Ӗмӗтсен ёлки

«Ӗмӗтсен ёлки» (выр. Ёлка желаний) — сывлӑх енчен хавшак ачасен, ватӑсене тата сахал тупӑшлӑ ҫынсен Ҫӗнӗ ҫулти ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан Раҫҫейри ыр кӑмӑллӑх акцийӗ. Ӑна 2018 ҫултанпа Росмолодёж пулӑшнипе Раҫҫейри «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» общество-патшалӑх юхӑмӗ ирттерет[1].

Проекта кирек мӗнле ҫын та («ӗҫ тӑвакан») хутшӑнса тепӗр ҫыннӑн («ӗмӗтленекен») ӗмӗтне пурнӑҫлама пултарать. Акци пурнӑҫланма тытӑннӑранпа ҫӗршыври темиҫе пин-пин ҫынна тата партнёр организацийӗсене пӗрлештерсе Раҫҫейри чи пысӑк ыркӑмӑллӑх пуҫарӑвӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ[2].

Историйӗ

undefined

«Ӗмӗтсен ёлки» акци 2014 ҫулта Тутарстан Республикинчи волонтёр пуҫарӑвӗ пек старт илнӗ «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» ыр кӑмӑллӑх проекчӗн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ. Чи малтанах проект тӗллевӗ йывӑр чирлӗ ачасемпе ватӑ ҫынсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫласси пулнӑ — ытларах пурлӑх парнисем мар, хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнелесси пулнӑ. Чи пӗрремӗш самолет штурвалӗ умӗнче ларса вӗҫме ӗмӗтленнӗ хӗрачан ӗмӗтне пурнӑҫланӑ[3].

2018 ҫулта проект «Раҫҫей — пултараслӑх ҫӗршывӗ» президент платформи йышне кӗнӗ. Ҫав ҫулах раштав уйӑхӗнче Мускаври Пӗтӗм тӗнчери доброволецсен форумӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин проектпа паллашса унта хутшӑннӑ, пилӗк ачан ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул акцине «Ӗмӗтсен ёлки» ят панӑ[4].

Пӗрремӗш акци 2019 ҫул умӗн иртнӗ. 2018 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Мускав Кремлӗнче, Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче, ачасен ӗмӗчӗсемлӗ отркыткӑсемпе илемлетнӗ Ҫӗнӗ ҫул ёлкисене вырнаҫтарнӑ. Правительство пайташӗсем, министрсемпе кӗпӗрнаттӑрсем акцие хутшӑннӑ, ёлкӑсем ҫинчен ӗмӗтсене ҫырнӑ шарсене илсе вӗсене пурнӑҫланӑ. Пурӑна киле акцие ытти патшалӑх деятелӗсемпе коммерци организацийӗсен представителӗсем, ҫавӑн пекех уйрӑм ҫынсем хутшӑнма тытӑннӑ.

2022 ҫултанпа акцие йӗркелекенӗ «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» организаци шутланать[1].

Ӗҫӗ-хӗлӗ

Акцин тӗп тӗллевӗ — Ҫӗнӗ ҫулхи асамлӑх тата савӑнӑҫлӑ туйӑм парнелесси. Унта хутшӑнакансем, «ӗмӗтленекенсем», хӑйсен заявкисене проектӑн официаллӑ сайтӗнче хӑвараҫҫӗ. Вӗсен ӗмӗчӗсем партнёрсен лапамӗсенче вырнаҫтарнӑ виртуаллӑ е чӑн ёлкӑсенче пулаҫҫӗ[4][5].

Хутшӑнакансен-ӗмӗтленекенсен категорийӗсем[4][5]:

  • 3-17 ҫулсенчи ачасем тата 60 ҫултан иртнӗ ватӑ ҫынсем;
  • тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасем;
  • сывлӑх енчен хавшак е сусӑр шутланакан ачасемпе аслисем;
  • пурнӑҫшӑн хӑрушӑ чирпе чирлекен ачасем;
  • сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем;
  • ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисенчи ачасем;
  • Донецк тата Луганск Халӑх Республикисен, Запорожье тата Херсон облаҫӗсен территорийӗсенче, ҫавӑн пекех чикӗ ҫывӑхӗнчи перкелешӳрен шар курнӑ регионсенче пурӑнакан ачасем[4][5].

Хутшӑнакансен ӗмӗчӗсем пурлӑхпа ҫыхӑннисем (тӗслӗхрен, теттесем, гаджетсем, спорт инвентарӗ) е пурлӑхпа ҫыхӑнманнисем (урӑх хулана кайса килни, паллӑ ҫынпа тӗл пулни, мероприятие кайса курни) пулма пултараҫҫӗ. Парне илекеншӗн ку кӗтмен парне те пулма пултарать — кун пек сценари те пур: «ӗҫ тӑвакан» «ӗмӗтленекенӗн» интересӗсемпе кӑсӑкланӑвӗсене шута илсе хӑй тӗллӗн парне суйлать[4][5].

2025 ҫулта кирек кам та сайтра ӗмӗте суйласа е партнёрсен центрӗсенчен пӗринче ёлкӑран открытка илсе «ӗҫ тӑвакан» пулма пултарать. Акцие куҫӑн майпа та, дистанци формачӗпе те хутшӑнма пулать. Уйрӑм ҫынсемсӗр пуҫне акцие компанисем, патшалӑх учрежденийӗсем тата общество организацийӗсем хутшӑнаҫҫӗ[6].

Кӑтартусем тата масштабсем

2018 ҫулта «Ӗмӗтсен ёлки» акци вӑхӑтӗнче 450 ӗмӗте пурнӑҫланӑ. Ҫулсерен вӗсен шучӗ ӳссе пырать[4]:

  • 2020: 13,5 пин ытла ӗмӗте пурнӑҫланӑ;
  • 2021: 38 пин ытла ӗмӗте пурнӑҫланӑ;
  • 2022—2023: 47 пине яхӑн ӗмӗте пурнӑҫланӑ;
  • 2023—2024: 60 пине яхӑн ӗмӗте пурнӑҫланӑ[4].

2025 ҫул вӗҫӗнчи кӑтарту тӑрӑх, акци вӑхӑтӗнче 320 пин ытла ӗмӗте пурнӑҫланӑ, пӗтӗмпе — 4 млрд ытла тенкӗлӗх. Акцие 120 пин ытла ӗҫ тӑвакан тата 1,5 пин партнёр организацийӗ хутшӑннӑ. Акци тӗнче шайне тухнӑ: унта Испанире, Италире, Францире, Кипрта тата Сербире пурӑнакан Раҫҫей ҫыннисем хутшӑнаҫҫӗ[2][4].

Партнёрсем

Акцин тӗп партнёрӗ Росмолодёжь шутланать. Акцие ыр кӑмӑллӑх фончӗсем, обществӑпа коммерци организацийӗсем пулӑшаҫҫӗ: тӗслӗхрен, «Внуки» фондпа ҫыхӑнса ӗҫленӗ май пӗччен пурӑнакан ватӑ ҫынсен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ[7].

Ҫӗнӗ форматсем

2025 ҫултанпа акцин ҫӗнӗ формачӗсене хута янӑ:

  • «Сӗтел ҫине — уяв» — «Русь» продовольстви фончӗ тата X5 Group сахал тупӑшлӑ ҫемьесене апат-ҫимӗҫ наборӗсемпе пулӑшас тӗллевпе пӗрле йӗркеленӗ акци[8];
  • «Мӑнуксем — парнепе» — ватӑ ҫынсене пулӑшма «Внуки» фондпа ҫыхӑнса ӗҫлессине анлӑлатни[7].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Ёлка желаний 2025. Ёлка желаний. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Всероссийский Дед Мороз из Великого Устюга дал старт акции "Ёлка желаний". РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  3. ^ О проекте. Мечтай со мной. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Что известно о всероссийской акции "Ёлка желаний". ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4 Загадать желание. Ёлка желаний. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  6. ^ «Елки желаний»: как выбрать площадку, партнеров и не промахнуться с подарком. Милосердие.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Акция "Внуки с подарками". VK: Акция «Ёлка желаний». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  8. ^ Фонд X5 «Выручаем» поможет нуждающимся семьям в подготовке новогоднего стола. Сибирское Агентство Новостей. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.