Ăсан Уçăпĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ăсан Уçăпĕ
Алексеев Осип Алексеевич.jpg
Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Алексеев Осип Алексеевич
Ҫуралнӑ 1944 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ(1944-02-03)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ 2016
Вилнӗ вырӑн
Гражданлӑх Flag of the Soviet Union.svg СССР Flag of Russia.svg РФ
Пӗлӳ илни
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ чăваш чĕлхи
Хайлавсен чӗлхи прозаик
Премисем Коммунизм ялавĕн парни, Нестор Янкас ячĕллĕ парне, Пётр Маркин ячĕллĕ парни

Ăсан Уçăпĕ (паспортра: Алексеев Осип Алексеевич, 1944 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2016, Шупашкар), — чăваш прозăçи. РФ ҫыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1999), СССР журналистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1974)[1].

Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕхӗ йӗркеленнӗренпех унӑн правленин секретарĕ пулнӑ (1990 ҫултанпа).

Пурнăçĕ

1944 çулхи нарăсăн 3 Чăваш Енĕн Красноармейски районӗнчи Санькасси ялĕнче çуралнă.

Чăваш педагогика институчĕнче, Горькири аслă парти шкулĕнче вĕреннĕ. Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш шкулӗнче ачасене ăс панă. Çавăн пекех «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, «Капкăн» тата «Çил çунат» журналсенче ĕçленĕ[1].

2016 ҫулта килтен тухса кайнӑ та ҫухалнӑ, ун чухнех вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Виллин юлашкисене 2020 ҫулта кӑна тупса палӑртнӑ.

Пултарулăх ĕçĕсем

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Чăваш вăрманĕ» (1996);
  • «Ăсансем Сатурн çинче» (2003);
  • «Ăсан Уçăпĕ сунарçă» (1994, 2004),
  • «Чăваш вăрманĕ» (1996, 2001),
  • «Савнă енĕм, тăван ялăм – Санькасси» (1999),
  • «Сатурн çинчи ăсан» (2000),
  • «Крепче за баранку держись, шофер…» (2001),
  • «Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç…» (2004).

Хисепӗсем

  • «Коммунизм ялавĕ» хаҫат парнин лауреачĕ,
  • Нестор Янкас ячĕллĕ парне лауреачĕ,
  • Пётр Маркин ячĕллĕ парне лауреачĕ.

Астӑвӑм

2021 ҫулта тӑван ялӗнче вӑл пурӑннӑ ҫурти ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 В. П. Станьял. Алексеев Осип Алексеевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ Писатели : Алексеев Осип Алексеевич (Ӑсан Уҫӑпӗ) (выр.). Культурное наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Ӑсан Уҫӑпӗ / умсӑмахӗ И. Исемпекӗн ; ред. Ю. Семендер. — Шупашкар : Чувашия, 1999. — 23 с. : портр.;
  • Сатурн ҫинчи Ӑсан… : Ӑсан Уҫӑпне халалланӑ хайлавсем / [О. А. Алексеев пухса хатӗрл.]. — 2-мӗш кӑларӑм. — Шупашкар : Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2006. — 131 с., [8] л. ил.;
  • Ӑсан Уҫӑпӗ // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2015. — [Т. 4] : Ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем. — С. 340;
  • Данилов, В. «Сатурн ҫинчи Ӑсан…» : [Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснӗ Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) писатель ҫинчен] / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2019. — 1 нарӑс. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Данилов, В. Санькассинче Асӑну хӑми уҫрӗҫ : [Красноармейски районӗнче Осип Алексеев журналиста асӑнса мероприяти ирттерни ҫинчен] / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2021. — 8 утӑ. — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Данилов, В. Ҫыравçӑ-ентешне сума суса — Асӑну хӑми : [Осип Алексеевич Алексеев ҫыравҫӑ ҫинчен] / В. Данилов // Тӑван Атӑл. — 2021. — № 7. — С. 110-111 : сӑн ӳкерчĕк;
  • Данилов, В. «Тӗлӗкри те пирӗнпех…» : [О. А. Алексеевӑн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен] / В. Данилов // Ял пурнӑҫӗ ( Красноармейски районӗ). — 2014. — 11 утӑ. — С. 6 : ил.;
  • Ершов, Н. Ӑсан Уҫӑпне пурте пӗлеҫҫӗ / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2014. — 11 нарӑс. — С. 2 : фот.;
  • Казанов, А. Ырришӗн — ырӑ кӑмӑлпа / А. Казанов // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2009. — 30 ака (№ 16). — С. 11;
  • Калитова, О. Тӑватӑ ҫул иртсен тупнӑ : [Осип Алексеевич Алексеев ҫыравҫӑ ҫинчен] / О. Калитова // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. — 2020. — 5 чӳк (№ 43). — С. 7 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Кашни йӗрки ӑш пиллӗ : [Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ вулавӑшӗнче Ӑсан Уҫӑпӗ ҫыравҫӑна халалласа курав йӗркелени ҫинчен] // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2022. — 10 нарӑс. — С. 4;
  • Станьял, В. Санькасси ҫыравҫи / В. Станьял // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2012. — 16 юпа. — С. 2;
  • Шингарев, В. Ӗмӗтленни ҫитсе пытӑр / В. Шинграев // Хыпар. — 2014. — 5 нарӑс. — С. 4;
  • Яковлева, Г. Тӗл пулушӑн кашниех хавас : [Мӑн Шетмӗри вӑтам шкулта Ӑсан Уҫӑпӗ ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртни ҫинчен] / Г. Яковлева // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски районӗ). — 2007. — 18 декабрь. — С. 2;
  • Алексеев Осип Алексеевич // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. — Чебоксары, 2005. — С. 15;
  • Афанасьев, П. Ӑсан Уҫӑпӗ (Алексеев Осип Алексеевич) / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 55;
  • Алексеев Осип Алексеевич (Ӑсан Уҫӑпӗ) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 21;
  • Михайлов, В. М. Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) Осип Алексеевич / В. М. Михайлов // Энциклопедия Красноармейского района. — Чебоксары, 2018. — С. 33-34;
  • Станьял, В. П. Алексеев Осип Алексеевич (Ӑсан Уҫӑпӗ) / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 78-79;Ялгир, П. Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) Осип Алексеевич / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 10.

Каçăсем