Абрамов Николай Александрович (ҫар ҫынни)
| Абрамов Николай Александрович | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1924 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1976 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ (51 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | Кавалери |
| Звани | |
| Часть | 1-мĕш Украина фрончĕн 1-мĕш гварди кавалери корпусĕн УССР халăх комиссарĕсен канашĕ ячӗллӗ 2-мĕш гварди кавалери дивизин 7-мĕш гварди кавалери полкĕн отделени командирĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Абрамов Николай Александрович (1924 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ, Чупрово[d], Торжок районĕ — 1976 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ, Ленинград) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1-мĕш Украина фрончĕн 1-мĕш гварди кавалери корпусĕн УССР халăх комиссарĕсен канашĕ ячӗллӗ 2-мĕш гварди кавалери дивизин 7-мĕш гварди кавалери полкĕн отделени командирĕ, гварди сержанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1924 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Торжок районӗнчи Чупрово ялӗнче (халӗ Тӗвер облаҫӗнче)[1] хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. Пуҫламӑш шкул вӗренсе пӗтернӗ. Колхозра ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнче аманса контузи пулнӑ.
Дивизи 1942 ҫулта Жиздра юханшывӗ патӗнчи ҫапӑҫнӑ чухне Николай Абрамов тӑшман тылне кӗрсе кайнӑ, гитлеровецсемпе тан мар тытӑҫӑва чӑтса сиенсӗр тӑрса юлайнӑ тата штаба икӗ «чӗлхе» илсе ҫитернӗ.
1943 ҫулта Слипчица районӗнче хӑйӗн ҫӗнӗ вырӑна чакакан чаҫне ирттерсе янӑ хыҫҫӑн вӑл нимӗҫ минисемпе усӑ курса 35 мина вырнаҫтарма ӗлкӗрнӗ. Тепӗр кунне вӗсем ҫинче нимӗҫсен пилӗк танкӗ сирпӗннӗ. Паттӑрлӑхшӑн ӑна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе чысланӑ.
1945 ҫулхи акан 24—25-мӗшӗсенче Эльба юханшывне Майсен (Германи) хули патӗнче каҫнӑ чухне палӑрнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата Днепр урлӑ каҫнӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Абрамов Николай Александрович гварди сержантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» (№7912) медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ
1945 ҫул вӗҫӗнче демобилизациленӗ. Ленинградра ӗҫлесе пурӑннӑ. 1976 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче вилнӗ. Ленинградра пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.06.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль №7912;
- Ленин орденӗ (27.06.1945);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- Мухтав орденӗн III степенӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
- Яконово ялӗнче Николай Александрович Абрамова асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Почтовые индексы Тверская область, Торжокский район. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ.
Вуламалли
Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — С. 20. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Абрамов Николай Александрович (ҫар ҫынни) «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
