Ĕпхӳ (юханшыв)

 


Ĕпхӳ (пушк. Өфө) (Караиде́ль, от пушк. ҠариҙелХура юханшыв) — Уралпа Урал умĕнче, Челепи, Свердловск облаçĕсем тата Пушкăртстан çĕрĕсем тăрăх юхакан шыв, Шур Атăлăн сылтăм юппи (Атӑлăн бассейнĕ).

Тăршшĕ — 918 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 53 100 км2. Уралту хребетĕнче вырнаçнă Ĕпхӳ кӳллинчен юхса тухать. Шур Атăла Ĕпхӳ хули патĕнче юхса кĕрет. Вăтамран пĕр çеккунт хушшинче 388 м³ юхать. Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать.

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче шăнса ларать те ака уйăхĕн вĕçĕнче–çу уйăхĕн пуçламăшĕнче пăр каять.

Тавралăхĕ

Ufa River 08.jpg

Юханшыв çинче Павловка ГЭСĕ вырнаçнă.

Шывăн вăрринче Ĕпхӳ хула ларать.

Юпписем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 11. Средний Урал и Приуралье. Вып. 1. Кама / под ред. В. В. Николаенко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 324 с.

Вуламалли