Юманова Ирина Петровна

Юманова Ирина Петровна (1990 ҫулхи акан 9-мӗшӗ, Треньел, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР) — Раҫҫей ҫӑмӑл атлетки, спорт уттипе, шоссепе чупас енӗпе, марафон чупас енӗпе мастер. 2007–2013 ҫулсенче РФ ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей сборнӑйӗн чысне хӳтӗленӗ, Хусанти Универсиадӑра кӗмӗл медале тивӗҫнӗ, вӑл Европа тата тӗнче кубокӗсен призёрӗ, Ҫӗпӗрти тӗнче марафонӗн ҫӗнтерӳҫи. Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ. Тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ.

Кун-ҫулӗ

Ирина Юманова 1990 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Патӑрьел районӗнчи Треньел ялӗнче ҫуралнӑ.

Ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑсталӑхне Патӑрьелти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче тата республикӑри олимп резервӗн ятарлӑ 8-мӗш номерлӗ спорт шкулӗнче туптанӑ. Тренерӗсем — О. В. Иванова, Г. Н. Юманов. 2012 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетне вӗренсе пӗтернӗ[2].

2006 ҫулхи сезонра Саранскри Раҫҫей чемпионатӗнче 5000 метр утакан ӑмӑртуҫӑсенчен пуринчен те иртсе кайса Раҫҫей шайӗнче хӑйӗн пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӗвне тунӑ.

2007 ҫулта Раҫҫей наци сборнӑйӗ йышӗнче Ройал-Лемингтон-Спа хулинче спорт утти енӗпе иртнӗ Европа Кубокӗнче мала тухнӑ, юниоркӑсен 10 ҫухрӑм парӑнтармалли ӑмӑртура финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ, команда зачётӗнче ҫӗнтернӗ. Каярахпа Остравӑри ҫамрӑксен тӗнче первенствинче 5000 метра утассинче кӗмӗл медаль выляса илнӗ, финишра хӑйӗн ентешне Татьяна Калмыковӑна кӑна ирттерсе янӑ.

2008 ҫулта Шупашкарти Тӗнче кубокӗнче юниоркӑсен 10 ҫухрӑмлӑ ӑмӑртӑвӗнче финиша иккӗмӗш тухнӑ, юниорсен команда зачётӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

2011 ҫулта Сочире спорт уттипе иртнӗ Раҫҫейӗн хӗллехи чемпионатӗнче 20 ҫухрӑмлӑ дисциплинӑра чи малтан пиллӗкмӗш пулнӑ, анчах каярах, икӗ спортсменкӑна допингшӑн дисквалификациленӗ май, пӗтӗмлетӳ протоколӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна хӑпарнӑ.

2012 ҫулта Сочи хулинче иртнӗ Раҫҫейри хӗллехи чемпионатӗнче бронза ҫӗнсе илнӗ. Саранскри Тӗнче кубокӗнче 20 ҫухрӑмри харпӑр зачётра 21-мӗш вырӑн йышӑнса команда зачётне выляса илнӗ (каярахпа командӑри икӗ спортсменкӑн кӑтартӑвӗсене пӑрахӑҫланине пула команда зачетӗнче Раҫҫейрисем малти вырӑнтан тухса ӳкнӗ).

2013 ҫулта Сочире иртнӗ Раҫҫейри хӗллехи чемпионатӗнче финиша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ (каярахпа Анися Кирдяпкинӑн кӑтартӑвӗсене пӑрахӑҫланине пула виҫҫӗмӗш пулса тӑнӑ). Дудинцра иртнӗ Европа Кубокӗнче — 20 ҫухрӑмлӑ ӑмартура харпӑр тата команда шайӗнче виҫҫӗмӗш тата пӗрремӗш пулнӑ. Студентка пулнӑ май ҫӗршыв чысне Хусанти Универсиадӑра хӳтӗленӗ, унта 20 ҫухрӑмлӑ ӑмӑртура харпӑр зачётра кӗмӗл медаль ҫӗнсе илсе команда зачёчӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

2014 ҫулта Сочире иртнӗ Раҫҫейри хӗллехи чемпионатӗнче Юманова 20 ҫухрӑма утассинче бронза медалӗ выляса илнӗ, анчах та кунта тунӑ допинг-тест тӗрӗслевӗ спортсменкӑн андроген рецепторӗсен селективлӑ модуляторӗсем (SARM) пуррине кӑтартнӑ. Ҫакна пула Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ ӑна 2 ҫуллӑха ӑмӑртусене хутшӑнма чарнӑ, Раҫҫей чемпионатӗнче кӑтартнӑ кӑтартусене вара пӑрахӑҫланӑ[3][4].

Дисквалификаци срокӗ вӗҫленсен Юманова спорт карьерине ҫӗнӗрен пуҫланӑ та хӑйне шоссепе чупассинче тӗрӗслесе пӑхма шутланӑ, сӑмахран Ӗпхӳре иртнӗ Раҫҫей Кубокӗн ҫурма марафонӗнче (1:14:34) тата Хусан марафонӗнче (2:36:13) иккӗмӗш вырӑна хӑпарнӑ, Омскра иртнӗ Ҫӗпӗрти пӗтӗм тӗнче марафонӗнче унӑн виҫҫӗмӗш кӑтарту (2:41:05) пулнӑ.

2017 ҫулта Хусанти ҫурма марафонра виҫҫӗмӗш пулнӑ (1:16:27), Ҫӗпӗрти пӗтӗм тӗнчери марафонра вара ҫӗнтерӳҫӗ (2:39:20) пулса тӑнӑ[5].

Хисепӗсем

Спортри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ» (2007) хисеплӗ ятпа чысланӑ[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=5328
  2. ^ Н. Г. Скородумов. Юманова Ирина Петровна. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  3. ^ Дисквалификация, ВФЛА (2014-09-19). 2017 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2014 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ RUSADA: Russian athlete (athletics) recognized ineligible 2014 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче архивланӑ., rusada.ru, 24 September 2014
  5. ^ Ирина Юманова — IAAF сайтри профиль(акăлч.)
  6. ^ Юманова Ирина Петровна. RusAthletics. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем