Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ

Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ Раççейĕн кăнтăрĕнче, анăçра Азовпа Хура тинĕсĕсенчен пуçласа тухăçра Каспи тинĕсне çити саралса выртать.

Çул Калмыки, Дагестана, Чечня, Ингушети, Адыгей, Карачай-Черкеси, Ставрополь Ен, Краснодар Ен, Кабарда-Балкари, Çурçĕр Осети, Ростов облаҫӗн территорипе пырать. Çул управленийĕ Ростов-Тан-çинчи хулара вырнаçнă.

undefined

Çулăн пахалăвĕ

Çул шутне 2005 çул тĕлне Грозный, Краснодар, Махачкала, Минерал Воды тата Ростов уйрăмĕсем, çаплах Владикавказ ача-пăча чукун çулĕ тата Çурçĕр-Кавказ ача-пăча чукун çулĕ (Ростов-Тан-çинчи) кĕреççĕ. Çулăн эксплуатаци тăсăлăвĕ 6315,9 км, ĕçтешĕсен йышĕ — 80757 çын, чарăнусен шучĕ — 403 (вĕсенчен 281 япала турттараççĕ). Çул пуçлăхĕ — Владимир Николаевич Голоскоков.

undefined

Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕ питĕ кирлĕ транспорт ĕçне пурнăçа кĕртет, турттармалли япаласене Раççейĕн хура тинĕс порчĕсене: Туапсе, Новороссийск çитерет. Пĕтĕм Раççейшĕн çуллахи тата кĕрхи сезонра пассажирсене Сочи, Туапсе, Анапа, Кисловодск, Ейск, Горячий Ключ курорчĕсене турттарасси.

undefined

Çулăн паллă çыхăчарăнусем: Ростов-Главный, Хапры, Кизитеринка, Батайск, Лихая, Тихорецкая, Кавказская, Армавир, Минеральные Воды, Прохладная, Георгиевск, Гудермес, Крымская, Тимашевская, Краснодар, Белореченская, Кривенковская, Сальск.

Çурçĕр-Кавказ чукун çулĕн хăш чарăнăвĕсем:

Çулăн кун-çулĕ

undefined

Çурçĕр Кавказра çул тăвас ĕç 1861 çулта ШахтнаяАксай йĕрĕнчен пуçланать. Кайран ЗверевоШахтная (1871), АксайРостов (1875), РостовВладикавказ (1872—1875), Тихорецкая - Екатеринодар - Новороссийск (1884—1888) пайĕсене тунă. Порт тинĕс хĕрнелле тухнăранпа экспорта тырă турттарасси ӳсет, çак вара çула аталанма хăват парать. XX ӗмӗрĕн пуçламăшĕнче эксплуатацие КавказскаяКраснодар (1901), БатайскАзов, СосыкаЕйск, АрмавирМайкоп (1911), БелореченскаяТуапсе (1912), КраснодарАхтари, КрымскаяТимашевскКущевка (1914), БатайскСальск, ПрохладнаяГудермес (1915), ПалагиадаВинодельное (1916) пайĕсене кĕртнĕ. 1917 çулхи юпа уйăхĕнче çулсен пĕтĕм тăсăлăвĕ 5000 çухрăма çитет. XX ӗмӗрĕн 20-мĕш—40-мĕш çулĕсенче чукун çулăн ТуапсеСочи (1923), СочиАдлер, Мацеста (1927), Петровское СелоБлагодарное (1928), ВинодельноеДивное, РостовХапры, КомсомольскаяНефтегорск, МайкопХаджох (1931), ЛабинскаяШедок (1940) пайĕсене ĕçе кĕртнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çул çинче ГудермесАçтăрхан (хула) тата АдлерСухуми (1942), КрымскаяСтаротитаровка (1944) пайĕсене хута янă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ДивноеЭлиста (1969), ЗверевоКраснодонская (1971), АнапаЮровский (1977), КраснодарТуапсе (1978) пайĕсене, Ростов çыхăвĕн анăç иртĕвĕ, БлагодарноеБудённовск (1987), ПесчанокопскаяКрасная Гвардия (1989), Батайскăн анăç (1990), Лихая чарăнăвĕн тухăç иртĕвĕсене (1991) ĕçе янă.

undefined

Çула Ленин орденӗпе чысланă (1984).

Хальхи тапхăр

undefined

Çул 2007 çулта 80 млн т япала турттарнă, 2006 çулхипе танлаштарсан, ку 10 % ытларах[2]

2009 çулхи çăвăн 18-мĕшĕнче 2005 çултанпа 4,2 млрд тенкĕ тăкакласа тунă çĕнĕ Мăн Новороссийск тоннелĕпе пуйăссене янă[3][4]. Халĕ юнашар Кĕçĕн Новороссийск тоннельне тума пуçлаççĕ, кивĕ Мăн тоннельне реконструкцилеме тытăнаççĕ. Пур тоннельне туса пĕтерсен, çулсем пĕр енлĕ пулаççĕ. Новороссийск тоннелĕсем

Сочири чукун çул япала картисене реконструкцилеме тата çĕнĕрен тума палăртнă.[5] Çак вăхăта Адлер-Туапсе пайĕнчи çула икĕ йĕрлĕ тумалли ĕçсем пыраççĕ.

Ӑнлантарусем

Каçăсем