448
Пулса иртнĕ
- Аттил патне килĕшӳ тума Рим элчисем килеççĕ.
- Пĕтĕм Балкан çурутравне çĕнтерсе илнĕ хыççăн хунсем хăйсен чаплă та мухтавлă патши ертсе пынипе Хĕвеланăç Европăна тухса каяççĕ. Вĕсем Бургундие, франксем пуранакан çĕрсене çĕнтерсе илеççĕ. Хунсем Лютеция (хальхи Париж) хулине çĕмĕрсе кĕрсе çунтарса яраççĕ. Пĕтĕм Европа хунсем умĕнче чĕтренсе тăрать.
- Хунсен патши Аттил Эллак ывăлне акацирсен ханĕ туса хунине каланă. Акацирсем тесе ун чухне Тухăç ен хунсене каланă, вĕсем Çурçĕр Кавказ çеçенхирĕсенче пурăннă.