Попов Юрий Алексеевич

Попов Юрий Алексеевич (ҫур. 1961 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ, Лаш Таяпа, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — патшалӑх ӗҫченӗ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш суйлавӗн депутачӗ (2021 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче суйланӑ). 2011 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пиллӗкмӗш сайлаври Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ пулнӑ. 2016 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» компанин президенчӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Лаш Таяпа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ.

Аслӑ пӗлӳ илнӗ, 2008 ҫулта Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗнчен «АПК предприятийӗнчи экономика тата управлени» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ.

1979—1984 ҫулсенче Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗреннӗ.

1980—1982 ҫулсенче СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче хӗсметре тӑнӑ.

1984 ҫулхи ака-ҫурла уйӑхӗсенче — «Спецстроймеханизаци» трестӑн 4-мӗш строительство управленийӗн трубоукладчикӗ.

1984—1986 ҫулсенче — Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи «Слава» колхозӑн техник-строителӗ.

1986—1989 ҫулсенче — Чӑвашпотребсоюз Кӳкеҫ райповӗн правлени председателӗн ҫурт-йӗр тӑвассипе тата тавар кӑларассипе ӗҫлекен ҫумӗ.

1989—1993 ҫулсенче — Кӳкеҫри РСУ ҫумӗнчи «Сделай сам» кооператив председателӗ.

1993—2004 ҫулсенче — уйрӑм предприниматель.

2004—2005 ҫулсенче — «Агрофирма «Таябинка» ТМЯО директорӗ.

2005—2011 ҫулсенче — «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» АУО тӗп директорӗ.

2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа — «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» ООО компанин президенчӗ.

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн пайташӗ.

2020 ҫултанпа Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн пайташӗ[2].

Кӳкеҫре пурӑнать.

Депутат ӗҫӗ-хӗлӗ

2005—2011 ҫулсенче Чӑваш Республикин Вӑрнар район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ.

5-мӗш суйлаври Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ (2011—2016)

2011 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Вӑрнар суйлав округӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 5-мӗш суйлаври депутатне суйланнӑ[3].

2011, раштав — 2016, авӑн — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ[3].

Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн Регионти политика канашӗн пайташӗ пулнӑ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти фракцине кӗнӗ.

6-мӗш суйлаври Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ (2016—2021)

2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Комсомольски пӗр мандатлӑ 4-мӗш суйлав округӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 6-мӗш суйлаври депутатне суйланнӑ[4].

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Бюджет, финанс тата куланай комитечӗн пайташӗ[4].

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Экономика политикин, ялхуҫалӑх комплексӗн тата экологи комитечӗн пайташӗ[4].

Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн Регионти политика канашӗн пайташӗ пулнӑ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти фракцине кӗнӗ.

7-мӗш суйлаври Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ (2021—2026)

2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Комсомольски пӗр мандатлӑ 4-мӗш суйлав округӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 7-мӗш суйлаври депутатне суйланнӑ[5].

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Экономика политикин, бюджет, финанс тата куланай комитечӗн пайташӗ[5].

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Ялхуҫалӑх ыйтӑвӗсен, ҫутҫанталӑк тата экологи комитечӗн пайташӗ[5].

Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн Регионти политика канашӗн пайташӗ, парламентри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти фракцин пайташӗ.

Хисепӗсем

  • «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден,
  • Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн Хисеп грамоти,
  • Раҫҫей Федерацийӗн Ялхуҫалӑх министерствин Хисеп грамоти,
  • «Раҫҫей ялхуҫалӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» ылтӑн медаль,
  • «Федераци Канашӗ. 20 ҫул» медаль,
  • «Сочири 2014 ҫулхи XXII Хӗллехи Олимп вӑййисем тата XI Хӗллехи Паралимп вӑйӑсем» асӑну медалӗ,
  • «Ҫӗрҫуллӑх меценачӗсем» тӗнчери ыркӑмӑллӑх фончӗн «Чыс тата Усӑ» медалӗ,
  • Чӑваш Республикин Президенчӗн Тав хучӗ,
  • Пӗтӗм тӗнчери Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми,
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ялхуҫалӑх ӗҫченӗ,
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ялхуҫалӑх ӗҫченӗ[6].

Ҫемье

Авланнӑ. Виҫӗ ача ҫитӗнтернӗ.

Кӑсӑклану

Шкулта вӗреннӗ чухнех кире пуканӗ йӑтассипе кӑсӑкланнӑ. Кире пукан спорчӗ енӗпе РСФСР спорт мастерӗ (1979). Командӑпа ӑмӑртса РСФСР чемпионӗ (1984). Темиҫе хутчен Чӑваш АССРӗн чемпионӗ. Темиҫе хутчен РСФСР первенствисен призерӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ проверка контагентов : ООО "Вурнарский мясокомбинат"
  2. ^ СОСТАВ Высшего экономического совета Чувашской Республики (выр.). Высший экономический совет (10 акан 2020).
  3. ^ 1, 2 Попов Юрий Алексеевич (с 04.12.2011 до 29.09.2016) (выр.). Государственный Совет Чувашской Республики.
  4. ^ 1, 2, 3 Попов Юрий Алексеевич (с 18.09.2016) (выр.). Государственный Совет Чувашской Республики.
  5. ^ 1, 2, 3 Попов Юрий Алексеевич (с 19.09.2021) (выр.). Государственный Совет Чувашской Республики.
  6. ^ Указ Президента Российской Федерации от 25.03.2025 № 163 "О награждении государственными наградами Российской Федерации" (выр.). Официальное опубликование правовых актов (25 пушӑн 2025).