ҫулхи акан 18-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн кинорежиссёрӗ, сценарисчӗ тата кинопродюсерӗ; Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (2005)[1].

Пурнӑҫӗ

Андрей Эшпай 1956 ҫулхи акан 18-мӗшӗнче Мускавра Андрей Эшпай композитор кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

1975–1976 ҫулсенче Мускаври патшалӑх культурин институчӗн театр режиссури факультетӗнче (Н. Бухман мастерскойӗ) вӗреннӗ.

1980 ҫулта ВГИК-ӑн режиссура факультетӗнчен (мастерскойӗсенче Л. Кулиджановпа тата Т. Лиознова) вӗренсе тухнӑ. Диплом ӗҫӗ — «Звана» (1980) фильм, вӑл студентсен фестивалӗнче ВГИК-ӑн «Чи лайӑх сценаришӗн», «Чи лайӑх режессурӑшӑн» тата «Чи лайӑх арҫын ролӗшӗн» призсене тивӗҫнӗ.

Кинори дебючӗ «Когда играли Баха» (1983) кӗске метражлӑ лентӑран пуҫланнӑ. Тулли метражлӑ кинора «Шут» (1988) кинокартинӑпа дебютланӑ. «Униженные и оскорблённые» (1991) фильмне Настасья Кински тата Никита Михалков хутшӑннӑ, хӑтлавӗ 1996 ҫулта Венеци фестивалӗнчен иртнӗ.

«Цветущий холм среди пустого поля» (2000) фильма Раҫҫейри цифра камерипе ӳкернӗ, унтан киноплёнка ҫине куҫарнӑ пӗрремӗш илемлӗ фильм пулса тӑнӑ. Фильм ҫавӑн пекех Раҫҫей кинематографи ӳнер академийӗн Ника премине илме тӑратнӑ. Анатолий Рыбаковӑн пӗр ятлӑ романӗ тӑрӑх ӳкернӗ телевидени валли ӳкернӗ «Дети Арбата» илемлӗ фильмне (16 сери) 2004 ҫулта хатӗрленӗ[2], Ялтӑра иртнӗ тӗнче шайенчи «Вместе» телекинофорумра Гран-прие тивӗҫнӗ. «Дети Арбата» ҫавӑн пекех «Золотой орёл» тата «ТЭФИ» конкурссенче «чи лайӑх телесериал» номинацире хутшӑннӑ.

«Многоточие» фильм нумай призпа чыслава тивӗҫнӗ — тӗнче шайӗнчи Локарнори фестивалӗ, «НИКА», «Окно в Европу», «Московская премьера», «Золотой орёл», «Белый слон» тата ыттисем те. «Событие» фильм 31-мӗш ММКФ-ра (2009) Киноведсемпе кинокритиксен гильдийӗн дипломне тивӗҫнӗ. 2009 ҫулта Эшпай телекуравра кӑтартма «Иван Грозный» (16 сери) илемлӗ фильмпа ӗҫлеме пӗтернӗ[3], ӑна «Россия» каналпа кӑтартнӑ. «Элизиум» (2010) — тулли метражлӑ кинори ҫӗнӗ ӗҫ пулса тӑнӑ.

Эшпай ҫавӑн пекех «Русское море», «Киностудия им. Горького. 90 лет. Вехи», «Река времён» тата ытти документлӑ фильмсен авторӗ шутланать.

2000 ҫултанпа Андрей Эшпай ВГИК-ра режиссура мастерскойӗсене ертсе пырать. 2010 ҫултанпа Кино шкулӗнче кинорежиссура енӗпе мастер-классем ирттерет.

Раҫҫей кинематографи ӳнерӗн академийӗн академикӗ[4].

2008 ҫулта Андрей Эшпай Светлана Бахминана ирӗке кӑларма чӗнекен уҫӑ ҫыру ҫине алӑ пуснӑ.

2017 ҫулта Андрей Эшпай XXIII «Литература и кино» кинофестивалӗн жюри йышӗнче пулнӑ[5].

Ҫемье

Ашшӗ — Андрей Эшпай (1925–2015), композитор, СССР халӑх артисчӗ (1981). Амӑшӗ — Александра Михайловна Эшпай (1927 ҫ. ҫ.), пианистка. Пиччӗшӗ — Валентин Андреевич Эшпай (1953–2016), киновед.

Пӗрремӗш арӑмӗ — Лариса Удовиченко[6] (1955 ҫ. ҫ.), РФ халӑх артистки (1998).

Иккӗмӗш арӑмӗ — Евгения Симонова (1955 ҫ. ҫ.), РФ халӑх артистки (2010).

Хӗрӗ — Мария Эшпай[7] (1986 ҫ. ҫ.), пианистка.

Усрав хӗрӗ — Зоя Кайдановская (Симонова) (1976 ҫ. ҫ.), актриса.

Уйрӑм ҫемье гербӗ

undefined

Андрей Яковлевич Эшпайӑн гербне хӑйӗн кил-йышӗпе 2005 ҫулта йышӑннӑ. Герб уйрӑм ҫын палли шутланать. Анчах та унӑн прави хуҫин тӑванӗсем ҫине те сарӑлать, ҫакӑ герба ҫавӑн пекех йӑх палли теме май парать.

2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрринче Хула кунне паллӑ тунӑ. Уявӑн хисеплӗ хӑнисем Андрей Яковлевич Эшпайӑн ывӑлӗ, кинорежиссёр тата сценарист Андрей Андреевич Эшпай арӑмӗпе, театрпа кино паллӑ актриси Евгения Симонова пулнӑ. Ӳнер галерейинче, композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ В. Максимовӑн фото куравӗнче Вадим тата Галина Шипуновсем Андрей Андреевича тата Евгения Павловнӑна Андрей Яковлевич Эшпай гербне Общество Гербовникне кӗртни ҫинчен Свидетельство панӑ (2009 ҫулта маларах герба Марий Эл Республикин Геральдика реестрне 4.30 №-пе кӗртнӗ пулнӑ).

Фильмографи

  • 1983 — Когда играли Баха
  • 1988 — Шут
  • 1991 — Униженные и оскорблённые
  • 2001 — Цветущий холм среди пустого поля (режиссёр тата сценарист)
  • 2004 — Дети Арбата (сериал)
  • 2006 — Многоточие
  • 2009 — Событие
  • 2009 — Иван Грозный (сериал)
  • 2010 — Элизиум (мистикӑллӑ драма[8][9]; Киношок (2010) кинофестивалӗн «Чи лайӑх оператор ӗҫӗ» номинаци ҫӗнтерӳҫи, операторӗ — Сергей Юриздицкий)
  • 2014 — «Куприн. Впотьмах» (сериал)
  • 2015 — Взрослые дочери (сериал)[10]
  • 2016 — Перформанс[11]
  • 2019 — Скажи правду (сериал)

Ӑнлантарусем

  1. ^ УКАЗ Президента РФ от 21.12.2005 № 1503 О награждении государственными наградами Российской Федерации. kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
  2. ^ Жанна Васильева. Андрей А. Эшпай: «Сохранить себя сегодня не легче, чем в 30-е». Искусство кино. kinoart.ru (февраль, 2005 г.). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ Сергей Цыркун. Очень приятно, царь… «Иван Грозный», режиссёр Андрей Эшпай. Искусство кино. kinoart.ru (май, 2009 г.). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
  4. ^ Российская академия кинематографических искусств. kino-nika.com. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ.
  5. ^ Андрей Эшпай - биография и личная жизнь режиссера (выр.). Биограф. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
  6. ^ Трое мужей Ларисы Удовиченко. «Домашний очаг». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗ.
  7. ^ Мария Эшпай. meloman.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
  8. ^ Магия кино: тема дискуссии — фильм Андрея Эшпая «Элизиум». РТР (1 юпан 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
  9. ^ «Элизиум» (2010). ruskino.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
  10. ^ Сериал «Взрослые дочери». vokrug.tv. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
  11. ^ Жюри Фестиваля Тарковского возглавит голландский режиссер Йос Стеллинг. Культура (24 ҫӑвӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи акан 19-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем