Адаменко Иван Диомидович
Адаменко Иван Диомидович (1923 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ, Кущёвски районӗ[d] — 1944 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ, Королевство Югославия[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 2-мӗш Украина фрончӗн 46-мӗш ҫарӗн 109-мӗш гварди стрелоксен дивизин 309-мӗш гварди стрелоксен полкӗн взвод командирне пулӑшаканӗ, гварди аслӑ сержант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1923 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗнче Краснодар крайӗнчи Кущёвски районӗнчи Кӗрхи хуторта хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан колхозра ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫара 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен чӗнсе илнӗ. Фронтра 1941 ҫулхи раштавь уйӑхӗнчен.
Паттӑрлӑх
1944 ҫулхи юпан 16-мӗшӗнче 2-мӗш Украина фрончӗн 46-мӗш ҫарӗн 109-мӗш гварди стрелоксен дивизин 309-мӗш гварди стрелоксен полкӗн автоматчиксен взвочӗн командирне пулӑшаканӗ Адаменко гварди аслӑ сержанчӗ Белград (Югослави) ҫывӑхӗнчи Винча ялӗ патӗнче тӑшманӑн икӗ контратакине сирсе янӑ. Тӑшманӑн икӗ пулемёчӗ боецсене ура ҫине тӑма паманнине кура, паттӑр салтак вӗсенчен пӗрне гранатӑпа тӗп тунӑ, иккӗмӗшӗн амбразурине хӑйӗн пӗвӗпе хупланӑ. Ротӑна малалла каймалли ҫул уҫӑ пулнӑ.
Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче вилнӗ хыҫҫӑн панӑ. Ритопек посёлокӗн (Серби) масарӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (24.03.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль);
- Ленин орденӗ (24.03.1945);
- Мухтав орденӗн III степенӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
- Паттӑрӑн ячӗ Краснодарти мемориал арккине ӗмӗрлӗхе ҫырса хунӑ.
- Паттӑр ятне Мускав хулин Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин Тӗп музейӗн Мухтав залӗнче ылтӑн сас паллисемпе касса кӑларнӑ.
- Паттӑр ятне Краснодар крайӗнчи Кущёвкски районӗнчи Жданов ячӗллӗ колхоз шофёрӗсен бригадин списокне кӗртнӗ.
- 2000 ҫулта Иван Адаменкона халалласа Краснодар крайӗнчи Кущёвски районӗнчи Ильински ялӗнчи урама ят панӑ.
- 2015 ҫулта унӑн ятне ҫав ялтах 3-мӗш шкула панӑ.
Ӑнлантарусем
Литература
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Сыны Кубани - Герои Советского Союза. Краснодар, 1947. / стр.95-97;
- Кубани славные сыны. Краснодар, 1985, кн. 2. / стр.31-32.
Каçăсем
- Адаменко Иван Диомидович. az-libr.ru. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.