Гагарин урамӗ (Шупашкар)

Гагарин урамӗ (выр. Улица Гагарина) — Чăваш Республикин Шупашкар хулин тӗп пайӗнчи урамӗ. Тӳрех икӗ административлӑ виҫере вырнаҫнӑ: Ленин тата Калинин районӗсенче.

Урам пуҫламӑшӗ Гагарин кӗперӗ патӗнче вырнаҫнӑ, кӗпер урлӑ вӑл Юлиус Фучик урамӗпе ҫыхӑнать, ҫапла май хулари иккӗмӗш ҫурмаункӑн пӗр пайӗ шутланать. Урам вӗҫӗ Калинин районӗнче Калинин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнта вырнаҫнӑ.

Ячӗ епле пулса кайни

Урам маларах Будайка ялӗ пулнӑ вырӑнтан иртет[2].

Маларах урам Кӑнтӑрти ҫурмаункӑ ятлӑ пулнӑ. 1961 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче урам ятне тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ пӗрремӗш ҫын ятне панӑ, ҫапла майпа вӑл Юрий Гагарин ячӗллӗ пулса тӑнӑ[3].

undefined

Çуртсем

  • 1 — Тӗп пасар
  • 5А — 25-мӗш ача пахчи.
  • 10А — С.М. Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗ.
  • 14 — «Хисеп палли» орденлӗ Патшалӑхӑн Вырӑс драма театрӗ[4][5].
  • 15А — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗ.
  • 22 — Шупашкар хулин Ленин районӗн администрацийӗ.
  • 34 — «Россия» хӑна ҫурчӗ.
  • 40 — «Спартак» стадион.
  • 53 — Хулан клиника пульници.
  • 55 — «Палладиум» бизнес-центр

Урампа юнашар «Гагарин» пурӑнмалли ҫуртсен комплексӗ вырнаҫнӑ, унӑн ячӗ урамран лекнӗ.

Транспорт

Гагарин урамӗ тӗп урамсенчен пӗри шутланать. Ҫавна пула кунта транспорт йышлӑ ҫӳрет. 2025 ҫул тӗлне ҫакӑн пек маршрутсем ҫӳренӗ:

  • Автобуссем: 13, 45, 46, 101, 153, 204, 262;
  • Троллейбуссем: 5, 8, 9, 10, 11, 14, 15, 20, 62;
  • Маршрутлӑ таксисем: 30, 43, 47, 54, 65, 325.

Культура

Гагарин урамӗнче ҫак палӑксем вырнаҫнӑ:

  • Космос пионерӗ Гагарин Юрий Алексеевич (Гагарин Юрий Алексеевича асӑнса лартнӑ палӑк, Гагарин урамӗпе Ленин проспекчӗ хӗресленнӗ вырӑнта тӑрать; скульпторӗ Г. Н. Постников, архитекторӗ Б. М. Шимарёв; палӑка 1976 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче уҫнӑ, Шупашкар хулине ӑна М.Б. Гректов ячӗллӗ ҫар художникӗсен студийӗ парнеленӗ)[5][6];
undefined
  • Астӑвӑм чулӗ (Будайка ялӗнче В.И. Чапаев пурӑннӑ ҫурт вырӑнӗнче лартнӑ чул евӗр палӑк; палӑк ҫине ҫапла ҫырнӑ: Ҫак вырӑнта ларнӑ ҫуртра 1887 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче В. И. Чапаев ҫуралнӑ; палӑк авторӗсем: А. И. Иванов художник тата В.И. Чапаев музейӗн обществӑлла директорӗ А.А. Рожков; палӑка 1975 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче уҫнӑ)[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 https://www.pochta.ru/indexes/7927b5e0-4a2a-4507-b30f-827698a91477
  2. ^ улица Гагарина (выр.). cheb.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ.
  3. ^ День в истории // Газета «Советская Чувашия». — 2011. — 14 акан. — Дата обращения: 28.10.2025.
  4. ^ Объект культурного наследия №2100400000 : каталог памятников археологии, архитектуры, истории, монументального искусства России. — Дата обращения: 28.10.2025.
  5. ^ 1, 2, 3 Муратов Н. И. Объекты культурного наследия Чувашской Республики : Каталог : в 2 т.. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2011. — Кн. 1. — С. 131. — 262 с. — ISBN 978-5-7670-1866-6.
  6. ^ Перечень объектов культурного наследия // г. Чебоксары Чувашской Республики. — Дата обращения: 28.10.2025.

Категорисем