Николаев космонавт урамĕ
Николаев урамӗ (ҫавӑн пекех А. Г. Николаев космонавт урамӗ) (выр. Улица Николаева, улица Космонавта Николаева А. Г.) — Чӑваш Республикинчи Шупашкар хулин тӗп пайӗнчи урам. Харӑсах икӗ административлӑ район — Ленин тата Калинин — территорийӗнче вырнаҫнӑ.
Урам «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа кану тӗп паркӗн хапхи патӗнчен, ҫырма урлӑ ҫуран каҫмалли кӗпертен, пуҫланать те тухӑҫалла ҫичӗ хула магистралӗ — Ленин проспекчӗ, Энгельс, Чапаев, Ҫӗрпӳ, Валькевич, Октябре 50 ҫул тата Лумумба урамӗсем — урлӑ каҫать. Калинин урамӗпе Т-евӗрлӗ ҫул хӗресленӗвӗпе вӗҫленет.
Ятчӗ пулса кайни
1962 ҫулта Энтузиастсен урамне Чӑваш Енри пӗрремӗш космонавт — Андриян Григорьевич Николаев — космоса вӗҫнине халалласа ят панӑ[2]. Шупашкарта пулнӑ чухне А. Г. Николаев ҫак урампа уҫӑлса ҫӳреме юратнӑ текен шухӑш ҫирӗпленнӗ.
Палӑксем
- А. Г. Николаев космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа лартнӑ палӑк[3] — Ленин проспекчӗпе кӗтесре вырнаҫнӑ. 1987 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче уҫнӑ. Регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать[4].
- А. Г. Николаев космонавт палӑкӗ[5] — Калинин урамӗпе кӗтесре вырнаҫнӑ. 2011 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче ҫын космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ тӗле уҫнӑ. Кӳлепе ҫӳллӗшӗ 4,4 м, постаменчӗн — 3 м. Палӑкпа юнашар космонавтика скверне йӗркелеме палӑртнӑ.
- А. Г. Николаева халалласа урам ятне парасси ҫинчен аннотаци хӑмине 48-мӗш ҫурт кӗтессине вырнаҫтарнӑ.
Музейсем тата куравсем
Пушарпа техника куравӗ (20-мӗш ҫурт). 1974 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче уҫнӑ[6]. Экспозицире Чӑваш Енри пушара хирӗҫ ӗҫ аталанӑвӗн историйӗпе паллаштарнӑ[7].
Транспорт
Автобуссем тата маршрутлӑ таксисем: урам тӑрӑх 24-мӗш номерлӗ маршрутӑн маршручӗ иртет. Юсав ӗҫӗсен тапхӑрӗнче транспорта ҫӳретесси чикӗленме пултарать, маршрутсем вара — вӑхӑтлӑха улшӑнма[8].
Троллейбус: Хулан тӗп планӗпе урам тӑрӑх троллейбус линийӗ тума палӑртнӑ, анчах та 2025 ҫул тӗлне вӑл ӗҫлемест.
Ҫурт-йӗр тата сооруженисем
- Мӑшӑрсӑр енпе
- 1-мӗш— А. Г. Николаев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 10-мӗш вӑтам шкул
- 1-мӗш «а» — «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа кану тӗп паркӗ
- 7-мӗш — «Колобок» 35-мӗш ача сачӗ
- 21-мӗш — «Спорт» хӑна ҫурчӗ
- 21/17-мӗш — «Олимпийский» стадион
- 29-мӗш — Универбаза
- 31-мӗш — пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 38-мӗш вӑтам шкул
- 35-мӗш «а» — 73-мӗш ача сачӗ
- 47-мӗш «а» — 89-мӗш ача сачӗ
- 55-мӗш, 57-мӗш, 59-мӗш — Пурӑнмалли ҫуртсем (кил-ҫурт таврашӗнчи территорисене хӑтлӑх кӗртес ыйтусене унта пурӑнакансем пӗрре мар ҫӗкленӗ)[9]
- Мӑшӑрлӑ енпе
- 4-мӗш — Радио ҫурчӗ
- 6-мӗш «а» — А. Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ
- 10-мӗш, 12-мӗш — «Чӑваш Ен» ПТРК
- 10-мӗш «а» — Телевидени башни («РТПЦ Чӑваш Республики» РТРС филиалӗ)
- 20-мӗш — 6-мӗш Пушар чаҫӗ
- 28-мӗш — Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 35-мӗш вӑтам шкул
- 48-мӗш — аннотаци хӑмиллӗ пурӑнмалли ҫурт
- 57-мӗш — Раҫҫей ШӖМӗн Шупашкарти миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управленийӗ (унччен — УФМС уйрӑмӗ)
Юнашар урамсем
- Ленин проспекчӗ
- Энгельс урамӗ
- Чапаев урамӗ
- Ҫӗрпӳ урамӗ
- Валькевич полковник урамӗ
- Октябрь 50 ҫулӗн урамӗ
- Лумумба урамӗ
- Калинин урамӗ
Ӑнлантарусем
- ^ Решение Чебоксарского городского Собрания депутатов Чувашской Республики от 8 декабря 2004 г. N 1456 (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Происхождение названия. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Памятный знак в честь 25-летия первого полёта в космос А. Г. Николаева. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен культура еткерлӗхӗсен объекчӗсен (истори тата культура палӑкӗсен) Пӗрлехи патшалӑх реестрӗнчи даннӑйсем
- ^ В Чебоксарах открыт памятник летчику-космонавту СССР Андрияну Николаеву. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Музею пожарной охраны Чувашии - 36 лет! - Новости. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Пожарная служба. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ В Чебоксарах идет укладка асфальта на участке улицы Николаева — проезда нет, МК в Чебоксарах (2025-11-15). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Депутаты Евгений Кадышев и Максим Ладилов встретились с жителями домов по улице Николаева столицы, Проекты партии «Единая Россия» (2025-08-13). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
Вуламалли
- Трифонова З. А. Города Чувашии. — Чувашское книжное издательство, 2008.
Каҫӑсем
- Панорама улицы Николаева // Сайт воздушных фотографий Чебоксар