Ёлкин Иван Сергеевич
| Ёлкин Иван Сергеевич | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1924 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1991 ҫулхи акан 3-мӗшӗ |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни |
|
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | |
| Часть | 1-мĕш Беларуç фрончĕн 8-мĕш гварди çарĕн 88-мĕш гварди перевçĕсен дивизин 266-мĕш гварди перевçĕсен полкĕ |
| Командӑланӑ | взвод |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Ёлкин Иван Сергеевич (1924 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ, Покровка, Тюменяковский сельсовет[d] — 1991 ҫулхи акан 3-мӗшӗ, Гродно) — Совет ҫарӗн полковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1924 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин Туймаҫи районӗнче вырнаҫнӑ Покровка ялӗнче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ, ун хыҫҫӑн колхозра ӗҫленӗ. 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ ҫарне хӗсмете илнӗ. 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Ӗпхӳри пехота училищинчен вӗренсе тухса Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне кайнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 8-мӗш гварди ҫарӗн 88-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 266-мӗш гварди стрелоксен полкӗн автоматчиксен взвочӗн командирӗ, гварди лейтенанчӗ. Польшӑна ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[1].
1945 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Вислӑн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗнче тӑшман оборонине татса кӗнӗ вӑхӑтра Цицелювка сали районӗнче Радомран 20 ҫухрӑмра Ёлкин взвочӗ чи малтан нимӗҫ траншейине ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Тӑшман контратакӑна куҫсан, Ёлкин хӑй тӗллӗн ҫӳрекен орудие гранатӑпа персе ҫӗмӗрнӗ, унтан хӑйӗн взводне атакӑна ҫӗкленӗ. Ҫав ҫапӑҫура Ёлкин взвочӗ тӑшманӑн 80 ытла салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ, артиллери батарейине ярса илнӗ. Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче взвод Варта урлӑ Познаньрен 15 ҫухрӑмра Вайссенбург посёлокӗ (халӗ — Бедруско) районӗнче чи малтан каҫнӑ. Юханшывӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче ҫирӗпленсе ларса, Ёлкин икӗ боецпа пӗрле каҫмалли подразделенисене тӑшмана вут-ҫулӑмпа персе каҫакансене хӳтӗлесе тӑнӑ[1].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Иван Ёлкин гварди лейтенантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[1].
Вӑрҫӑ вӗҫленсен Ёлкин Совет Ҫарӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академине вӗренсе пӗтернӗ. 1970 ҫулта Ёлкин подполковник званийӗнче запаса тухнӑ.
Гродно хулинче пурӑннӑ, 1991 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945);
- Ленин орденӗ (24.03.1945);
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (24.03.1945);
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ;
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- медальсем[1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — [[Служебная:Источники книг/отс., Рег. № в РКП 87-95382|ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382]].
- Подвиги их — бессмертны. — Уфа: Китап, 2000.
- Славные сыны Башкирии. Книга 3. Уфа, 1968.