Ушаков адмирал (фильм)

«Адмира́л Ушако́в» (выр. Адмирал Ушаков) — чаплă вырăс флотпуçĕ Фёдор Фёдорович Ушаков адмиралĕн (1744—1817) кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки совет илемлĕ истори-биографи фильмĕ.

1953 çулта паллă режиссёр Михаил Ромм тĕп ролĕнче Иван Переверзев актёра çапса илнĕ кинодилогин пĕрремĕш пайĕ. Фильмра раççей флочĕ Хура тинĕсре тĕрекленни пирки каласа парать. Малалли — «Карапсем бастионсене штурмлаççĕ» фильм.

Фильм кун-çулĕ

Фильма совет ТÇФ çарпуçлăхĕ хистенипе (Н. Г. Кузнецов) Ф. Ф. Ушакова адмирал раççей флочĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнине кăтартма пуçарнă, мĕншĕн тесен флот ертӳлĕхĕн тĕп орденне Ушаков ятне çирĕплетнĕ хыççăн Совет Союзĕнче нумай ыйту хускатнă. Ӳнер ĕçĕсене Белгород-Днестровский карманра ирттернĕ.

Çак фильмра Владимир Этуш тата Готлиб Ронинсон (титрсенче кăтартман) актёрсем пĕрремĕш хут кинематографра палăрнă.

Сюжет

Рольсенче

Ӳнерлекен ушкăн

  • М. Семёнов — сăнарçă
  • Борис Арецкий — оператор
  • Борис Горбачёв — оператор
  • Д. Суллержицкий — карапсен эскизĕсем
  • Консультацисем: И. С. Исаков — тĕп консультант, профессор

Чыслани

  • Чи паха ютçĕр фильмĕ, Вишири кинофестиваль (1954).