Юлиус Фучик урамĕ (Шупашкар)
Юлиус Фучик урамĕ (выр. Улица Юлиуса Фучика) — Чăваш Республикин Шупашкарăн кӑнтӑр-анӑҫ енчи урамӗ. Шупашкарти иккӗмӗш транспорт ҫурма унки йышне кӗрет.
Урам ҫинчен
Урам Шупашкарти официаллӑ мар иккӗмӗш транспорт унки йышне кӗрет. Вӑл Гагарин кӗперӗнче пуҫланса (Гагарин урамӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн) Зоя Космодемьянскайӑпа Граждан урамӗ хӗрӗсленнӗ вырӑнччен (Сӑкӑт кӗперӗ урлӑ) тӑсӑлать.
Этимологи
Урама чехсен ҫыравҫи тата общество ӗҫченӗ Юлиус Фучик ятне панӑ. Вӑл фашистсемпе кӗрешнӗ, 1942 ҫулта ӑна арестленӗ, 1943 ҫулта ҫакса вӗлернӗ.
Çуртсем
Юлиус Фучик урамӗнчи нумай хутлӑ ҫуртсене 2014 ҫулта сӳтме пуҫланӑ. Ку ӗҫе 2014–2017 ҫулсенче пурнӑҫлама палӑртнӑ «Шупашкар хула территорийӗнче вырнаҫнӑ авариллӗ ҫурт-йӗр фондӗнчен граждансене куҫарасси» муниципалитет программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ[1].
2025 ҫул тӗлне урамра ҫак ҫуртсем вырнаҫнӑ:
- 2-26 — уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем;
- 30к1 — нумай хутлӑ пурӑнмалли çурт;
- 48а — автосервис;
- 60а, 63а — АЗС.
Транспорт
Юлиус Фучик урамӗпе ҫакӑн пек транспорт ҫӳрет[2]:
- Автобус: 33, 45, 46, 101, 181, 636;
- Троллейбуссем: 10, 11, 14, 15, 20, 62;
- Маршрутлӑ такси: 30, 43, 47, 65, 325, 609-а.
Юнашар урамсем
- Гагарин урамĕ
- Граждан урамĕ
- Богдан Хмельницкий урамĕ
- Геннадий Айхи урамӗ
Ӑнлантарусем
- ^ В Чебоксарах уже снесены 54 из 76 аварийных домов (выр.). Чебоксары.ру (27 кӑрлачӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.
- ^ Основка наземного транспорта «ул. Богдана Хмельницкого» (выр.). 2gis. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ.