Ҫу, 8
Уявсем
Пулса иртнĕ
- 1541 — Эрнандо де Сото Европӑри ытти халӑхран чи малтан Миссисипине (капăрл.) курса сӑнанӑ.
- 1713 — Çурçĕр вăрçинче Гельсингфорс вырӑссене парӑннӑ.
- 1902 — Мон-Пеле вулкан (Мартиника) пӗрхӗнме пуҫланӑ, вӑл 20 000 яхӑн ҫын пурнӑҫне татнӑ.
- 1918 — П. Н. Краснов ертсе пынипе пӑлханма пуҫланӑ казаксем Дон-ҫинчи-Ростова йышӑннӑ.
- 1942 — тинӗсре карапсем пӗр-пӗрне курман пӗрремӗш ҫапӑҫу пулса иртнӗ, авиаци кӑна пӗр-пӗринпе тытӑҫнӑ.
- 1945 (23:01 CET) — наци Германийĕ пĕр тавлашусăр капитуляциленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи Европӑра вӗҫленнӗ.
- 1984 — СССР Лос-Анджелесра иртекен çуллахи Олимп вăййисене бойкотланине пӗлтернӗ.
- 1992 — Туçи Карабахри Армени ҫарӗсем Шушӑна штурмланӑ.
Çуралнă
- 1833 — Шпилевский Сергей Михайлович, вырăс историкĕ.
- 1906 — Роберто Росселлини, итал кинорежиссёрĕ, кинори неореализм юхăмне «Рим, уçă хула» (1945), «Пайза» (1946) тата «Германи, нуль çулĕ» (1948) фильмсенчен тăракан «вăрçă трилогипе» уçса никĕслекенĕ.
- 1940 — Питер Бредфорд Бенчли, американ çыравçи, сценарист.
- 1990 — Цаплина Раиса Ионовна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.