Авдеев Анатолий Константинович
Авдеев Анатолий Константинович (1925 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ, Сырокоренье[d] — 1996 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ, Тверь[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 2-мĕш Беларуç фрончĕн [33-мĕш çарĕн 873-мĕш çарăн танка хирĕç артиллери полкĕн тупă тĕллекенĕ, хӗрлӗармеец, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1925 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗн Сычёвка районӗнчи Хотьков ял канашӗн Сырокоренье ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле колхозра ӗҫленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пуҫламӑшӗнчех ял нимӗҫ оккупацине лекнӗ. Ӑна Германие илсе кайма хӑтланнӑ, анчах Анатолий тарнӑ. Района ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн 1943 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ[1][2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни тата паттӑрлӑх
Тупӑ расчёчӗн наводчикӗ Анатолий Авдеев Анӑҫ, 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш Беларуҫ фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче 33-мӗш ҫар йышӗнче пулнӑ, вӑл Минск патӗнче нимӗҫсене ҫавӑрса илнӗ[1][3].
1944 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Авдеевӑн тупӑ расчётне нимӗҫ ҫарӗсене Волма (Белорусси) паҫҫулки таврашӗнче ҫавӑрса илме памалла мар тесе хушнӑ. Позицие йышӑнса, боецсем тӑшмана тӑтӑш пере-пере тӑрса тӗп тунӑ. Ҫапӑҫу 13 сехете тӑсӑлнӑ. Оруди расчёчӗ 7 атака сирнӗ. Снарядсем пурте тенӗ пекех пӗтнӗ, тупӑ расчётенче 5 ҫын вилнӗ. Ҫӗнӗ атака вӑхӑтӗнче Авдеевӑн туппи тӳрремӗнех пырса лекнипе стройран тухнӑ, вара расчётри юлашки салтак вилнӗ. Пӗччен юлсан, Авдеев автоматпа тата гранатӑсемпе ҫапӑҫма чарӑнман. Патронсемпе гранатӑсене пурне те тӑкакланӑ хыҫҫӑн Анатолий тӑватӑ ҫынна (офицерпа виҫӗ салтака) пуртӑпа ҫапса вӗлернӗ. Нимӗҫсем ҫак ҫапӑҫура 180 яхӑн салтакпа офицера, 2 самоходнӑй оруди, пулемёт тата 4 автомашинӑна ҫухатнӑ. Приказа пурнӑҫа кӗртнӗ, Совет Ҫарӗн ҫитсе тӑнӑ чаҫӗсем нимӗҫсен ушкӑнне аркатса тӑкнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе, Авдеев Анатолий Константиновича Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
Польшӑна ирӗке кӑларнӑ тата Берлина илнӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн 10 класс экстерн мелӗпе вӗренсе тухнӑ, 1950 ҫулта — Тамбоври артиллери училищинчен вӗренсе тухнӑ[4]. 1953 ҫулта артвооружени службин кӗҫӗн техник-лейтенантсен курсӗнчен (Новочеркасск) вӗренсе тухнӑ.
1954 ҫултанпа КПСС пайташӗ[5]. Кунашир утравӗнче, Сахалинра, Шуя хулинче, ГДР-та хӗсметре тӑнӑ. 1970 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен Авдеев майор чире пула саппаса тухнӑ. 1975 ҫулта, Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнӑ ятпа, подполковник ятне панӑ.
Калинин (халӗ Тверь) хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Арӑмӗ — Тамара Григорьевна (1932 ҫур.), икӗ ывӑлӗ — Александр (1954 ҫур.) тата Сергей (1958 ҫур.).
1996 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче вилнӗ. Тверь хулинче Дмитрово-Черкас ҫӑвинче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (24.03.1945);
- икӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль;
- медальсем (пурӗ 15 медаль).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 История одного подвига (2024-05-14). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
- ^ Герои Советского Союза - земляки (выр.). Администрация муниципального образования "Сычевский район" Смоленской области. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
- ^ Анатолий Авдеев: Герой Советского Союза (2024-01-11). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
- ^ Авдеев Анатолий Константинович. Герои Страны. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
- ^ Большая биографическая энциклопедия - авдеев анатолий константинович (выр.). Большая биографическая энциклопедия (2009). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Авдеев Анатолий Константинович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра