Акимов Виктор Иванович
| Акимов Виктор Иванович | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1922 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1991 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ (69 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | |
| Часть | 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш гварди танк ҫарӗн 8-мӗш механизациленӗ корпусӑн 67-мӗш механизациленӗ бригадӑн 83-мӗш танк полкӗн танк командирӗ |
| Командӑланӑ | Танкист#танк командирĕ |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи |
| Наградӑсемпе хисепсем |
Ылтăн Çăлтăр медалĕ Ленин орденӗ |
Акимов Виктор Иванович (1922 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ, Чуприяновка[d], Щербининское сельское поселение[d] — 1991 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ, Волгоград) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш гварди танк ҫарӗн 8-мӗш механизациленӗ корпусӑн 67-мӗш механизациленӗ бригадӑн 83-мӗш танк полкӗн танк командирӗ, кӗҫӗн лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.03.1944) [1],[2],[3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Тӗвер облаҫӗн Калинин районӗнчи Чуприяновка станцинче рабочи ҫемьинче ҫуралнӑ. Вырӑс. ВКП (б) пайташӗ /КПСС 1944 ҫултанпа. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан Калинин хулинче Леспромстройра шофёр пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1940 ҫултанпа. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Мускав патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Калинин тата 2-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 1943 ҫулта Полтавӑри танк училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Акимов Виктор Иванович — (-), 2-мӗш Украина фрончӗн 5-мӗш гварди танк ҫарӗн 8-мӗш механизӑмланӑ корпусӑн 67-мӗш механизӑмланӑ бригадӑн 83-мӗш танк полкӗн танк командирӗ, кӗҫӗн лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ,,. Виска (халӗ Украинӑн Кировоград облаҫӗнчи Кӗҫӗн Виска хули).
Ҫапӑҫусенче унӑн экипажӗ темиҫе тӑшман автомашинине стройран кӑларнӑ, виҫӗ зенитлӑ тупӑ тата тӑшманӑн чӗрӗ вӑйӗ нумай пулнӑ вуникӗ самолёта тӗп тунӑ. Аманнӑ, анчах боевой задачӑна пурнӑҫличчен стройрах юлнӑ.
Акимов Виктор Иванович — (-), 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш гварди ҫарӗн 3-мӗш гварди штурмлакан авиаци корпусӗн 1-мӗш гварди танк бригадин командирӗ, кӗҫӗн лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ,,. (3384 №).
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн хастар танкист Совет Ҫарӗн ретӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. Танк училищинче рота командирӗ, райвоенком ҫумӗ пулнӑ. 1969 ҫултанпа В. И. Акимов подполковник — отставкӑра. Волгоград герой-хулара пурӑннӑ. 1991 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.03.1944, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 3384);
- Ленин орденӗ (10.03.1944);
- икӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Астӑвӑм
Волгоградра Дзержинск районӗн масарӗнче пытарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Акимов Виктор Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Акимов Виктор Иванович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Акимов Виктор Иванович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
Каçăсем
Акимов Виктор Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
