Çĕньял (Новокуйбышевск хула тăрăхĕ)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Тĕл
Çĕньял
Ялав Герб
Ялав Герб
53°06′57″ с. ш. 49°53′20″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ Самар облаçĕ
Муниципаллă район Атăл районĕ
Хула тăрăхĕ Новокуйбышевск
Сехет тӑрӑхӗ UTC+4:00
Национальноҫсем чăвашсем
Конфессисем çĕньялсем
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 84862
Почта индексӗ 445166
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 36240848003
Çĕньял на карте
Çĕньял
Çĕньял

Çĕньял (выр. Чувашские Липяги) — Самар облаçĕнчи Атăл районĕнчи Новокуйбышевск хула тăрăхне кĕрекен чăваш ялĕ. 1945-мĕш çул тĕлне кунта "Сене-Ял" текен колхоз пулнă[1]. Çавна кура яла хăйне те çав ятпах каланă темешкĕн май пур. Е, аплах пулмасан та, халăхра çÿренĕ темиçе ятран пĕри теме пулать. Çапах та ку ыйту тĕппипех вĕçленнĕ темелле мар. Шырав малалла пырать.

Влас Паймен çырнă "Кĕпер" романтан[2]:

Самар çывăхĕнчи пĕр ятлă виçĕ ял тĕлĕнтерчĕç Рамаша: пĕри Вырăс Липяги ятлă, тепри — Чăваш Липяги, виççĕмĕшĕ — Мордва Липяги. Рамаш çуран утса-чупса çапăçма хăнăхман. Хăйне валли лаша тупса каллех кавалерист пулас килет унăн. Çав шутпа, пĕррехинче разведкăна кайсан, Чăваш Липяги ялне кĕрсе тухас терĕ вăл. Ял çывăхĕнче Рамаш икĕ чăваш ачине тĕл пулчĕ. Шăтăк-путăк вырăнсенче патрон гильзисем пухса çӳреççĕ. Шкул ачисем пулас: пĕрне-пĕри ятпа мар, хушаматпа чĕнеççĕ. Пĕри Савдеров хушаматла иккен. «Якальсем пирĕн енне çакăнтан куçса пынă пуль, — шухăшларĕ Рамаш, — Шурă Пракань хушамачĕ те çапла вĕт». Ачисем «вырăс иртен-çӳренрен» асăрханмасăр хăйсем хушшинче чăвашла çаптараççĕ.

Влас Паймен ялăн чăн-чăн чăвашла ятне асăнмасть. Ун пек ят вара, яла тахçанах никĕсленине шута илсен, пулнах ĕнтĕ.

Г.Ф.Юмарт пĕлтернинчен:

<Куçару: Хăш чух вĕсем патне Шупашкартан тата Хусантан хăнасем килкеленĕ. Çакăн пирки И.Ивник фондĕнче тупăннă çыру систерет. Ăна 03.02.1941 ç. датăпа палăртнă. Акă çырăвăн татăкĕ: ">

Малалла Г.Ф.Юмарт çавăнтах çапла çырать[3]:

<Куçару: Халĕ ку Çĕньял ялĕ çук, унăн территорийĕ Новокуйбышевск хулинче. Çыру авторĕн шăпи пире паллă мар. Н.Шелепин асăннă сăввисĕр пуçне Д.Куликов тата И.Ивникĕн темиçе сăввине куçарнă.>

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Шаблон:Атăл районĕ