Следстви органӗсен ӗҫченӗн кунӗ

Раҫҫей ШӖМӗн следстви органӗсен ӗҫченӗн кунӗРаҫҫей Федерацийӗн шалти ӗҫсен органӗсен следстви аппарачӗн сотрудникӗсен професси уявӗ. Уяв официаллӑ мар пулин те Раҫҫей Федерацийӗн ШӖМӗн шалти ӗҫсен органӗсенче ӑна ҫулсерен, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра официаллӑ уяв та пур — Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗсен сотрудникӗн кунӗ, ӑна ҫулсерен утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл — Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн сотрудникӗсемпе ӗҫченӗсен, Шалти ӗҫсен министерствин, Федераллӑ хӑрушсӑрлӑх службин следстви уйрӑмӗсен сотрудникӗсемпе ӗҫченӗсен професси уявӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗсен сотрудникӗн кунне 2014 ҫултан пуҫласа палӑртаҫҫӗ, ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин 2013 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнчи 741 №-лӗ «Раҫҫей Федерацийӗн следстви органӗсен сотрудникӗн кунӗ ҫинчен» Постановленийӗпе килӗшӳллӗн уявлаҫҫӗ.

Историйӗ тата уявлани

1963 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче Социализмлӑ Совет Республикисен Союзӗн Аслӑ Канашӗн Президиумӗ хӑйӗн Хушӑвӗпе умӗнхи следстви йӗркелес правӑна СССР Обществӑлла йӗркен сыхлавӗн министерствине (каярахпа СССР ШӖМӗ[ru]) следстви умӗнхи следстви правине панӑ. Тӗрӗссипе ҫак Хушу тӑрӑх шалти ӗҫсен органӗсен следстви аппарачӗ хӑйӗн официаллӑ ӗҫӗ-хӗлне пуҫланӑ.

СССР аркансан «Следователь кунне» Раҫҫей Федерацийӗнче уявлама пӑрахман.

«Следстви органӗсен ӗҫченӗн кунӗ» официаллӑ уяв мар, вӑл канмалли кун та мар. Апла пулин те тӳре-шара следстви органӗсенче ӗҫлекенсене ҫак тытӑм ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе час-часах саламлаҫҫӗ. Сӑмахран, 2009 ҫулта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ҫыннисем хӑйсен сайтӗнче ҫак куна халалланӑ ҫыру вырнаҫтарнӑ. Унта, сӑмахран, ҫапла каланӑ:

«… Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» следстви органӗсенче ӗҫлекенсене професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлать! Эсир хӑвар ӗҫре хӑрушӑ самантсемпе сахал мар тӗл пултӑр. Следователь пулас тесен ҫирӗп шӑнӑрлӑ пулмалла. Служба тивӗҫӗсене ҫӳллӗ шайра пурнӑҫланӑшӑн, профессионаллӑ ӗҫленӗшӗн Эпир Сире хаклатпӑр. Ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата телей сунатпӑр!

Ҫавӑн пекех ҫак кун ГУВД-ра палӑрнӑ следовательсене чыслас тата преми парас йӑла пур[1].

Ӑнлантарусем