А. Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
А. Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ
выр. Чебоксарский городской детский парк имени космонавта А. Г. Николаева
Ворота парка Николаева.jpg
Тӗп информаци
Лаптӑкӗ3,8 га
Никӗсленӗ вӑхӑт1962 
parknikolaeva.ru
Вырнаҫӑвӗ
56°07′08″ с. ш. 47°15′48″ в. д.GЯO
Страна
РФ субъекчӗЧӑваш Республики
ХулаШупашкар 
Хула районӗЛенин районӗ

А. Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ (кӗскен: Николаев паркӗ; выр. Чебоксарский городской детский парк имени космонавта А. Г. Николаева) — Чӑваш Республикин Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ парк.

Парк учредителӗ: Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ[1].

Историйӗ

Ача-пӑча паркне уҫас ыйтӑва 1962 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗнче Шупашкар хулин ӗҫҫыннисен канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Ултӑ кун иртсен ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫав ҫулах, ҫурлан 13-мӗшӗнче, парка Андриан Николаев ятне панӑ. Ку вӑхӑтра Андриан Григорьевич тӗнче уҫлӑхӗнче, «Восток-3» капар ҫинче пулнӑ (унӑн вӗҫевӗ ҫурлан 11-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ)[2].

Сӑнласа пани

Николаев паркӗ пӗтӗмӗшле 3,8 гектар ҫӗр йышӑнать. Вӑл Шупашкар хулин кӑнтӑр-тухӑҫ пайӗнче, Николаев Космонавт урамӗнче вырнаҫнӑ[2].

Паркра тӗрлӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ: хурӑн, ҫӑка, вӗрене. Йывӑҫсем хушшинче чечек йӑранӗсем тата паркри газонсем вырнаҫнӑ[2].

1997 ҫулта парка ҫӗнетме пуҫланӑ: унӑн дизайнне улӑштарнӑ, ача-пӑча лапамне, спорт площадкине ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ йывӑҫ-тӗм лартса тухнӑ, ҫӗнӗ аттракционсем ӗҫлеме пуҫланӑ[2].

Кунта куллен культура мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ: кӑпӑклӑ феерия, пиратсен канӑвӗ, кӑпӑклӑ дискотека, «Папафест» тата ыттисем те[3].

Паркра уйрӑмах сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Паркӑн хӑнисем хушшинче час-часах экологсем, полици тата ГИБДД ӗҫченӗсем пулаҫҫӗ[4].

«Ковчег» зоокӗтес

2010 ҫулта паркра «Ковчег» зоокӗтес ӗҫлеме пуҫланӑ. Чи малтанхи тапхӑрта кунта темиҫе кролик тата тинӗс сысни пурӑнма тытӑннӑ. Вунӑ ҫултан кунта 40 тӗрлӗ чӗрчун хӑйӗн вырӑнне тупнӑ, вӗсен шучӗ 200 патнелле ҫитет[2].

«Ковчегра» тӗрлӗ чӗрчунсемпе паллашма пулать. Вӗсен йышӗнче килти выльӑх-чӗрлӗх те (качака, кролик, хур), тискер ҫутҫанталӑкра тӗл пулаканнисем те (пеликан, енот, павлин, тилӗ) пур. Кашни чӗрчунӑн хӑйӗн карти пур. Чӗрчунсене паркра ӗҫлекенсем пӑхаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗрисене алӑран ҫитерме те юрать — ҫакӑн валли кассӑра ятарлӑ апат сутаҫҫӗ. Пӗрле илсе килнисем йышне касса вакланӑ пахча-ҫимӗҫпе кӑна тӑрантарма ирӗк параҫҫӗ. Уйрӑмах ҫӑкӑрпа, ашпа, пылак ҫимӗҫпе алӑран тӑрантарма чараҫҫӗ[5].

Паркра ачасем пони тата лаша ҫинче ярӑнма пултараҫҫӗ[2].

Аттракционсем

А. Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче пурӗ 18 аттракцион вырнаҫнӑ, вӗсемпе 3 ҫултан аслӑрах, 13 ҫултан кӗҫӗнрех ачасем усӑ курма пултараҫҫӗ[2].

Чи паллӑ аттракционсем: «Жемчужина», «Фантази», «Солнышко», «Юнга», «Пиратсен кимми», «Колокольчик», «Медвежонок» пуйӑс, «Ракушки» мини-вальс, автодром, «Кенгуру» батут[6].

Ҫуллахи вӑхӑтра ҫавӑн пекех планетарий тата «Веревка» парк ӗҫлеҫҫӗ. Хӗлле вара тӑркӑчпа ярӑнмалли каток хатӗрлеҫҫӗ[2].

Ӗҫ вӑхӑчӗ

Паркри аттракционсем 9 сехетрен пуҫласа 19 сехетччен ӗҫлеҫҫӗ, анчах ҫанталӑк мӗнле тӑнине кура кӑна. «Ковчег» зоокӗтес хӑнасене 20:00 вӑхӑтччен йышӑнать. Хӑй паркне хуть те хӑш вӑхӑтра лекме май пур[7].

Мӗнле ҫитмелле

Николаев паркӗн карттӑ-схеми

Ача-пӑча паркӗ ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Николаев урамӗ, 6а ҫурт[7].

Парка икӗ вырӑнтан лекме пулать. Пӗри «Ача-пӑча паркӗ» чарӑнуран (35-мӗш автобус, 24, 30 маршруткӑсем). Тепри — Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ «Николаев космонавт» урамӗ чарӑнуран. Кунта 15, 32, 44, 46, 100, 609, 636 автобуссем, 1, 2, 4, 5, 6, 8, 9, 10, 14, 20 троллейбуссем, 7, 24, 41, 43, 47, 220, 262 маршруткӑсем ҫӳреҫҫӗ[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Официальная информация. parknikolaeva.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 О парке. parknikolaeva.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  3. ^ Новости. parknikolaeva.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  4. ^ А.Г. Николаев ячĕллĕ ача паркĕ. Парки и сады г. Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  5. ^ Зооуголок "Ковчег". parknikolaeva.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  6. ^ Аттракционы. parknikolaeva.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3 Парк Николаева. parknikolaeva.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.

Вуламалли

  • И замирает городская суета // Чебоксарские новости. — 19 февраля 2005. — Вып. № 34.

Каçăсем