Ҫӗпӗр кунӗ
Ҫӗпӗр кунӗ е Ҫӗпӗре тав тумалли кун — ҫулсерен ирттерекен уяв, ӑна чӳкӗн 8-мӗшӗнче Тобольскра, Тӗменре, Томскра, Красноярскра, Енисейскра, Ҫӗнҫӗпӗрте, Иркутскра тата Ҫӗпӗрти ытти хуласенче паллӑ тӑваҫҫӗ[1]. 1919 ҫулччен ӑна официаллӑ майпа уявланӑ. 2011 ҫултанпа уявлассине регион шайӗнче тавӑрнӑ[2].
Историйӗ
1882 ҫулта III Александр император йӗркеленӗ, уява палӑртассине Ҫӗпӗре пӗрлештернӗренпе виҫҫӗр ҫул ҫитнине халалланӑ. Юпан 26-мӗшӗнче (кивӗ стильпе) палӑртнӑ пулнӑ, 1582 ҫулхине ҫак кун Ермак Тимофеевич дружини Кучум хан ҫарне ҫӗнтерсе Ҫӗпӗр ханлӑхӗн тӗп хулине, Кашлыка (Искер), ҫӗнтерсе илнӗ. Ҫак пулӑмсем Ҫӗпӗр Раҫҫей йышне кӗнин пуҫламӑш ӗҫӗсем пулса тӑнӑ, кун пирки Николай Карамзин «Ҫӗпӗре малтанхи хут ҫӗнтерни» сыпӑкра ҫапла ҫырнӑ:
…шӑпах ҫав вӑхӑтра сӗтӗрӗнчӗксен пысӑках мар эшкерӗ, пуянлӑх шыраса ҫӳрекенскерсем, мухтавшӑн пархатарлӑ ӗҫ туса, Раҫҫейшӗн ҫӗнӗ ҫӗрсем туяннӑ…
— Карамзин Н.М. Сочинения Карамзина. Т. 9.
Уявлани
Чӳкӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗпӗр кунне уявлас йӑлана 2011 ҫулта Тӗмен хулинче ҫӗнӗрен пуҫарса янӑ[3]. Каярахпа уяв анлӑшӗ сарӑлнӑ, Красноярск крайӗн, Ҫӗнҫӗпӗр, Иркутск тата Кемӗр облаҫӗн хулисем хутшӑннӑ. Енисейск, Красноярск, Минусинск, Томск тата ытти ял-хуласен тӗп лапамӗсенче ярмӑрккасем ирттереҫҫӗ, артистсем тухса юрлаҫҫӗ. Ҫӗнҫӗпӗр филармонинче ҫак кун композиторсен пӗрлӗхӗпе пӗрле йӗркеленӗ концерт иртет. Тӗменре Ҫӗпӗре халалланӑ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне йӗркелеҫҫӗ[1].
Уява пырса курассине тахҫантанпах экскурси ушкӑнӗсен программисене кӗртнӗ — уявлакан мероприятисенче Ҫӗпӗрӗн историйӗпе, унӑн культурин хӑйнеевӗрлӗхӗпе тӗплӗн паллашма май пур.
Ҫӗпӗр кунӗ Раҫҫейри наци проекчӗсен шайӗнче туризма аталантаракан локомотивӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.
Кӑсӑклӑ фактсем
2021 ҫулта КПРФ депутачӗ Олег Смолин Патшалӑх Думине саккун проектне кӗртсе Ҫӗпӗр кунне Раҫҫейӗн асӑну кунӗсен йышне кӗртме сӗннӗ. Саккунӑн ӑнлантару пайӗнче уява унчченхи пекех Ҫӗпӗрти нумай ҫын палӑртнине кӑтартнӑ[4], уява ирттерессине ҫӗршывӗпех анлӑ сарма сӗннӗ. Пуҫарӑва йышӑнман[5].
2022 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Ҫӗпӗре тата Инҫет Тухӑҫа аталантарнӑшӑн» медаль йӗркелесси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ[6].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 ЕЖЕГОДНЫЙ ПРАЗДНИК «ДЕНЬ СИБИРИ». https://национальныепроекты.рф. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ Ежегодный праздник — День Сибири. https://admtyumen.ru (8 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ ИСТОРИЯ ПРАЗДНИКА. https://деньсибири.рф. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ О внесении изменения в статью 1.1 Федерального закона "О днях воинской славы и памятных датах России" (об установлении Дня Сибири). https://sozd.duma.gov.ru (21 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ В Госдуму внесли законопроект об учреждении Дня Сибири. https://tass.ru (27 ҫурлан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 29.08.2022 г. № 587. http://www.kremlin.ru (29 ҫурлан 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.