Авдеев Иван Павлович
| Авдеев Иван Павлович | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1910 |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1978 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | Пехота |
| Звани | гварди |
| Часть | 3-мĕш Украина фрончĕн 4-мĕш гварди çарĕн 34-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 107-мĕш гварди стрелоксен полкĕн пулемётчикĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Авдеев Иван Павлович (1910, Лучки[d] — 1978 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ, Болек[d], Алматы облаҫӗ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 3-мĕш Украина фрончĕн 4-мĕш гварди çарĕн 34-мĕш гварди стрелоксен дивизийӗн 107-мĕш гварди стрелоксен полкĕн пулемётчикĕ, хӗрлӗармеец, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Белгород облаҫӗнчи Прохоровка районӗнчи Лучки ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс.
Тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ. 1924 ҫулта ашшӗ-амӑшӗпе Алтай крайне куҫса кайнӑ. Колхозра ӗҫленӗ. Хӗрлӗ Ҫарта 1930—1932 ҫулсенче тата 1941 ҫултанпа.
1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа фронтра. 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, Банхида станцинчи (халӗ Татабанья, Венгри) тӑшман ҫавӑрса илнӗ ҫуртра ҫар ҫыннисен ушкӑнӗпе пӗрле пулнӑ май, пулемётчик тӑшманӑн нумай контратакисене сирсе яма хутшӑннӑ. Ушкӑн танка тата гитлеровецсене нумай пӗтернӗ, хӑй кӑна — 20 ытла тӑшман салтакне.
1945 ҫулта демобилизациленӗ. Алтай крайӗнчи Волчиха районӗнчи Вострово ялӗнче промкомбинатра, унтан Рубцовск хулинчи заводра крановщикра ӗҫленӗ.
1965 ҫултанпа Алма-Ата облаҫӗнчи Иссык хула канашӗн Болек ялӗнче пурӑннӑ, совхозра ӗҫленӗ.
1978 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вилнӗ. Казахстан Республикинчи Есик хулинче пытарнӑ.
Хисепӗӑсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (29.06.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (29.06.1945);
- медальсем.
Астӑвӑм
- Совет Союзӗн Геройӗн И. П. Авдеевӑн бюстне Прохоровкӑри Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтарнӑ;
- И. П. Авдеев ятне Лучки ялӗнчи урама панӑ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каçăсем
Авдеев Иван Павлович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
