Юрист кунӗ
Юрист кунӗ — мӗнпур юристсен, вӗсем хуть те мӗнле сферӑра ӗҫлеҫҫӗ пулин те, професси уявӗ.
Раҫҫей
Раҫҫейре Юрист кунне раштавӑн 3-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уява 2008 ҫулта Раҫҫей Федераци Президенчӗн 2008 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнчи 130 №-лӗ «Юрист кунне йӗркелесси ҫинчен» Хушӑвӗпе йӗркеленӗ[1]. Унччен Раҫҫейре юристсен пӗрлехи уявӗ пулман. Юристсен уйрӑм категорийӗсен уявӗсем кӑна пулнӑ.
Пӗр версипе, раштавӑн 3-мӗшне 1864 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе раштавӑн 3-мӗшӗ) Раҫҫейре темиҫе суд уставне тата суд реформин никӗсӗ пулса тӑнӑ ытти саккун акчӗсене йышӑннӑ пулнӑ, ҫавна май ҫак куна уяв валли суйланӑ та. 1917 ҫулччен шӑпах ҫак куна Раҫҫей юрисчӗсем хӑйсен професси уявӗ тесе шутланӑ. Раҫҫей Федераци Президенчӗн 2008 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнчи 130 №-лӗ «Юрист кунне йӗркелесси ҫинчен» Хушӑвӗнче тата каярах 2005 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче йышӑннӑ 555-78 №-лӗ «Санкт-Петербург уявӗсемпе астӑвӑм кунӗсем ҫинчен» Санкт-Петербург Саккунӗн 2009 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче 427-83 № улӑштарнӑ Санкт-Петербург Саккунӗн редакцийӗнчи Саккунӑн 43.1 Хушӑмӗнче кӑтартнӑ раштавӑн 3-мӗш кунӗ 1864 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе раштавӑн 3-мӗшӗ) II Александр Император Правительство Сенатне кӑларнӑ Хушӑвӑн кунӗпе пӗр килмест.
2009 ҫултанпа юрист кунӗнче Раҫҫейӗн аслӑ юридици премийӗпе, «Ҫулталӑк юрисчӗ» ятлипе, тивӗҫтереҫҫӗ.
Юристсен уйрӑм категорийӗсен уявӗсемпе асӑну кунӗсем
- Кӑрлач, 12 — Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗ.
- Пуш, 29 — Раҫҫей Федерацийӗ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенчи юридици службин специалисчӗн кунӗ.
- Ака, 6 — Раҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен органӗсен следстви органӗсен ӗҫченӗн кунӗ.
- Ака, 26 — Нотариат кунӗ[2].
- Ҫу, 19 — Сӑваплӑ Ива Кермартенскийӗн (Иво Хелори) кунӗ, вӑл юристсен, нотариуссен тата адвокатсен хӳтӗлекенӗ шутланать.
- Ҫу, 31 — Раҫҫей адвокатурин кунӗ.
- Ҫӗртме, 14 — Раҫҫейӗн миграци службин ӗҫченӗсен кунӗ.
- Утӑ, 5 — Раҫҫей Федерацин наци гвардийӗн ҫарӗсен право тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен уйрӑмсен кунӗ.
- Утӑ, 19 — Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен министерствин юридици службин кунӗ.
- Утӑ, 19 — УИС юридици службин кунӗ.
- Утӑ, 25 — Раҫҫейӗн следстви органӗсен ӗҫченӗн кунӗ (Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗ).
- Чӳк, 1 — Суд приставӗн кунӗ.
Беларуҫ Республики
Беларуҫ Республикинче юрист кунне кашни ҫул раштавӑн пӗрремӗш вырсарникунӗнче Беларуҫ Республики Президенчӗ 1998 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнче алӑ пуснӑ «Беларуҫ Республикинчи патшалӑх уявӗсем, уяв кунӗсем тата асӑну кунӗсем ҫинчен» 157 № Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн паллӑ тӑваҫҫӗ[3].
Казахстан
Казахстанра юрист кунне авӑнӑн 30-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Казахстанра ҫак уява Казахстан Республики Президенчӗ 2012 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Указӗпе килӗшӳллӗн официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.
Кӑркӑсстан
Кӑркӑсстанра юрист кунне ҫӗртме уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв кунне 1993 ҫулта йӗркеленӗ[4].
Молдави
Юрист кунне юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.
Украина
Юрист кунне юпан 8-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уява Украина Президенчӗн Хушӑвӗпе 1997 ҫулта йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне Украинӑра адвокатура кунне тата нотариат кунне те паллӑ тӑваҫҫӗ.
Частично признанные государства бывшего СССР
- Чӳкӗн 2-мӗшӗ – Кӑнтӑр Осети-Аланири юрист кунӗ.
- Раштавӑн 3-мӗшӗ – Днестрҫумра палӑртакан юрист кунӗ.
Ҫавнашкал уявсем
Америкӑри Пӗрлешнӗ Штатсем
АПШра юрист кунӗ ҫук. Ун вырӑнне Право кунӗ (акăл. Law Day) ятлӑ уяв пур. Уява АПШ президенчӗ Дуайт Эйзенхауэр 1958 ҫулта йӗркеленӗ. Ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Ҫак кунта чылай ҫӗршывра ҫуркуннепе ӗҫ уявне палӑртаҫҫӗ (АПШра та ҫавӑн пекех Ӗҫлӗх кунӗ ятлӑ уйрӑм уяв пур), анчах та Ӗҫлӗх кунӗнчи савӑнӑҫлӑ мероприятисене коммунизмпа ҫыхӑнтарнӑран ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче АПШра ӗҫлӗх кунӗсӗр пуҫне право кунне тата чунтан парӑннин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ Указ Президента РФ от 4 февраля 2008 года № 130 «Об установлении Дня юриста , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнчи копийӗ» // Российская газета. — № 24. — 6 февраля 2008 года.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 26.04.2016 г. № 195 (выр.), Президент России. 2017 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Республики Беларусь от 4 декабря 1997 года № 623 «Об установлении праздничного дня — Дня юриста , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗнчи копийӗ».
- ^ Кӑркӑс Республикин Правительстви 1993 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен кӑлартнӑ 272 №-лӗ постановлени
- ^ U.S. Code, Title 36, Subtitle I, Part A, Chapter 1, § 113. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.