Абакшин Елизар
Абакшин Елизар Федорович (1918 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ, Ӗнекасси, Чистай уесĕ, Хусан кӗпӗрни, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики — 1943 ҫулхи акан 6-мӗшӗ, Ленинград облаçĕ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1918 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Чистай уесӗнчи (халӗ — Тутарстан Республикин Нурлат районӗ) Ӗнекасси ялӗнче ҫуралнӑ[1][2].
1936 ҫулта Аксу педагогика техникумне, унтан Шупашкарти Чӑваш педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ[1]. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
1939 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пӗрремӗш кунсенченех. 1943 ҫулхи ака уйӑхӗн 6-мешӗнче вӑрҫӑ хирӗнче Ленинград хулине хӳтӗлесе вилнӗ[1]. Ӑна Ленинград облаҫӗн Старорусски районӗнчи Ясная Поляна ялӗ ҫывӑхӗнче пытарнӑ[2].
Пултарулӑх
Унӑн сӑввисем район тата республика хаҫачӗсенче, «Сунтал», «Хатӗр пул» журналсенче пичетленнӗ[2].
1973 ҫулта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене пухса Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Вӗҫлеймен юрӑсем» кӗнекере ун пилӗк сӑвви пичетленнӗ: «Ма пытарас — сана саватӑп эпӗ…», «Ҫыру», «Тухчӗ, савнӑ тусӑм, ешӗл пахчана…», «Кӗркунне», «Хаваслӑх»[1].
Кӗнеке
- Вӗҫлеймен юрӑсем: Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫамрӑк авторсен сӑввисем / кӗнекене Г. Лукоянов пухса хатӗрленӗ; ум сӑмахне ҫыраканӗ А. Алга; редакторӗ Ю. С. Семенов; художникӗ С. А. Владимиров. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 112 с. — сӑн ӳкерчӗксем[1].
Ҫемье
Мӑшарӗ — А. Давыдова[2].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Елизар Абакшин (1918-1943) // Вӗҫлеймен юрӑсем : Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫамрӑк авторсен сӑввисем. — Шупашкар, 1973. — С. 10.
- Елизар Абакшин // Тантӑш. — 1991. — 19 июнь. — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
- Елизар Федорович Абакшин (1918-1943) // Сувар (Тутарстан). — 2021. — 7 ҫу/май (№ 17). — С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
- Абакшин Елизар Федорович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 485.
- Ялгир, П. Абакшин Елизар / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 71.