Лукин Сергей Лукич
Лукин Сергей Лукич (1922 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ, Ҫӗрпӳ уесӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ — 1990 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ, Вӑрмар районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики[1]) — Чӑваш АССРӗн Вӑрмар районӗнчи Мичурин ячӗллӗ колхоз председателӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Вӑрмар районӗ) Кивӗ Шулхан ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш.
Канашри финанс техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. 1941 ҫулта Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете кайнӑ. 72-мӗш хӳтӗлекен аэростатсен бригадинче сержант званипе хӳтӗлекен аэростатсен посчӗн командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ[2]. Япони милитарисчӗсене хирӗҫ вӑрҫӑна хутшӑннӑ, ҫапӑҫусенчен пӗринче контузиленнӗ[3]. 1947 ҫулта демобилизациленнӗ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ. Колхозра ӗҫленӗ.
1947–1962 ҫулсенче Вӑрмар районӗн финанс пайӗнче, районӑн производство управленийӗн экономистӗнче ӗҫленӗ. 1962–1965 ҫулсенче — Кавалти крахмал савучӗн директорӗ, 1965–1966 ҫулсенче — Вӑрмар район канашӗн исполкомӗн районти план комиссийӗн председателӗ[1].
1966 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Вӑрмар районӗнчи Мичурин ячӗллӗ колхоза ертсе пыма пуҫланӑ. 23 ҫула яхӑн унӑн улшӑнми ертӳҫи пулнӑ. Ҫак тапхӑрта колхозри ҫӗр ӗҫне тӑвасси самай лайӑхланнӑ, экономика ҫирӗпленнӗ, колхозниксен ырлӑхӗ ӳснӗ. 12-мӗш пилӗкҫуллӑхӑн 3 ҫулӗ хушшинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен тухӑҫлӑхӗ гектартан вӑтамран 33 центнерпа танлашнӑ, 1966 ҫулта, танлаштарма, вӑл 10 центнер кӑна пулнӑ. 100 га ял хуҫалӑх ҫӗрӗ ҫинче аш-какай туса илесси 2,7 хут ӳснӗ, сӗт — 1,8 хут. Колхоз лаптӑкӗ ҫинче культура ҫурчӗ, 2 ял клубӗ, 20 ача вӗренмеллӗх сакӑр ҫул вӗренмелли шкул, 240 вырӑнлӑ вӑтам шкул ҫумне хушма ҫурт, 190 вырӑнлӑ ясли-ача пахчи туса лартнӑ, производство хуралтисене ҫӗклес ӗҫе хастар пурнӑҫласа пынӑ[2].
Экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн планӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлас тӗлӗшпе ирттерекен соцӑмӑртура колхоз Пӗтӗм Союз шайӗнче пӗр хут, Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче тӑватӑ хут ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. 1967 ҫулта унӑн ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗн кӗнекине кӗртнӗ, пӗрре ҫеҫ мар КПСС обкомӗн, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн, облаҫри профсоюзсен канашӗн тата ВЛКСМ обкомӗн Куҫакан Хӗрлӗ ялавӗпе чысланӑ.
С. Л. Лукич обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ. 1962 ҫултанпа ӑна яланах ял канашӗн, 1967 ҫултанпа районти халӑх депутачӗсен канашӗн депутатне суйланӑ, ултӑ хутчен ӑна КПСС Чӑваш обкомӗн пайташне суйланӑ, 1967 ҫултанпа вӑл — КПСС райкомӗн членӗ. 1987 ҫултанпа РСФСР колхозӗсен канашӗн президиум пайташӗ тата Чӑваш АССР колхозсен канашӗн председателӗ пулнӑ, Пӗтӗм Союзри колхозниксен IV пухӑвӗн делегачӗ пулнӑ. 1973 ҫултанпа Тӗнчене хӳтӗлекен чӑваш тата район комитечӗсен членӗ шутланнӑ.
СССР Аслӑ канаш Президиумӗн 1976 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «Пӗтӗм Союзри социализмла ӑмӑртура тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн, 1976 ҫулта тырӑ туса илессине ӳстерсе патшалӑха сутнӑшӑн тата ытти ял хуҫалӑх таварӗсене сутса плансене тата социализмла ӗҫсене пурнӑҫлассинче ӗҫ паттӑрлӑхне кӑтартнӑшӑн» Лукин Сергей Лукича Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ хисеплӗ ятпа чысланӑ.
Колхоза юлашки кунчченех ертсе пынӑ.
Колхоз вырнаҫнӑ ялта, Кӗтеснерте, ӗҫлесе пурӑннӑ. 1990 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Кивӗ Шулхан ял масарӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
Сергей Лукича ҫак хисепсемпе чысланӑ:
- Ленин орденӗ (1973 ҫулхи авӑнӑн 6-мӗшӗ[2]; 1976 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ, № 425970[2]);
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1971 ҫулхи акан 8-мӗшӗ[2]);
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
- II степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1985 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ[2]);
- медальсем, ҫав шутра «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» (1945 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ[2]);
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ (1986)[1];
- ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп кӗнекине ҫырса кӗртнӗ (1989)[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Спиридонов В. Т. Лукин Сергей Лукич // Электронлӑ Чӑваш энциклопедийӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Лукин Сергей Лукич (выр.). Ҫӗршыв паттӑрӗсем.
- ^ Лукин Сергей Лукич (выр.). ҫентерӳҫӗсем21.рф.
Каҫӑсем
Сергей Лукич Лукин «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Лукин Сергей Лукич
- Лукин Сергей Лукич («Люди труда — гордость Чувашии» сайтра)
- Лукин, Сергей Лукич (Герой Социалистического Труда; 04.09.1922-20.07.1990)