Çулĕç Анатолий Степанович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Анатолий Çулĕç
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Отачкин Анатолий Степанович
Ҫуралнӑ 1907, утӑ, 12
Ҫуралнӑ вырӑн Ҫӗрпелялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енри Вӑрнар районӗ)
Вилнӗ 1970
Вилнӗ вырӑн Шупашкар Чăваш АССР
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ поэзи
Хайлавсен чӗлхи чăваш

Çулĕç Анатолий Степанович (чăн хушамачĕ Отачкин, 1907, утӑ, 12, Ҫӗрпел ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Вӑрнар районӗ) — 1970, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи.

1907 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел ялĕнче çуралнă.

Канаш педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Чăваш педагогика институтĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ, Чăваш АССРĕн çутĕç министерствинче ĕçленĕ. Çавăн пекех ССКП облкомĕн шкул пайĕнче, Чăвашпатизĕн вĕренӳ кĕнекисен пайĕнче ĕçленĕ.

1970 çулта Шупашкарта çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăвăсем çырнисĕр пуçсăр вăл чăваш челхипе литературине верентмелли вĕренӳ кĕнекисене çырнă. Сăвăсене вăл ытларах ачасем валли çырнă.

В. Шупуççыннин «Еркĕн» поэмине, И. Караттай, М. Нямань тата ытти сăвăçсен сăввисене аван тишкернĕ.

Ун сăввипе С. Максимов кĕвĕленĕ «Çăпата» юрра халĕ те юрлаççĕ.