Шупашкар чӑлхапа трикотаж фабрики
Шупашкар чӑлхапа трикотаж фабрики (выр. Чебоксарская чулочно-трикотажная фабрика) — Раҫҫейри чӑлха-нуски, трикотаж изделийӗсем кӑларакан ҫӑмӑл промышленноҫ предприятийӗ. Фабрика Чӑваш Республикин Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ; администраци ҫурчӗн адресӗ — Калинин урамӗ, 107-мӗш ҫурт.
Шупашкар чӑлха фабрикине 1941 ҫулта никӗсленӗ. 1962 ҫулта Шупашкар чӑлхапа трикотаж фабрикине туса хунӑ. 1991 ҫултанпа предприяти продукцине «Шупашкар трикотажӗ» брендпа кӑларать, ӑна 2019 ҫултанпа предприятин хальхи хуҫи — «Чӑлхапа трикотаж фабрики» тулли мар яваплӑхлӑ общество усӑ курать[~ 1].
Фабрика продукцийӗ шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: хӗрарӑм колготки, арҫын чӑлхи, ача чӑлхи; мамӑк ҫипрен ҫӗленӗ ача япалисем; спорт трикотажӗ — костюмсем, шӑлавар, шортӑ; джемперсем, халатсем, юбкӑсем, блузкӑсем.
Историйӗ
Шупашкарта, Кайбулкӑпа Шупашкар юханшывӗсем пӗрлешнӗ вырӑн ҫывӑхӗнче 1930 ҫулсен пуҫламӑшӗнче хупнӑ Раштав чиркӗвӗн инвалидсен «Чӑвашкоопинсоюз» кооперативне панӑ ҫурчӗ ларнӑ. Вӑтӑрмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ӗлӗкхи чиркӳ ҫуртӗнче «Хӗрлӗ мӑлатук» металл тирпейлекен мастерской вырнаҫнӑ[~ 2]. Каярах ӗлӗкхи чиркӳ ҫуртне столяр мастерскойӗ валли усӑ курнӑ.
1941 ҫулта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти инвалидсен «Хӗрлӗ мӑлатук» эртелӗн ҫуртӗнче Украина ССРӗнчен эвакуациленӗ Полтавӑри трикотаж фабрикин оборудованине вырнаҫтарнӑ. Ҫулталӑкра 11 млн мӑшӑр чӑлхапа нуски кӑларакан хӑватлӑ 622 автоматлӑ Полтавӑри трикотаж фабрикине 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкара эвакуациленӗ. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Шупашкара 250 автомат ҫитнӗ, ытти 372-шӗ ҫул ҫинче пулнӑ. 1941 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССР СНК килсе ҫитнӗ Полтава фабрикине Шупашкара вырнаҫтарса ӑна чӑваш АССР вырӑнти промышленноҫ наркомачӗн аллине парасси ҫинчен йышӑну кӑларнӑ. Хапрӑка столяр мастерскойӗн лаптӑкӗсенче вырнаҫтарнӑ, унта мамӑк пир-авӑрӗнчен ҫӗленӗ ҫар нуски туса кӑларма 85 автомат кӑна вырнаҫтарма май пулнӑ. Ытти автоматсене вырнаҫтармашкӑн пӳлӗме анлӑлатнӑ, ун валли производство корпусӗн пристройне тунӑ. Полтавӑран 300 профессиллӗ чӑлхаҫӑсем тата кирлӗ мӗнпур оборудовани килнӗ. Эвакуациленӗ оборудованипе пӗрле килнӗ утмӑл ултӑ специалист вырӑнти халӑх пулӑшнипе кӗске вӑхӑтра оборудование вырнаҫтарнӑ, кирлӗ производство никӗсне йӗркеленӗ[1].
1942 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне продукци кӑларма тытӑннӑ — 1942 ҫулта фронт валли фабрикӑра миллион мӑшӑр чӑлха-нуски кӑларнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче фабрика коллективӗ кашни кун 10-12 сехет ӗҫленӗ. 1943 ҫулта фабрикӑн икӗ корпусӗнче планпа ҫирӗплетнӗ 346 единица ҫыхмалли оборудование монтажласа хута ярас ӗҫсене вӗҫленӗ. Шупашкар чӑлха фабрики валли ҫӗнӗ специалистсене 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче йӗркеленнӗ пир-авӑр каҫхи техникумӗн ҫип арлакан тата пир тӗртекен уйрӑмӗсенче хатӗрленӗ[~ 3].
1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче фабрикӑра танк тума укҫа-тенкӗ пухнӑ; фабрика директорӗ Е. Я. Богуславская 3000 тенкӗ хывнӑ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче фабрика коллективӗ Хӳтӗлев патшалӑх комитечӗн председательне И. В. Сталина Совет Союзӗн Паттӑрӗ М. А. Сапожников валли ҫар самолёчӗ туянма укҫа пухни ҫинчен ҫыру янӑ.
1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар хула канашӗн ӗҫтӑвкомӗ фабрикӑн промышленноҫпа ҫурт-йӗрпе йӑла строительстви валли ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрасси пирки йышӑну тунӑ.
Хапрӑкӑн ассортиментӗнче арҫынсемпе хӗрарӑмсен, ача-пӑчапа чӑлхисем пулнӑ. 1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ тӗлне хапрӑкра производство хӑвачӗ пӗчӗккине пула продукци кӑларассине ӳстермелли майсем пӗтнӗ.
Совет тапхӑрӗнчи фабрика
1959 ҫулта 3-мӗш патшалӑх проект институчӗ (Ленинград) проекчӗпе Шупашкарта ҫӗнӗ пысӑк чӑлхапа трикотаж фабрики тума тытӑннӑ; проектпа 25,5 млн мӑшӑр чӑлхапа нуски тата 17 млн кӗпе-йӗм тата ҫиелти тум кӑларма палӑртнӑ. 1959 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тӑвакан фабрикӑн директорне Б.И. Бичуцкие лартнӑ. Ҫӗнӗ фабрика йышне 1941 ҫултанпа ӗҫлекен чӑлха фабрики кӗнӗ, унта ӗҫлекенсем пир-авӑр улӑпӗн ӗҫ коллективӗн никӗсне йӗркеленӗ. Пӗрремӗш продукцие ҫӗнӗ предприяти 1962 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче кӑларнӑ. 1961 ҫулта тӑвакан фабрикӑн директорӗ В. Н. Куренков, ӗҫлекен чӑлха фабрикин директорӗ М. А. Прокофьева пулнӑ.
Калинин урамӗнчи 107-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ административлӑ ҫурта конструктивизм стилӗпе шурӑ панельтен тунӑ, 1961 ҫулта хута янӑ. 1964 ҫулта проектӑн тулли хӑвачӗ ҫине тухнипе фабрика пысӑк пахалӑхлӑ продукци кӑларассине ӳстересси, ассортимента анлӑлатасси тата ҫӗнетесси ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Производство вӗҫленнӗ тулли технологи ҫаврӑмӗллӗ пулнӑ; 3 000 ытла совет тата ют ҫӗршыв оборудованийӗ вырнаҫтарнӑ. 1970-мӗш ҫулсенче предприяти валли Чехословакири Unipлет предприятирен те оборудовани туяннӑ. Фабрика пур ӳсӗмрисем валли те чӑлхапа нуски, кӗпе-йӗм тата ҫиелти трикотаж тум моделӗсене кӑларнӑ.
Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрики юнашар вырнаҫнӑ Шупашкарти пир-авӑр комбиначӗпе пӗрле хула йӗркелекен предприятисен шутне кӗнӗ. Ҫак индустри улӑпӗсем валли Шупашкар хулин магистралӗсене хывнӑ тата общество транспорчӗн маршручӗсене уҫнӑ, ача сачӗсем, больницӑсем тата пурӑнмалли ҫуртсем тунӑ. Совет тапхӑрӗнче предприяти СССРта трикотаж промышленноҫӗн чи пысӑк предприятийӗсенчен пӗри пулнӑ. Фабрика валли специалистсене Шупашкарти пир-авӑр техникумӗ хатӗрлеме пӑрахман, унта 1966 ҫулта трикотажпа ҫӗвӗ уйрӑмӗ уҫӑлнӑ.
1971 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа хапрӑкӑн продукцине «Ч» саспаллие стилизациленӗ шуйӑн графика ӳкерчӗкӗ евӗр тавар паллипе кӑлараҫҫӗ[~ 4][2]. 1988 ҫулта Шупашкар чӑлхапа трикотаж фабрикин «Росинка» кану бази (100 вырӑнлӑ) уҫӑлнӑ. Предприяти Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче призлӑ вырӑнсем йышӑннӑ, куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялавсем ҫӗнсе илнӗ. Фабрика ӗҫне РСФСР пир-авӑр промышленноҫӗн министерствин «Рострикотажпром» Раҫҫей промышленноҫ трикотаж пӗрлешӗвӗ йӗркелесе пынӑ. 1989 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче фабрикӑн трикотажпа ҫыхмалли цехӗнче кӑмӑл туйӑма кантармалли пӳлӗм уҫӑлнӑ, унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ ҫӗр метра яхӑн.
Шупашкар чӑлхапа трикотаж фабрикин директорӗсем З. Д. Дерябина[~ 5], Л. Н. Борисова пулнӑ. 1982 ҫултан пуҫласа 2005 ҫулччен фабрика директорӗ Н. П.Сиверская[~ 6] пулнӑ. «Шупашкар трикотажӗ» фабрикӑн радиохаҫачӗн редакторӗ 1983 ҫултан пуҫласа 1990 ҫулччен Альбина Любимова, Альбина Юрату пултарулӑх псевдонимӗпе паллӑскер, чӑваш сӑвӑҫи пулнӑ. А. В. Куприянов мастер пулӑшаканӗ СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ[3].
1991 ҫул хыҫҫӑн
1992 ҫулта хапрӑка приватизациленӗ те «Шупашкар трикотажӗ» акционерсен хупӑ тӗслӗ обществи (1996 ҫултан — акционерсен хупӑ обществи) туса хунӑ. 2006 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа «Ч» саспалли евӗр стилизациленӗ шуйӑн графика ӳкерчӗкӗ евӗр тавар палли «Савва» компанисен ушкӑнне кӗрекен «Атӑл пир-авӑр компанийӗ» акционерсен уҫӑ обществин харпӑрлӑхӗ пулса тӑнӑ, «Шупашкар трикотажӗ» акционерсен хупӑ обществи унӑн йышне кӗнӗ[~ 7].
2008—2009 ҫулсенче предприятин производство цехӗсенче (трикотаж, сӑрӑ, трикотаж изделийӗсем ҫӗлекен ҫӗвӗ цехӗсенче) ҫӗнӗ оборудовани вырнаҫтарнӑ; производство процесӗн пӗтӗм технологи вӑчӑрине ҫӗнетнӗ. Предприяти производство лаптӑкӗсен арендаторӗн — «Шупашкар трикотажӗ Рус» ТМЯО — ертсе пынипе ӗҫленӗ[~ 8], унта рынокра кирлӗ ҫӗнӗ модельсем шутласа кӑларнӑ; рабочисене вӗрентсе квалификацине ӳстернӗ. 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче «Шупашкар трикотажӗ Рус» ТМЯО Happy Rich (Япони) 6 йӗплӗ хӑвӑрт тӗрӗ машини туянасси ҫинчен килӗшӳ тунӑ, унпа усӑ курса автомат режимӗпе хӗреслетсе тӗрлеме е сӑнӳкерчӗк тӑрӑх тӗрӗ дизайнне тума пулнӑ. Предприятире оборудование монтаж туса хута янӑ, наладчиксене, тӗрӗ ӑстисене тата модельер-дизайнера машинӑпа ӗҫлеме вӗрентнӗ[4].
2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «Атӑл пир-авӑр компанийӗ» акционерсен уҫӑ обществи тӗлӗшпе конкурс производствин процедурине пуҫарнӑ; фабрика ӗҫченӗсене йышлӑн ӗҫрен кӑларма тытӑннӑ. Экспертсен шухӑшӗпе, ӗҫченсене ӗҫрен кӑларни фабрика ӗҫӗ тӑкаклӑ пулнипе ҫыхӑннӑ; 2010 ҫул тӗлне хапрӑкӑн склачӗсем кивелнӗ, кайман таварпа тулса ларнӑ; фабрикӑра ҫӗнӗ модельсем шутласа кӑларасси енӗпе ӗҫлемен.
2010 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче «Атӑл пир-авӑр компанийӗ» акционерсен уҫӑ обществи Чӑваш Республикин Президенчӗ Михаил Игнатьев тӳрремӗнех пулӑшнипе «Чӑлхапа трикотаж фабрики» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑна усӑ курма Шупашкар хулин Калинин урамӗнчи 107-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Тум» дивизионӑн куҫман тата куҫакан пурлӑхне тара панӑ, ҫакӑ чӑлха-нуски тата трикотаж продукцийӗ кӑларма май панӑ. 2010 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Атӑл пир-авӑр компанийӗ» акционерсен уҫӑ обществи панкрута тухнӑ хыҫҫӑн чӑлхапа трикотаж фабрикин лаптӑкӗсем А. А. Леонтьевпа Т. В. Кудряшова усламҫӑсем йӗркеленӗ «Чӑлхапа трикотаж фабрики» ТМЯО аллине куҫнӑ, директор должноҫне Кудряшова йышӑннӑ. «Атӑл пир-авӑр компанийӗ» АУО трикотаж комплексӗн чылай ӗҫченне «Шупашкар трикотаж фабрики» ТМЯО штатне куҫарнӑ[~ 9]. 2011 ҫул пуҫламӑшӗнчен предприяти ӗҫсӗр ларнӑ, кӑларнӑ продукцие сутайман[5].
2011 ҫулта «Чӑлхапа трикотаж фабрики» ТМЯО ыйтӑвӗпе Роспатент «Шупашкар трикотажӗ» тавар паллине регистрациленӗ. «Чӑлхапа трикотаж фабрики» ТМЯО тавар паллипе общество тата унӑн дилерӗсем туса кӑларакан тата ваккӑн суту-илӳ тунӑ чухне усӑ курнӑ. 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче фабрикӑра пин ытла ҫын ӗҫленӗ. 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Чӑлхапа трикотаж фабрики» ТМЯО фирма фабрика ҫурчӗсен комплексне тата «Шупашкар трикотажӗ» бренда В. Ф. Ермолаев усламҫӑ туяннӑ[6]. 2013 ҫул тӗлне «Чӑлхапа трикотаж фабрики» ТМЯО ӗҫченӗсен йышӗ 850 ҫын пулнӑ. 2013 ҫулта предприяти 3 261 800 мӑшӑр чӑлха-нуски, 4 372 274 штук трикотаж кӑларнӑ. Продукцие Раҫҫей Федерацийӗн пур регионне те ҫитереҫҫӗ; «Шупашкар трикотажӗ» ятлӑ суту-илӳ предприятийӗсем Раҫҫейри чылай хулара пулнӑ. 2015 ҫулта предприятире 900 яхӑн ҫын ӗҫленӗ[7]. Тавар паллине тата «Шупашкар трикотажӗ» ята Раҫҫейри хӑш-пӗр суту-илӳпе производство фирмисем тӗрӗс мар усӑ курнӑ тӗслӗхсем пулнӑ[8].
2016 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен предприяти ӗҫсӗр ларнӑ; 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче В. Ф. Ермолаев усламҫӑн «Чӑлхапа трикотаж фабрики» ТМЯО-на банкрот тесе йышӑннӑ тата ӑна хупас процеса (2019) пуҫланӑ[9].
2019 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарта ҫакӑн пек ятпах — «Чӑлхапа трикотаж фабрики» ТМЯО —регистрациленӗ, ҫӗнӗ предприятин юридици адресӗ — Етӗрне ҫулӗнчи 3 а ҫурт[~ 10][~ 11][10]. 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче «Шупашкар трикотажӗ» брендпа тата Калинин урамӗнчи фабрика ҫурчӗпе усӑ куракан ҫӗнӗ ТМЯО фабрикӑна 300 ытла ҫын ӗҫе илессине пӗлтернӗ[11]. 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче фабрикӑна Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан О. А. Николаев килсе кайнӑ. 2020 ҫулта Шупашкарта ҫӗнетнӗ фабрикӑн пӗрремӗш фирма лавккине уҫнӑ.
Паллӑ фактсем
2008 ҫулта фабрика «Атӑл пир-авӑр компанийӗ» АУО йышӗнче чухне «Савва» компанисен ушкӑнӗн тӗп директорӗ Дмитрий Романцов «Шупашкар трикотажӗн» цехӗнче кашни ӗҫлекен тупа тӑвасси ҫинчен каланӑ, ҫӗвӗҫсене Toyota менеджменчӗн 14 принципне алла илме сӗннӗ[12].
2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Интернетри тетелсенче Хусанти рекламщиксем «Шупашкар трикотажӗпе» килӗшсе татӑлмасӑр ӳкернӗ «Громкие рыбы» видеоролик тухнӑ[13][14]. Ролик пирки Раҫҫейри пысӑк массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, ҫав шутра REGNUM, РИА Новости, znak.com тата ыттисем те статьясем вырнаҫтарнӑ[15].
Раҫҫей театр режиссерӗ Евгений Гришковец «Шупашкар трикотажӗ» бренд валли темиҫе слоган хайланӑ, унпа вӑл ирӗк панипе предприяти тӳлевсӗрех усӑ курать[11][16].
Ăнлантарусем
- Ҫӑлкуçсем
- ^ Эвакуированные предприятия в Чувашии//https://www.cpacibodedu.ru.
- ^ Товарный знак ЗАО «Чебоксарский трикотаж» // findtm.ru
- ^ Чебоксары в 1964—1991 год // www.workshome.ru
- ^ Волжская текстильная компания модернизирует трикотажное производство /ИА REGNUM.Ru.
- ^ Юрий Михайлов. Разные мечты о главном // cheb.mk.ru
- ^ Чебоксарский миллионер купил чулочную фабрику // pg21.ru
- ^ На собрании комитета кредиторов ООО «Чулочно-трикотажная фабрика» принято решение обратится в суд с ходатайством признать предприятие банкротом и открыть на нем конкурсное производство. //ch.versia.ru
- ^ Чувашский арбитраж признал правильность штрафа Чувашского УФАС в 100 тысяч рублей на Торговый Дом Традиции Трикотажа // korpunktrf.ru
- ^ Чебоксарскую чулочно-трикотажную фабрику признали банкротом // ch.versia.ru
- ^ О награждении Почетной грамотой // old-kalin.cap.ru
- ^ 1, 2 Андрей Иванов. «Чебоксарский трикотаж» возобновляет производство к радости Гришковца и жителей Чувашии // pravdapfo.ru
- ^ Шито-крыто // www.kommersant.ru
- ^ Тренд 2020: чувашский стиль (несогласованная реклама «Чебоксарского трикотажа») // www.youtube.com
- ^ Зачем блогеры сняли провокационную рекламу для «Чебоксарского трикотажа»? // ИА REGNUM
- ^ Креативщики из Казани сняли рекламу «Чебоксарскому трикотажу», а он — банкрот // cheb.media
- ^ 18 июля. Чебоксарский трикотаж. // odnovremenno.com
- Комментарисем
- ^ Юридици сӑпатне 25 февраля 2019 регистрациленӗ
- ^ Строительство ӗҫӗсене пулас ҫыравҫӑ А. И. Тереньев хутшӑннӑ.
- ^ Техникумра ҫавӑн пекех тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Чӑваш Ене эвакуациленӗ пир-авӑр промышленноҫӗнчи арлакан, пир тӗртекен тата ытти фабрикӑсем валли специалистсем хатӗрленӗ.
- ^ Палла регистрациленӗ кун: 15, ҫу, 1972; регистраци срокӗ тухнӑ кун: 28, ҫӗртме, 2011.
- ^ 1968-1971 ҫулсенче те пулин
- ^ 1995 ҫултанпа — Раҫҫей Федерацийӗн пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫӗн Тава Тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
- ^ Ун йышне Чӑваш Енри чылай отрасль компанийӗ те кӗнӗ, ҫав шутра "Шупашкарти мамӑк комбиначӗ" Корпораци АУО.
- ^ Директор — Евгений Игоревич Осокин
- ^ "Эвкрат"ООО генеральнӑй директорӗ.
- ^ ИНН 2130208853, учредитель — Абрамов Сергей Михайлович, унтан — Ермолаев Сергей Геннадьевич, каярах — Иванов Максим Григорьевич.
- ^ Директор — Пардасова Елена Васильевна, вӑл 2010 ҫулта "ВТК" АУО "Тум" дивизионӗн логистика департаменчӗн аслӑ кладовщикӗнче ӗҫленӗ; малашне директора Федоров Николай Александровича лартнӑ.
Каçăсем
- Чебоксарская чулочно-трикотажная фабрика. Сборник документов. — Чебоксары: Издательство «Чувашия», 1992. — С. 291
- Чулочно-трикотажная фабрика // www.rutube.com
- Тренд 2020: чувашский стиль (несогласованная реклама «Чебоксарского трикотажа») // www.youtube.com
- Харитонова В. Г. Чебоксарский трикотаж // enc.cap.ru
- Алексей Прохоров. Прокуратура сделала чулочный вклад она хочет вернуть работу бывшим сотрудникам ВТК // www.kommersant.ru
- 1976 г. Чебоксарская чулочно-трикотажная фабрика // www.rutube.com
- Андрей Иванов. «Чебоксарский трикотаж» возобновляет производство к радости Гришковца и жителей Чувашии // pravdapfo.ru
- Чебоксарская чулочно-трикотажная фабрика переживает не лучшие времена // www.rutube.com
- Людмила Арзамасова. «Неестественного» банкрота надеются оживить // sovch.chuvashia.com/
- Предприятия лёгкой промышленности отмечают свой профессиональный праздник // www.cap.ru
- Появилась надежда // sovch.chuvashia.com
- Чебоксарскую чулочно-трикотажную фабрику признали банкротом // ch.versia.ru
- Креативщики из Казани сняли рекламу «Чебоксарскому трикотажу», а он — банкрот // cheb.media
- Решение Комиссии Чувашского УФАС России от 26 марта 2012 года по делу № 228-АМЗ-2011 // chuvashia.fas.gov.ru