Калинин урамӗ (Шупашкар)

Калинин урамӗ (выр. Улица Калинина) — Чӑваш Республикин Шупашкар хулинчи тӗп урамӗсенчен пӗри. Хулан тӗп пайӗнчен пуҫланса (Калинин кӗперӗнчен) Ҫӗнӗ Шупашкар енне (Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ таран) тухӑҫалла тӑсӑлать.

Этимологи

Урам ятне М. И. Калинин(выр.)чăв. хисеплесе панӑ. Маларах Т. Николаев урамӗ тата та маларах К. Грасис урамӗ (иккӗмӗш) тата Воскресенски ятсемпе паллӑ пулнӑ.

Район сӑнӗ

Урам пуҫламӑшӗнче, Калинин кӗперӗнячен иртсен, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ҫурчӗ вырнаҫнӑ[2] (1985 ҫулта туса лартнӑ, архитекторӗ — В. Д. Шатилов)[3][4][5]. Ҫурт ҫамки ҫинчи тухса тӑракан сферӑллӑ пайра пӑхӑртан ӑсталанӑ скульптура композицийӗ пур, вӑл сӑнарлӑ ӳнерӗн чечекӗ ӗмӗр-ӗмӗр ешерессине палӑртать (скульпторӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ В. П. Нагорнов).

Хула сӑнне ҫавӑн пекех 1940–1950-мӗш ҫулсенчи промышленность зодчествин тӗслӗхӗсем пулса тӑракан икӗ предприяти ҫурчӗ палӑртаҫҫӗ: конструктивизм стилӗпе шурӑ панельсенчен туса лартнӑ СССР-па Раҫҫейри трикотаж япалисене туса кӑларакан чӑлхапа трикотаж фабрикин ҫурчӗ тата «Лента» АО производство цехӗн ҫурчӗ.

«Лента» АО[6] (маларах — Шупашкарти пир авӑр хапрӑкӗ) 1942 ҫулта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче никӗсленӗ, унта тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ хӑюсем туса кӑлараҫҫӗ, ку тӗлӗшпе вӑл Раҫҫейре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Кунта лентӑсем, шнурсем, туртса лартмалли пиҫиххисем, тиемелли серепесем, стропасем тата буксирламалли троссем туса кӑлараҫҫӗ. Предприятире Раҫҫейре туса кӑларакан текстиль хӑйӑвӗсен 25 % кӑлараҫҫӗ.

Историйӗ

Революциччен урам Воскресенски ятлӑ пулнӑ. 1919—1926 ҫулсенче вӑл Карл Грасис (иккӗмӗш) ятлӑ пулнӑ[7], 1926 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗнче унӑн Т. Николаев урамӗ ҫине улӑштарнӑ. 1935 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи ятпа паллӑ[8].

Александр Терентьев(выр.)чăв. таврапӗлӳҫӗ ҫапла ҫырнӑ:

Кайбулка хыҫӗнчи Калинин урамӗ Вырсарни сӑрчӗпе чӑнкӑ хӑпарать. Авал урам ссыльнӑйсемпе каторжниксен ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ пулнӑ, Хусан ҫулӗ ҫине илсе тухнӑ. Халӑхра ӑна Катӗрне ҫулӗ тенӗ. II Кӗтерне императрица хушнипе Хусана ҫитерекен ҫулӑн икӗ енӗпе хурӑнсем лартса тухнӑ. Юханшывсен хушшинче ҫуран ҫул иртнӗ. Ӗмӗрхи йывӑҫсем XX ӗмӗрӗн вӑтӑрмӗш ҫулӗсен варричченех тавралӑха илем кӳни пулнӑ. Революциччен урам Воскресенски ятлӑ пулнӑ. Совет влаҫӗн малтанхи ҫулӗсенче ӑна Шупашкарти рабочисемпе салтак депутачӗсен Канашӗн пӗрремӗш председателӗн, «Чебкосарская правда» хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗн Карл Грасис ятне панӑ, вӑл Карл Грасис (Иккӗмӗш) ятлӑ пулнӑ.Чебоксары и чебоксарцы: Записки краеведа[9]

2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Калинин урамӗн пӗр пайне Сергий Радонежский ятне (Сергий Радонежский урамӗ) парасси ҫинчен постановлени алӑ пуснӑ. Калинин урамӗн ку пайӗ мӑшӑрлӑ мар енӗнчи 1-мӗшпе 67-мӗш ҫуртсем кӗнӗ пулнӑ, мӑшӑрлӑ енче — 26-мӗшӗнчен 50-мӗшччен[10].

Çуртсем

  • 60 — Ӳнер музейӗ;
  • 62 — Преподобнӑй Сергей Радонежский ячӗпе хисепленекен Пысӑк Собор храмӗ (хӑпартаҫҫӗ)[11];
  • 66 — Союзсен çурчӗ;
  • 68 — «Лента» АО;
  • 80 — Ҫӑкӑр пӗҫерекен савучӗн ҫурчӗсем;
  • 86 — «Видный» пурӑнмалли ҫуртсен комплексӗ;
  • 105А — Мега Молл суту-илӳ комплексӗ;
  • 107 — Шупашкар трикотажӗ;
  • 109 — Шупашкар хулин УВД полицин 2-мӗш уйрӑмӗ;
  • 109/1 — Чӑваш Республикин Шупашкар хулинчи Раҫҫей Пенси фончӗпе социаллӑ страхлав управленийӗн уйрӑмӗн клиентсене йышӑнмалли офисӗ (маларах Пенси фончӗн Шупашкар хулинчи уйрӑмӗ вырнаҫнӑ пулнӑ);
  • 111 — Шупашкарти «Энергозапчасть» опытлӑ экпериментлӑ савут («Энергозапчасть» ЧОЭЗ АО).

Палӑксем

  • М.И. Калинин пӗтӗм союзӑн старостин бюсчӗ[12]. 1981 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче Калинин РОВД патӗнче вырнаҫнӑ скверта уҫнӑ.
  • Николаев космонавт палӑкӗ[13]Николаев урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. 2011 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче уҫнӑ, этем тӗнче уҫлӑхне пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе 50 ҫул ҫитнине уявланӑ май вырнаҫтарнӑ. Палӑка пӑхӑртан ӑсталанӑ. Кӳлепен ҫӳллӗшӗ 4,4 метр, постаменчӗ — 3 метр.

Транспорт

Калин урамӗ тӗп урамсенчен пӗри шутланать, ҫавна май кунта чылай транспорт маршручӗ иртет.

  • Автобуссем: 26, 37, 42, 45, 52, 101с, 204, 331;
  • Троллейбуссем: № 3, 5, 6, 8, 9, 15, 18, 60, 62;
  • Маршрутлӑ таксисем: 7э, 24, 54, 65, 153, 558.

2000-мӗш ҫулсенче Калинин урамӗнче ҫӗр айӑн каҫмалли каҫӑ туса хунӑ[14].

Сӑнсем

Юнашар урамсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 https://www.pochta.ru/indexes/39296a08-0026-422e-b0ec-c44ea4d6fbf7
  2. ^ Чувашский государственный художественный музей // Музеи России, www.museum.ru. — Дата обращения: 01.11.2025.
  3. ^ День в истории // Советская Чувашия : газета. — 2010. — 6 акан. 2021 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Рахимов, Р. К. Здание Чувашского государственного художественного музея // Электронная Чувашская энциклопедия = Чувашская энциклопедия : в 4 т. / Гл. ред. В. С. Григорьев. — Чебоксары : Чувашское книжн. изд-во, 2008. — Т. 2: Ж—Л. — 491 с. — ISBN 978-5-7670-1549-8. // Чувашский государственный институт гуманитарных наук.
  5. ^ Новому зданию 35! // Чувашский государственный художественный музей. — 2020. — 16 ҫӗртмен. — Дата обращения: 01.11.2025.
  6. ^ Открытое акционерное общество «Лента». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  7. ^ Клементьев, В. Н. Грасис Карл Янович // Электронная Чувашская энциклопедия = Чувашская энциклопедия : в 4 т. / Гл. ред. В. С. Григорьев. — Чебоксары : Чувашское книжн. изд-во, 2006. — Т. 1: А—Е. — 587 с. — ISBN 5-7670-1471-X. // Чувашский государственный институт гуманитарных наук.
  8. ^ Улица Калинина // «Колорит городских улиц» : Фотоальбом о г. Чебоксары. — 2009—2015. 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ. // БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии
  9. ^ Терентьев А. И. Чебоксары и чебоксарцы : записки краеведа : к 450-летию вхождения Чувашии в состав Рос. гос-ва / А. И. Терентьев. — Чувашское книжное издательство, 2000. — С. 36. — 362 с. — ISBN 5-7670-1079-X.
  10. ^ В центре Чебоксар появилась улица Сергия Радонежского // Управление архитектуры и градостроительства администрации города Чебоксары. — 2015. — 5 чӳкӗн. — Дата обращения: 01.11.2025.
  11. ^ Святейший Патриарх Кирилл совершил закладку храма прп. Сергия Радонежского в Чебоксарах//Официальный сайт Русской Православной Церкви. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  12. ^ Бюст М. И. Калинина на улице его имени. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  13. ^ Памятник герою космоса (выр.). Советская Чувашия (6 авӑнӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
  14. ^ В Чебоксарах открывают новый подземный переход (выр.). ИА REGNUM. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.