Юревич Ирина Александровна

Юре́вич Ири́на Алекса́ндровна (ҫур. 1955 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ[1], Ленинград) — совет театрпа кино актриси[2].

Кун-çулĕ

Ирина Юревич 1955 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ.

1976 ҫулта МХАТ шкул-студинчен (П. В. Массальский курсӗ) вӗренсе тухнӑ та Ригӑра ӗҫленӗ.

1978—1987 ҫулсенче МХАТ-ра ӗҫленӗ. Художество театрӗнче драмӑллӑ уйрӑлу пулса иртнӗ хыҫҫӑн 1987 ҫулта Олег Ефремов ертсе пыракан А. П. Чехов ячӗллӗ МХАТ актриси пулса тӑнӑ.

МТЮЗра вылянӑ (1991, Ф. Достоевский романӗ тӑрӑх лартнӑ «Преступленилле» вылятпӑр» Кама Гинкас постановкинче, Соня сӑнарне калӑпланӑ).

1993 ҫулта театртан тата актёр профессине пӑрахса кайнӑ та храма ҫуртасемпе иконсем сутма вырнаҫнӑ. Юлашки вӑхӑтра гувернантка пулса ӗҫленӗ[3].

Ҫемье

Мӑшӑрӗ — театрпа кино артисчӗпе Виктор Кулюхин, ИРина Александровна унпа Мускаври ӳнер театрӗнче вӗреннӗ чухне паллашнӑ. Мӑшӑрӑн хӑйсен ачисем ҫук[3].

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем