АПШ-ри комикссен наци кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Уяв
АПШ-ри комикссен наци кунӗ
Комикс журналӗн хуплашки
Комикс журналӗн хуплашки
Тӗсӗ Официаллӑ мар
Официаллӑ National Comic Book Day
Палӑртаҫҫӗ кашни ҫул
Кун авӑн, 25
Уявлаҫҫӗ АПШFlag of the United States.svg АПШ
Ҫыхӑннӑ комикс

Комикссен наци кунӗ (акăл. National Comic Book Day) — АПШ-ра палӑртакан официаллӑ мар уяв, авӑнӑн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.

Уяв историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Америкӑна комикссем 1842 ҫулта ҫитнӗ. Ун чухне «The Adventures of Mr. Obadiah Oldbuck» Швейцари комиксне (унта вӑл 1937 ҫулта тухнӑ) акӑлчанла пичетлесе кӑларнӑ пулнӑ. Ҫапла май вӑл Америкӑри пӗрремӗш паллӑ комикс прототипӗ пулса тӑнӑ. Хальхи комикссен варианчӗсем XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тухма пуҫланӑ, пӗрремӗш стандартлӑ комикс — «Funnies on Parade» (Парадра пулса иртнӗ кулӑшсем).

1938 ҫулта Джерри Сигелпа Джо Шустер ӳкернӗ «Суперменӗ» тухни комикссемшӗн пысӑк индустри валли ҫул уҫнӑ, ҫапла май комикссен ылтӑн ӗмӗрӗ пуҫланнӑ. Ку комикссен ярӑмӗнче суперпаттӑрӑн архетипӗ йӗркеленнӗ. Историк Майкл А. Амундсон палӑртнӑ тӑрӑх, комикссенчи сӑнарсем ҫамрӑксене ядерлӑ вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗнчен хӑрама пӑрахма тата атом вӑйӗ кӑларса тӑратакан ыйтусене пула пӑшӑрханнинчен хӑтарма пулӑшнӑ.

Америка комиксӗсен историне тӑватӑ тапхӑра пайлаҫҫӗ. Комикссен ылтӑн ӗмӗрӗ 1930-мӗш ҫулсенче пуҫланнӑ, вӑл ҫак жанрӑн пуҫламӑшӗ шутланать. Кӗмӗл ӗмӗр — малтанхи вӑхӑтра «ҫывӑрнӑ» супергерой типӗ пӗрремӗш хут ӑнӑҫлӑ аталанма пуҫланнӑ тапхӑр, вӑл 1956 ҫулта Флеш ҫинчен комикссем тухӑран пуҫланать. Ку тапхӑр 1970-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗ таранах тӑсӑлнӑ, ҫав вӑхӑтра Marvel Comics ӗненмелле ҫывӑх супергеройӗсем ҫинчен комикссем кӑларнӑ, вӗсен шутне Фантастикӑллӑ Тӑватӑ ҫын тата Эрешмен-этем кӗреҫҫӗ. Бронза ӗмӗрӗн чиккисене палӑртма йывӑртарах, вӑл 1970-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен пуҫласа 1980-мӗш ҫулсен варри таран тӑсӑлать. Ку тапхӑрта йывӑрлӑхсене ҫутатса паракан сюжет элеменчӗсемпе усӑ курма пуҫланӑ, расизм евӗр социаллӑ ыйтусемпе ҫыхӑннӑ сюжетсем йышланнӑ.

Комикссен хальхи тапхӑрӗ 1980-мӗш ҫулсен варринчен пуҫласа паянхи кунччен пырать. Ҫак тапхӑрӑн малтанхи 15 ҫулӗнче комикссенчи чылай сӑнара ҫӗнӗрен ӳкернӗ, комикссене хайлакансем отрасльте паллӑ вырӑн йышӑннӑ, пысӑк издательствӑсем ытларах та ытларах укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илес енне туртӑннӑ, уйрӑм ҫынсем хатӗрленӗ комикссем те вӑй илсе аталаннӑ. Ҫак тапхӑра ҫавӑн пекех комикссен тӗттӗм ӗмӗрӗ тесе те калаҫҫӗ, ку вӑхӑтра Batman: The Dark Knight Returns тата Watchmen евӗр тӗплӗ шухӑшлӑ комикссем анлӑ сарӑлма пуҫланӑ, вӗсем ӳнер ҫине витӗм кӳресис те вӑйлӑ пулнӑ.

Кӑсӑклӑ фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Мангӑна вулакансен 60% — хӗрарӑмсем.
  • Ҫынсен 60% комикссем вулама 10 ҫул тултариччен пуҫланӑ.

Ҫак кун АПШ-ра комиксконсем иртеҫҫӗ. Ахаль ҫынсем ку кунта, пӗччен е ушкӑнпа ҫӗнӗ комикссемпе паллашаҫҫӗ. Ҫыравҫӑсемпе художниксем вара ҫак кун ҫӗнӗ комикссем хатӗрлеҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]