Яштуга

Яштуга, — Мари Элĕн Туçи Мари районĕнчи ял.

159 çын (2014) пурăнать.

Тавралăхĕ

Яштуга Чикме — Яштуга — Етӗрне çулĕ çинче, район центрĕнчен 45 çухрăмра вырнаçнă, 3 км Засурье чăваш ялĕ пур. Ял çумĕпе, 5,5 км çеç, «Атăл» автотрасса иртет.

Кун-çулĕ

Яла 1918 çулта помещик çĕрĕнче кӳршĕ ялсенчи çармăс çĕр ĕçтешĕсем никĕсленĕ. Ятне пĕрремĕш куçса килекенĕнне («Йаштык») илнĕ, иккĕмĕш варианчĕ 1920 çулта туса хунă коммуна ятĕнчен тухнă.[1]

1920 çулта ялта коммуна йĕркеленĕ, 1920-мĕш çулĕсен вĕçĕнче саланнă. 1930 çулта «У ылымаш» («Çĕнĕ пурнăç») колхоз йĕркеленĕ. 1933 çулта Яштугăра 360 çын пурăннă. 1934 çулта пуçламăш классен шкулне туса лартнă.

Паллă çынсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Деревня Яштуга (выр.). Информационный ресурс Республики Марий Эл «12rus.ru». Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем