Абухов Константин Васильевич
| Абухов Константин Васильевич | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1904 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1945 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ (40 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | Çар авиацийĕ |
| Звани | |
| Часть | 1-мĕш Украина фрончĕн 2-мĕш сывлăш çарĕн 1-мĕш гварди штурм авиаци корпусĕн 1-мĕш гварди штурм авиаци корпусĕн 8-мĕш гварди штурм авиаци дивизин 143-мĕш гварди штурм авиаци полкĕн командирĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Абухов Константин Васильевич (1904 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ, Червлённая[d], Чечен-Ингуш АССР[d] — 1945 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ, Бранденбург) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче 1-мĕш Украина фрончĕн 2-мĕш сывлăш çарĕн 1-мĕш гварди штурм авиаци корпусĕн 8-мĕш гварди штурм авиаци дивизин 143-мĕш гварди штурм авиаци полкӗн командирĕ, гварди майорӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945)[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1904 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче Терски облаҫӗнчи Червлённая станицинче (халӗ Чечен Республикинчи Шелковски районӗн Червлённая станици) хресчен-казаксен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 6 ҫулта ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ.
1918 ҫултанпа Владикавказра пурӑннӑ, унта амӑшӗ госпитальте сиделкӑра ӗҫленӗ, аслӑ пуҫламӑш училищӗре вӗреннӗ. 1920 ҫулхи ҫу-авӑн уйӑхӗсенче 10-мӗш ҫарӑн пӗр пайӗнче экспедитор пулса хӗсметре тӑнӑ. Унтан Куба (Азербайджан) хулинчи тӗрмере надзиратель пулса, пулӑ промыслисенче ӗҫленӗ.
1922 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче, спецнабор тӑрӑх профсоюз урлӑ, Азербайджанри пӗрлештернӗ ҫар шкулне, кавалери уйрӑмне вӗренме кӗрет. Каярахпа Курскри 4-мӗш пехота шкулӗнче, Ленинградри Склянский ячӗллӗ 1-мӗш пехота шкулӗнче вӗреннӗ. 1926 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе Ленинградри Хӗрлӗ Ҫарӑн ҫар-теори шкулне вӗренме кӗрет, кайран вӗҫев шкулӗнче вӗренет. 1929 ҫулта Качири вӗҫевҫӗсен ҫар авиаци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Бомбардировка авиацийӗнче вӗҫевҫӗ, аслӑ летчик, 11-мӗш авиаци бригадинче (Воронеж хули) карап командирӗ, 23-мӗш авиаци бригадинче (Монино хули) пулнӑ.
1932 ҫулта ӑна условлӑ майпа 2 ҫуллӑха айӑпланӑ, ун чухне командӑланӑ 81-мӗш авиаци отрядӗнче синкер пулса иртнӗ.
1933—1934 ҫулсенче Инҫет Тухӑҫра, кайран тинӗс вӗҫевҫисен Ейскри шкулӗнче инструктор, аслӑ вӗҫев тактики шкулӗнче (Липецк хули) отряд командирӗ.
1939 ҫултанпа СҪВ командноштурман (халӗ — Гагарин ячӗллӗ Сывлӑш ҫар академийӗ) ҫар академинче вӗреннӗ. Вереннипе пӗр вӑхӑтрах факультетӑн курс пуҫлӑхӗн пулӑшаканӗ пулса ӗҫленӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Хӗрлӗ Ҫарӑн Сывлӑш ҫар вӑйӗсен штабӗн оперативлӑ пайӗн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи вырӑнӗнче стажировка тухнӑ.
1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче 84-мӗш хутӑш авиаци дивизин (17 арми, Монголи) оперативлӑ пай пуҫлӑхне лартнӑ. 1943 ҫул вӗҫӗччен аякри авиацин 967-мӗш штурмлакан авиаци полкӗн командирӗ, капитан.
1943 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫапӑҫакан ҫара лекнӗ. 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш сывлӑш ҫарӗн 266-мӗш штурмлакан авиаци дивизин 143-мӗш гварди штурмлакан авиаци полкӗн эскадрилья командирӗ, гварди аслӑ лейтенанчӗ. Украинӑн кӑнтӑр-анӑҫ районӗсене, кайран Молдави ҫӗрӗсене Корсунь-Шевченков стратегиллӗ ҫӗрӗсенче (1944 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ — нарӑсӑн 17-мӗшӗ) тата Уман-Ботошан (1944 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ — акан 17-мӗшӗ) тапӑну операцисене хутшӑннӑ.
1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ, 1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче полк командирӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
1944 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа хӑйӗн дивизипе пӗрле 1-мӗш Украина фронтӗнче 2-мӗш сывлӑш ҫарӗн йышӗнче ҫапӑҫнӑ. Львов-Сандомир стратеги тапӑну операцине (1944 ҫулхи утӑ, 13 — ҫурла, 29) хутшӑннӑ, ун чухне фронт ҫарӗсем Анӑҫ Украинӑна тата Польшӑн тухӑҫ районӗсене ирӗке кӑларнӑ; Сандомир-Силезски (1945 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ — нарӑсӑн 3-мӗшӗ) тата Нижнесилезски (1945 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ) тапӑну операцисене хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа полк командирӗ пулнӑ, 1944 ҫулхи юпа тата чӳк уйӑхӗсенче ӑна Хӗрлӗ Ялав орденӗсемпе наградӑланӑ. Тӑшмана штурмовиксен ушкӑнӗн ҫарӗсемпе техникине штурмлама хӑй илсе кайнӑ, 1945 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ вӗҫнелле 64 ӑнӑҫлӑ ҫапӑҫу вӗҫленӗ, ҫав ҫапӑҫусенче тӑшмана чылай сиен кӳнӗ.
1945 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче Абухов самолётне вӗҫнӗ чухне Пфаффендорф ялӗ патӗнче тӑшманӑн зенитлӑ артиллерийӗ персе антарнӑ, вут хыпса илнӗ. Гварди майорӗ Абухов ҫунакан машинӑна Лихтенау ялӗ патӗнчи тӑшман танкӗсем ҫине тытнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Абухов Константин Васильевич гварди майора Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн).
Пытарнӑ вырӑн паллӑ мар.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (27.06.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (27.06.1945);
- виҫӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗ (18.05.1944, 7.10.1944, 3.11.1944);
- медальсем.
Астӑвӑм
- Абухов ятне Червлённая станицӑри 1-мӗш номерлӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула тата Грозный (унчченхи Горская) хулинчи пӗр урама панӑ.
- Геройӑн бюстне Грозный хулинчи А. А. Кадыров ячӗллӗ Мухтав комплексӗн Мухтав аллейинче вырнаҫтарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Литература
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Абухов Константин Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1904 ҫулта ҫуралнисем
- СССР-та ҫуралнисем
- Пушӑн 1-мӗшӗнче вилнисем
- 1945 ҫулта вилнисем
- Германире вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи лётчиксем
- Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсенче пуҫ хунисем
- Совет гвардийĕ