Григорьев Владимир Георгиевич
Ҫын пирки | |
Григорьев Владимир Георгиевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1967 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ (58 ҫулта) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Премисемпе чысланисем |
Григорьев Владимир Георгиевич (1967 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ, Канаш, Чӑваш АССР) — Раҫҫейри балет солисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1995), Люксембургри Пӗтӗм тӗнчери балет артисчӗсен конкурсӗн лауреачӗ (1995).
Кун-ҫулӗ
1967 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Канашра (Чӑваш АССР) ҫуралнӑ.
А. Я. Ваганова ячӗллӗ Ленинградри хореографи училищинче пӗлӳ илнӗ.
1987 ҫултанпа Ҫӗнҫӗпӗрти оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлет.
1994 ҫулта Лондонри «Dance Sdahers» кӑларӑм Владимир Григорьева тӗнчери чи лайӑх вунӑ ҫамрӑк ташӑҫӑ йышне кӗртнӗ.
Стиль
Владимир Григорьева ҫӳхе эмоциллӗ лирикӑллӑ сӑнарсене выляма ҫӑмӑлтарах: «Баядеркери» Солор партийӗсем, «Видение розы», «Шопенианы» балетсенчи яшсем т. ыт. те. Ташӑ техникин пахалӑхӗ, унӑн тасалӑхӗ пуринчен ытла пӗчӗк хореографи формисемпе усӑ курнӑ чухне палӑрать — тӗслӗхрен, па-де-де тата «Бурнонвиль консерваторийӗсем» вариацийӗ , «Хӗвел» партийӗ, «Sonata», «Сехетсен ташши» балетсен солисчӗ, т. ыт.
Партисем
- П. Чайковскийӗн «Лебединое озеро» балечӗ — Зигфрид;
- П. Чайковскийӗн «Спящая красавица» балечӗ — Дезире;
- П. Чайковскийӗн «Щелкунчик» балечӗ — Принц;
- А. Аданӑн «Жизель» балечӗ — Альберт;
- Ф. Шопен музыкипе ҫырнӑ «Шопениана» балет — Яш;
- Л. Минкус музыкипе ҫырнӑ «Баядерка» балет — Солор;
- А. Хачатурянӑн «Спартакӗ» — Спартак;
- Л. Делибӑн «Коппелия» — Франц;
- И. Стравинскийӗн «Петрушки» — Петрушка[1].
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1995);
- Люксембургри Пӗтӗм тӗнчери балет артисчӗсен конкурсӗн лауреачӗ (унӑн пӗрремӗш премийӗ тата ылтӑн медалӗ, 1995).
Ӑнлантарусем
- ^ Ламин В. А. Энциклопедия. Новосибирск. — Новосибирское книжное издательство, 2003. — С. 237. — 1071 с. — ISBN 5-7620-0968-8.