Ятман Уççи
Ятман Уççи (Осип Михайлович Ятманов), (1887 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ, Пухтел, Чӗмпӗр кӗпӗрни — 1951 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ) — вӗрентекен, РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (1949), сӑвӑҫ. Николай Осипович Ятманов архитекторăн ашшӗ[1].
Пурнăçĕ
1887 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Чӗмпӗр уесӗнчи (халӗ Чӗмпӗр облаҫӗн Чӑнлӑ районӗ) Пухтел ялӗнче ҫуралнӑ.
1907 ҫулта Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1907—1949 ҫулсенче Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа шкулӗнче сӑмахлӑх, вырӑс чӗлхи тата истори вӗрентекенӗ, вӗренӳ ӗҫӗпе директор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ[1].
Пултарулăхĕ
- Паянччен сыхланнă сăввисем (Мӗкӗте ҫинчен (1917);
- Халӑхран çырса илнӗ историлле халапсем.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 https://chuvenc.ru/show_Person/5105 (англ.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
Вуламалли
- Лаштай, П. Николай Ятманов — пирӗн пӗрремӗш архитекторсенчен пӗри / П. Лаштай // Хыпар. — 2007. — 17 пуш. — С. 10. — (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ);
- Сидоров, П. Мухтавлӑ ентешсене чыслаҫҫӗ : [Лаш Таяпа ялӗнче пӗрремӗш учитель пулса ӗҫленӗ Осип Михайлович Ятманов ҫинчен ] / П. Сидоров // Елчӗк ен. — 2017. — 8 ака. — С. 3;
- Юмарт, Г. Ятман Уҫҫи / Г. Юмарт // Хыпар. — 1999. — 9 нарӑс;
- Малышкин, Н. Ф. Ятманов Осип Михайлович / Н. Ф. Малышкин // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 450;
- Харитонов, М. Г. Ятманов Осип Михайлович / М. Г. Харитонов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 751.